Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑхарах ҫитрӗмӗр те – ак, тамаша, тирек мамӑкне пухнӑ та хайхисем, чӗртсе ярасшӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Ҫывӑхарах ҫитсен, хӗпӗртесех кайрӗҫ: аякранах силе май мунчан ӑшӑ шӑрши кӗрет: ҫыннисем каҫхине кӑна ҫӑвӑннӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тилӗ ҫӗлӗкӗ тата ҫывӑхарах шурӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑвашсемпе тутарсем хирӗҫме-тавлашма пуҫласан, Петр Петрович ҫывӑхарах пырса тӑчӗ, таҫтан вун-вун икӗ ҫул каялла пулса иртнӗ тискер ӗҫе аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кашкӑр ҫывӑхарах пырсан, епле пулсан та куҫӗсенчен лектерме тӑрӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫывӑхарах ҫитрӗ те тӗлӗнсе кайрӗ — ҫынни аллине сӑнӑ тытнӑ стрелец пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑхарах вырнаҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта мӗнле тавлашу пынине те ӑнланса илчӗҫ каччӑсем: мӑрса хӗр ачана йӑмра кутне ҫывӑхарах пыма ӳкӗтлет, лешӗ, инкеке сиснӗ пекех, пӗр утӑм та утмасть.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫакӑ-и сан вырӑсусем, Северьян? — терӗ вӑл икӗ ват ҫынпа хӗрарӑм патне ҫывӑхарах пырса.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай ҫывӑхарах пычӗ те алӑран тытса Нургалне ҫӗрелле туртса антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӗкӗр хула патне ҫывӑхарах ҫитсен «парне» ытларах парӗҫ тет-ши вӑл?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун хыҫҫӑн Палюк мучи вӗсене тата ҫывӑхарах явӑҫтарма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ҫывӑхарах пырас та хуллен пӑхса тӑрас.

стоит чуть поближе подойти к месту проведения чюка.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Палламан ҫын ҫывӑхарах утса пычӗ.

Незнакомец шагнул к печи.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Вӑйӗ ун пур, — тата ҫывӑхарах утрӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑхарах ҫитсен, Левентей ҫакна курчӗ: Камышин умӗнче ялан Липа йӑтса ҫӳрекен карттӑ выртать, Ятман ун ҫинчи уйрӑм вырӑнсене тӗллесе кӑтарта-кӑтарта майӗпен сӑмах тытать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир Ятман карттине хӑех хӑва тӗмӗ ҫине ҫакса хучӗ, колхозниксене ҫывӑхарах пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кусем мӗнсем сан, Алексей? — терӗ Кӗтерне инке тата ҫывӑхарах пырса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ вӑл сӗтел хушшине хӑйӗн вырӑнне кӗрсе ларчӗ, пӳлӗмре сулхӑнтарах пулнӑран аллисене сӑтӑркаласа, хӑнасене ҫывӑхарах пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑхарах ҫитсен ҫакна асӑрхама пулать: ҫыннӑн сулахай ури чӗркуҫҫирен хуҫланмасть те, ӑна тӳрӗ хӑма татӑкӗ ҫумне ҫыхса лартнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех