Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йытӑ ҫури туянасшӑн пулчӗ вӑл унта, шӑпах Бианка пек шуррине, ҫавнашкалах пӗчӗкскерне шырарӗ, ҫӗнӗ йытӑ ҫурипе пӗрле хваттере каллех унчченхи савӑнӑҫ ҫутатса ярасса, пурин хуйхи те ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пек сирӗлессе шанчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Вӑл, ҫапла шухӑшланипе ҫеҫ лӑпланмасӑр, мӑшӑрӗпе ачисене сӑмахпа тӗксе ӳпкев тума та хатӗрччӗ ӗнтӗ, анчах пӗррехинче чӳрече умӗнчех, урамра, йытӑ ҫури вӗрсе ячӗ те, амӑшӗ те, хӗрачипе ывӑлӗ те кантӑк патне чупса пычӗҫ, пӗр хушӑ пӑхса тӑрсан-тӑрсан вара салхуллӑн, сӑмах чӗнмесӗр пӑрӑнса кайрӗҫ: ҫук, Бианка мар…
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Сике-сике вӗрчӗ йытӑ ҫури хӑйне тарават йышӑнман хумсем еннелле, шӑпӑл-шапӑл чӳхенекен шыв кӑларса ывӑтакан кӑпӑксене пӗчӗк сӑмсине пӗркелентерсех ҫырта-ҫырта ҫӗмӗрӗлчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Ҫумӑр пӗрӗхнине пула Бианкӑна хӑйпе пӗрле илесшӗн марччӗ Анатолий Семенович, анчах йытӑ ҫури хӑйӗнчен юласшӑн маррине, вӑл алӑк патне чупа-чупа пырса йынӑшнине, куҫран тилмӗрсе пӑхнине курчӗ те — пӑрахса хӑвараймарӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Пӗлсенччӗ эсӗ: йытӑ ҫури илсе пынӑранпа хваттерте ним тирпей-йӗрке те юлмарӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Йытӑ ҫури вӑйлӑ юхакан пылчӑклӑ шыв тыткӑнӗнчен ҫӑлӑнасшӑн пахча хӗрринчи ҫерем еннелле пӑхать, анчах хӑй шарлак урлӑ сиксе те, ишсе те каҫма вӑй ҫитерес ҫуккине туйса, мӗскӗннӗн, такамран пулӑшу кӗтнӗн йынӑша-йынӑша илет.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Художник аялалла пӑхрӗ те сарай кӗтессинчи кирпӗч купи ҫинче чӑнахах та йытӑ ҫури ларнине курчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Унтан ним ӑнсӑртран веранда айнелле пӑхса илчӗ те тӑватӑ хура куҫ йӑлтӑртатнине курах кайрӗ: веранда айӗнче амӑшӗпе ҫури куҫӗсене ҫутатса выртаҫҫӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Хӗвре ларнӑ чухне те вӗрмелле-и? — йытӑ ҫури пӑхнӑ еннелле, таҫта ҫӳлелле тинкерчӗ Аннушкин.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Йытӑ ҫури ҫав самантрах хӑй ларакан вырӑнтан сирпӗнчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
— Пӑрахса хӑвартӑмӑр, калаҫмарӑмӑр унпа — ҫавӑншӑн кӳренчӗ те, апӑрша ҫури.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Тек вӗрмест вара йытӑ ҫури, тинех кӑмӑлӗ тулнӑн пире хирӗҫ ывтӑнса чупса килет.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Тамагочипе танлаштарсан, йытӑ ҫури чӗрӗ юлчӗ.
Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616
Качака сӗтне тупрӗ: вӑл йытӑ ҫури валли ӗне сӗтӗнчен лайӑхрах иккен.Раздобыл козье молоко: оно, оказывается, для щенка лучше коровьего.
Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616
Джека илме таврӑннӑ ҫӗре йыт ҫури клеенка сарнӑ ҫемҫе тӗплӗ ҫӗнӗ йывӑҫ коробкӑра ҫывӑрать – ӑна кукашшӗ туса панӑ.
Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616
«Куян ҫури эс, Петӗр, ҫын мар», — тесе Таранов чӑлт! сурчӗ те библиотекӑна кӗчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӗренекенсем, паллах, урок ҫинчен манса текех кушак ҫури ҫине пӑхрӗҫ.
Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567
Виҫӗ урок хушши кушак ҫури сумкӑра е хӗрачасен аллинче ларчӗ.Все три урока котенок просидел то в сумке, то на руках у девочек.
Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567
— Вон! йытӑ ҫури эсӗ, ман ывӑл мар!
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Сасартӑк картиш варрипе шап-шурӑ япала ҫӑмха пек кусса иртрӗ те йӑпӑрт! ҫеҫ ҫенӗк алӑкӗ умне хӑпарса ларчӗ — кушак ҫури иккен: ачашшӑн мяуклатса илчӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.