Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхса (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрле лампа ҫутипе, умне саппун ҫыхса, кивелнӗ ҫӑматӑсене ҫӗнетме ларать Иван пичче, нумай калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вӑй патӑр, чиперккесем! — терӗ вӑл, кӗске хура сухалне шӑлкаласа, пилӗкшер ҫурӑмӑн ҫыхса хунӑ сӳс куписем ҫине пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Умне саппун ҫыхса, кунӗпе, чӑх пек, мунча кӗлӗ ӑшӗнче чакаланчӗ Петрук.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑ ҫыхса пӑрахрӗ мана… —

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле инкеке лекрӗн? — ыйтрӗ Хумкка мучи, утар пӳртӗнче ҫыхса пӑрахнӑ председателе салтса ярса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таҫтан кантра тупса, унӑн алли-урине ҫыхса, ҫӑварне тутӑр чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ал-уруна ҫыхса, ҫак сивӗ пӳрте хупса хӑваратӑп ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ниҫта пӑркаланайман кашкӑра ҫуна ҫумне ҫирӗп ҫыхса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чӗрӗлле ҫыхса илсе таврӑнасчӗ ӑна яла! — тилмӗрсе пӑхать Откан ҫине Ылтӑн Петрукӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни хӗрарӑмӑн Хӗрлӗ Ҫар валли пӗрер мӑшӑр алсиш, пӗрер мӑшӑр чӑлхапуҫ ҫыхса памалла, тет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Те килӗшет-ха Роза унӑн ывӑлне качча тухма, те ҫаврӑнса та пӑхмасть — ун пирки Кулюкка шутламасть, анчах Куҫми юлашки вӑхӑтра галстук ҫыхса ҫӳре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑрта хӑпарса ҫитсен, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те, хӑйсенчен хӑйсем тӗлӗнчӗҫ хӗрарӑмсем: ӑҫтан вӑй тухрӗ-ши ҫакӑн чул ыраша ҫыхса пӗтерме?..

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Леш те, пӗччен тӑрса юлнӑскер, унталла-кунталла пӑхкаласа тӑчӗ-тӑчӗ те: — Эпӗ мӗн, ҫынран катӑк-им, эпӗ мӗн, кӗлте ҫыхса курман-им? — текелесе ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унпа пӗрле Сӑпанипе Варук, ҫӗнӗрен вӑй илнӗ пек, хӑмӑл ҫине кӗлте хыҫҫӑн кӗлте ҫыхса пӑрахаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫумӑр килет, — терӗ Натюк аппа, ыратакан пилӗкне тытса, — унччен епле те пулин ҫыхса пӗтересчӗ, ачасем.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Гранатӑрсене икшерӗн-виҫшерӗн ҫыхса хатӗрлӗр! — шӑтӑкран кӑкӑр таран тухса кӑшкӑрчӗ вӑл ыттисене.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхине ман хулпуҫҫине ҫыхса ярӑн-ха, — Иван ҫумнерех шуса выртрӗ Лавруш.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑййа тухма пуҫласан, кӗлеткине хӗр илемӗ кӗтӗр тесе, кӑкӑрӗсем вырӑнне мӑкӑрӑлчӑксем туса ҫӗленӗ хӑю ҫыхса ҫӳретчӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫук, кунашкал ӗҫ тухмӗ. Вӑл хӑратнипе парӑнас этем мар. Луччӑ хулари полицейскисене чӗнсе килес те ҫыхса пӑрахас».

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ чул ҫыхса шыва пӑрахнӑ пек ҫухалтӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех