Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳрчӗ тахҫанах пусӑрӑнса ҫитнӗ пулас, пысӑк пулсан та ӑшша лайӑх тытать.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл тахҫанах ӑшша пиҫнӗ ентӗ; пуҫӗ хӗссе ыратать, куҫӗ хурала-хурала килет.Он уже весь сомлел от жары, голова трещит от нестерпимой боли, перед глазами плывут круги.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӑшша пиҫнӗ, халтан кайса ҫитнӗ Някуҫ старик чӗтрекен аллипе тарла питне шӑлать.Нягусь же, взмокший, выбившийся из сил, утирая нот дрожащей рукой, увещевает.
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӑшша — ӑша кирлӗ вӗри пулма, юратӑва — юрату, ҫирӗпрех пулма.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫав тери ӑшша пиҫрӗмӗр!
XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эсир ӑшша кайнӑ, ҫуннӑ…
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӑрушӑ ҫак ҫӗрле Алиса хӑйӗн ӗмӗчӗсене, упӑшкине тата кӑмӑлӗнчи телейлӗ ӑшша кӗтме пуҫланин чӗрӗлӗхне пытарчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Ҫав ӑшша кӗрес килет унӑн, вӑл пӗтӗм ӳт-пӗве ҫупӑрланине, чуна ачашшӑн кӑтӑкланине туяс килет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑшша пиҫнӗскерсене кӑнтӑрла кӑштах канма ирӗк пачӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑшша пиҫнӗ Сашӑна канма та памасть.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Пӑрусене шыранӑ чухне ӑшша пиҫсен ҫанталӑк ӑшӑ тесе пальтоне йӳле яни те шӑмшакне хавшатрӗ пулас.Во время розыска телят, видимо, расстегнутое из-за жары пальто ослабило ее тело.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Кайри урисем ҫине ҫӗкленнӗ, пуҫӗсемпе чӗрнисенчен тумла пӑрӗсем усӑннӑ хура лаша кӗлеткисем ларакан Нарвски воротӑран пуҫласа, пӑрланнӑ тротуар тӑрӑх — хӗрарӑмсем, стариксем, ҫамрӑк ачасем вӑрӑм черете тӑрса тухнӑ; вӗсем пурте чӗмсӗр, ҫиллессӗн тӑраҫҫӗ, хӑшпӗрисем ҫурт стенисем ҫине тайӑннӑ; теприсем, нумай сехет хушши кӗтсе тӑнӑ чухне, хӑйсенчи ӑшша март ҫилӗнчен сыхлас тенипе пӗтӗм пит-куҫӗсене кивелнӗ тумтир ҫухисемпе витсе тӑраҫҫӗ.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ӑшша пиҫнӗскер халатне, тӳмисенчен вӗҫертсе, йӳле ячӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Хулӑнрах хурсан вӗсем хӳшӗри ӑшша та тытаҫҫӗ, ҫумӑр та ямаҫҫӗ, шыв тумламӗсем чӑрӑш йӗпписем тӑрӑх ҫӗре юхса анаҫҫӗ.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кӑнтӑрла планета питне хӗрсе пӗҫертекен Хӗвел хӗрӗвӗнчен пӗлӗт татӑкӗсем сыхлаҫҫӗ, каҫхине атмосфера ӑшша тӳрех тӗнче уҫлӑхне тухма памасть.
Венера // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пирӗн ракетӑн корпусӗ хӑйӗн витӗр ӑшша яман пирки каютӑра вӑтам температура тӑрать.Корпус нашей ракеты не пропускает тепла, поэтому в каютах нормальная температура.
Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл ӑшӑнасшӑн, хӑйӗн ӑшран тухса пыракан ӑшша кӑна чӗрере тытса юласшӑн пулчӗ.Единственно, чего ей хотелось, — согреться, сохранить в себе уходящее тепло.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Жуань палӑртнӑ тӑрӑх, ахаль кондиционерсем хӑйсен ӗҫне тума энерги ыйтаҫҫӗ, ҫавна май топливо ҫунтарма тивет, тата вӗсем ҫуртри ӑшша ҫуртран тулалла кӑлараҫҫӗ, ҫапла май парникла пулӑма вӑйлӑлатаҫҫӗ ҫеҫ.
Тӗнчери чи шурӑ сӑрӑ кондиционерсенчен лайӑхрах сивӗтет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29813.html
Вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшша тата пурнӑҫ ҫӑлкуҫне, Хӗвел хӑйӗн ҫуттипе ӑшшине ҫителӗклӗ парайман пулсан та, тытса тӑнӑ.
Ӑсчахсем Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑй вӑхӑтӗнче мӗне пула пӑрланса ларманнине ӑнланнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29642.html
Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗр ҫинчи ӑшша упраса хӑварма кӑмрӑк йӳҫеклӗ газӑн шайӗ сахалтан та 40% пулмалла.
Ӑсчахсем Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑй вӑхӑтӗнче мӗне пула пӑрланса ларманнине ӑнланнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29642.html