Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитрӗ (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах ҫак вӑхӑтра ҫарта службӑра тӑма вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

Хӑй ҫав вӑхӑтра аякрах мар вырнаҫнӑ сӗтел патне васкавлӑн утса ҫитрӗ те унти темиҫе кӗнекене алла илчӗ, хыҫҫӑн пӗр тӑхтаса тӑмасӑр библиотекӑна килнӗ «хӑнасем» патне каялла таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Кӑҫал Комсомольски муниципаллӑ округне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Музейра пулса курнӑ // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%91/

Петӗр комбайн ҫинчен сиксе аннӑччӗ кӑна — Павӑл механик мотоциклӗпе кӗрлеттерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Юпа тӑрне чиперех улӑхса ҫитрӗ пӗчӗк упа, унтан меллӗнрех вырнаҫса пӑралуксенчен пӗрне туртса карӑнтарчӗ те вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

Кӑшт тӑхтасан вӗҫнӗ чух вӗҫсе, туратран-мӗнрен ҫакланкалса йӑва ҫавӑракансем патнех ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Эрне хыҫҫӑн эрне, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх иртрӗ, савӑк ҫуркунне те килсе ҫитрӗ: ҫурт хӗррисенче урӑм-сурӑм вӑрӑм пӑр кишӗрсем ҫакса ҫитӗнтерме тытӑнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Каярахпа кушакне хӑйне те хӑратакан пулса ҫитрӗ: сулмак сӑмсипе таклаттарать те, лешӗ вара е диван айнелле, е кӑмака хыҫнелле тарса ҫухалать…

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Ир килсе ҫитрӗ хӗл, килчӗ те хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланма тапратрӗ: е питрен сивӗ аллипе лӑп-лӑп хыпалать, е, кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ пек пулсан, кӑштах ҫемҫелсе те кӑтартать, е каллех выҫӑ кашкӑрла улама тытӑнать…

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Часах Тарзан та якӑлт-якӑлт сиксе ҫитрӗ, Вовӑна, пуҫне усса татӑлсах йӗрсе лараканскере, ҫамкаран йӑпӑлт-япӑлт ҫуласа илчӗ, вара хуҫипе юнашар пырса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл ӗмӗт урхамахне утланса Амӑшӗ патне каллех яла вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вова, йытта мӑйӗнчен ыталаса илсе сӗвенсе ларчӗ те ӗмӗчӗпе ялти Амӑшӗ патне вӗҫсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Унччен те пулмарӗ, «шип-шип» тенӗн сас парса хулари тусӗсенчен пӗри — Вовӑна нихӑҫан та сиен туман ырӑ кӑмӑллӑ шӑши — таҫтан йӑпӑртатса та ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫитрӗ Вова ҫитес ҫӗре чупса.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫапла май аванах Мускава ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ту-104 самолетпа Иркутска ҫитрӗ, унтан тепӗр самолетпа Новосибирска ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюнана хӑех хӑварнӑ тӗле ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тепӗр эрнерен палӑртнӑ вырӑна ҫитрӗ Тетей.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тетей шывпа чӑхлатса, Чапаевла аллисене сарса ишрӗ, ачалӑхри пек варрине ишсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Акӑ ҫу варри ҫитрӗ те.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех