Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинӗс ҫинчи вӗтӗ кӑтрашка хумсем ҫыран хӗрринчи чулсене ачашшӑн ҫуласа каяҫҫӗ.

Мелкая рябь ласково лизала прибрежные камни.

II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас пулсан, Чапаев юлташ, вӑхӑт нумай сая каять, — терӗ те сухалли, тутисене ҫуласа илсе, хӑйӗн кӗреҫе сухалне шӑлса якатрӗ.

— Длинная канитель рассказывать, товарищ Чапаев, — бородач облизал губы, погладил курчавую окладистую бороду.

Пианино // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Шатрарах артиллерист кашӑкне ҫуласа тасатрӗ те, халӗ те пӑтӑ савӑчӗпе тӗрмӗшекен Сережка Курочкин енне куҫ хӗссе, Чапаева ҫапла каларӗ:

Артиллерист облизал ложку и, выразительно подмигнув в сторону Серёжки Курочкина, всё ещё трудившегося над бачком с кашей, сказал Чапаеву:

Кӑвайт умӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ҫуркаланса пӗтнӗ тутисене ҫуласа илчӗ те: — Кунта нумаях тӑраймастпӑр пулӗ ҫав… — терӗ сӳрӗккӗн.

Облизнув потрескавшиеся губы, нехотя протянул: — Д-да, шпарят…

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Эпӗ ана ко-ко-тка терӗм… — каласа хунӑ мӑйӑхлӑ ҫын, кашни сӑмахнех ҫуласа илнӗ пек, тутисене вылятса.

— Я сказал — ко-ко-тка… — произнес усатый человек, так двигая губами, точно он смаковал слово.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗр кун хушшинче вӑл пӗтӗм ҫурт тавра ҫаврӑнчӗ, вӑл тӗксе, шӑршласа, ҫуласа пӑхман япала та юлмарӗ пулас.

В течение этого дня он обошел решительно весь дом, и, кажется, не оставалось такой вещи, которой он не осмотрел бы, не понюхал и не полизал.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

— Хӑрарӑн-и, Прошка? — тенӗ ашшӗ, сухан куклине ҫисе ярса е йывӑҫ кашӑкне ҫуласа.

— Испужался, Прошка? — спрашивал отец, прожевывая кусок лукового пирога или облизывая деревянную круглую ложку.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Анчах вӑл пӗтӗмпех ҫисе ячӗ, ҫитменнине тата асаннене аллинчен ҫуласа илчӗ.

А она всё съела и даже бабушку по ладошке лизнула.

Эпӗ кӗтӳрен хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Йытти ӑна аллинчен ҫуласа илчӗ.

А Серый его в руку лизнул.

Качака такине йытӑ хӑваласа яни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анчах вӑл питӗ савӑнӑҫлӑ, вӑл Матвей Иванович ҫине сикме пуҫларӗ, ӑна питӗнчен ҫуласа илесшӗнччӗ пулмалла.

Только она очень весёлая и стала на Матвея Ивановича скакать, чтоб его в лицо лизнуть.

Качака такине йытӑ хӑваласа яни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл вара мана тепӗр хут та ҫуласа илчӗ.

А она взяла и ещё меня лизнула.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӗр пысӑк йытти ман пата пычӗ те, мана шӑршласа пӑхрӗ, унтан хӑлхаранах ҫуласа илчӗ.

И большая собака подошла ко мне, меня понюхала и лизнула прямо в ухо.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл ҫӗре сиксе анчӗ те, хӳрине выляткаласа, ман паталла чупса пычӗ; малти урисемпе ман хулпуҫҫисем ҫине пусрӗ те вӗри чӗлхипе мана питрен ҫуласа илчӗ.

Он прыгнул наземь, виляя хвостом, подбежал ко мне, стал передними лапами мне на грудь и лизнул в лицо.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Иван Иванович сире хӑйӗн табакне шӑршлаттарас тесен, малтан табакерки хуппине чӗлхипе ҫуласа илет, унтан ӑна пӳрнипе шаклаттарать те, ытах вӑл сире паллать пулсан, хӑвӑр еннелле тӑсса: «ырӑ ҫыннӑмҫӑм, сире ҫакна сӗнме хӑяйӑп-ши», тет, палламасть пулсан вара… «сирӗн чинӑрпа ятлӑхӑра пӗлме хисепӗм ҫук пулин те, ҫакна сӗнме пултарӑп-ши?» тесе ыйтать.

Иван Иванович если попотчивает вас табаком, то всегда наперед лизнет языком крышку табакерки, потом щелкнет по ней пальцем и, поднесши, скажет, если вы с ним знакомы: «Смею ли просить, государь мой, об одолжении?»; если же незнакомы, то: «Смею ли просить, государь мой, не имея чести знать чина, имени и отечества, об одолжении?»

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Пӗрре вӑл садра ҫывӑрса кайнӑ — ҫапла-и? — кушак ҫури пынӑ та пӗтӗм хӑймине ҫуласа илнӗ.

Она раз в саду заснула — да? — пришел котенок и всю сметану слизал.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӗрре вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, хайхи кашкӑр ҫав юнлӑ йӗре ҫуласа пынине курчӗ, вара вӑл ҫав самантрах, хайхи кашкӑра вӗлермесен… ӑна тӗп тумасан… хӑйӗн мӗнле вилӗмпе вилмелле пулассине чухласа илчӗ.

Оглянувшись как-то, он увидел, что волк с жадностью лижет этот кровавый след, и ясно представил себе, каков будет его конец, если он сам не убьет волка.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ҫын ҫак кышласа, тап-таса ҫуласа якатнӑ шӑмӑсем ҫине пӑхса тӑчӗ, шӑмӑ варрисенче шупкакӗрен тӗслӗ сасӑсем курӑнаҫҫӗ.

Человек смотрел на кости, дочиста обглоданные, блестящие и розовые, оттого что в их клетках еще не угасла жизнь.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Типӗ тутине вӑйсӑррӑн ҫуласа илсе пӑшӑлтатрӗ:

Облизывая губы, он сказал:

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Типӗ тутине ҫуласа марсиан илтӗни-илтӗнми пӑшӑлтатрӗ:

Облизнув губы, марсианин проговорил едва слышно:

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось тутине ҫуласа илчӗ.

Лось облизнул губы.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех