Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрӗпех (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрӗпех мӗн тӑвасси пирки шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗрӗпех ҫывӑрса каяймарӗ Сюльдяшов.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юнашар ҫуртра Аҫтӑрхан, Атлай тата Ишмук ҫӗрӗпех калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑн ҫинчен ҫӗрӗпех шухӑшласа выртрӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗрӗпех, ҫутӑличченех ларма хатӗр вӑл хӑйсен умӗнче, ҫакӑн пек каҫра.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗркаҫ ҫӗрӗпех чӑм тара ӳксе ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Тинӗсрен те тарӑн, пылран та тутлӑ пулчӗ кунӗпех хула «тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫсе» ӗмпӗлтетнӗ, ҫурӑма-ҫурӑммӑн выртнӑ каччӑсен ыйхи ҫак «люксра» (Ула Тимӗр вара тӗлӗкре ҫӗрӗпех темле шап-шурӑ пӗлӗт ҫинче Полинӑпа таҫталла вӗҫрӗ, анчах, тӗлӗнмелле, ҫак пӗлӗт вӗҫнӗ ҫемӗн тӗксӗмленсе-тӗксӗмленсе пычӗ те юлашкинчен пач хуралса ларчӗ), ир енне ҫеҫ, тухӑҫ майӗпен кӗренленекен кӑвак чечеке ларнӑ чух, ҫурҫӗр енчен вичкӗн, харсӑр варкӑш та кастарса вашкӑрткаланине пула, вӗсене хытах, шӑлӗсем пӗр-пӗрне тӗкӗнмиех ҫатӑрларӗ тӑртӑр чӗппи, пӗтӗм шӑмма-шакка витӗрех йӗплерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эпӗ кӗҫӗр ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм, Ревлен Петрович, — терӗ вӑл шӑппӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эсӗ, хӗрӗм, кӗҫӗр ҫӗрӗпех ҫывӑрман пулӗ?

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗҫӗр ҫӗрӗпех ҫывӑрман хӗрача макӑрнипе вӑйӗ пӗтсе килнине сисрӗ, вара мӗнле выртнӑ, ҫаплипех ним туйми ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрӗпех чирлисене йышӑнакан пӳлӗмре ирттерчӗ Лена, амӑшӗшӗн ниҫта кайса кӗрейми ҫунчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗрремӗш хутра пурӑнакан Мария Петровнӑсен ӗнер ҫӗрӗпех хӑнасем сикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ӗҫ хыҫҫӑн пуху, лекци, канашлу тесе тухса каятӑн та ҫӗрӗпех таҫта ҫил хӑваласа ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Анчах, ял Совечӗ кӗпере вӑхӑтра юсаттарайманнине пула, иртнӗ эрнере унӑн айне кайса вилнӗ ик ӗне пирки тӗлӗкре эсӗ ман ҫинчен райӗҫтӑвкома хут ҫырса янӑ пек, ӑна кӗҫӗр ҫӗрӗпех тӗрӗслерӗҫ пек.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Утӑ капанӗсемпе утӑ урисем хушшинче ҫӗрӗпех аташса ҫӳретчӗ пулӗ Ҫтаппан, Правлени ҫуртне вутӑ хутма пынӑ Униҫҫе ӑна тимӗр турчӑкапа уринчен тӗксе вӑратса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Туссем пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫывӑрма выртрӗҫ, ҫӗрӗпех хӑйсен йывӑр шӑпи ҫинчен шухӑшласа асапланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫӗрӗпех электрица ан ҫунтар-ха, ҫывӑрма памастӑн ҫутӑпа, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатать вара тепӗр чух Каюров.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫӗрӗпех ӗҫре шухӑшланӑ хыҫҫӑн ҫапла шут тытрӗ Таня.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Петӗр ҫӗрӗпех тӗлӗкре симӗс велосипеда курчӗ, ярӑнчӗ, савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех