Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗплетме (тĕпĕ: ҫирӗплет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан манӑр: обществӑри вырӑна ҫирӗплетме ӗҫченлӗхпе пӗрле тата тӗнчекурӑм шайӗ те кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Раҫҫей империн витӗмне ҫирӗплетме Чукоткӑра Раҫҫей ертӳлӗхӗн XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнчи пиҫӗ политики пулӑшнӑ, 1779 ҫулта Катӗрне патша чакчасене, вӗсем коряксемпе ҫапӑҫмасан, ясак тӳлессинчен вунӑ ҫуллӑха хӑтарма пултарассине сӗннӗ.

Укреплению влияния Российской империи на Чукотке способствовала гибкая политика российского руководства во второй половине XVIII века, императрица Екатерина в 1779 году повелела снять с чукчей обязанность уплаты ясака на десять лет, если они не будут воевать с коряками.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Вӗсем пӗр территорие пӗрлештереҫҫӗ, ӗҫ, культурӑпа гуманитари ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек районӗн пуҫлӑхӗ Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен кунӗпе саламлани // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2023 ... em-3478735

Вӑл хӑйӗн ырӑ ятне шӑп та Ольга Алексеевна умӗнче ҫӗнӗрен ҫирӗплетме ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑн пекех икӗ ҫӗршыв лидерӗсем суту-илӳпе экономика ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетме тата энергетикӑпа транспортра пӗрле проектсем тума шутланине ҫирӗплетнӗ.

Также во время разговора лидеры двух стран подтвердили настрой укреплять торгово-экономические связи и продвигать совместные проекты в энергетике и транспорте.

Путин Иран президенчӗпе телефонпа калаҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3455375

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулӑн 7б класра вӗренекенсемшӗн, клас ертӳҫипе ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле Ситекпуҫӗнчи пӗве патне спортпа сывлӑха ҫирӗплетме канма кайни питӗ чаплӑ иртнӗ.

Спортивно-оздоровительная прогулка на природу на пруд в д. Седякбаш оказалась на славу для ребят, родителей и классного руководителя 7«б» Бижбулякской средней школы №2.

Кӗрхи шӑматкун питӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ln-3454134

Характерӑн ҫак енӗсене ҫирӗплетме вӗренӳ тытӑмӗнче 22 ҫул, ҫав шутран шкул директорӗнче 6 ҫул, ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫлени пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Эппин, пурне те пӗлме, тӗпчесе палӑртма, ҫирӗплетме пулать!

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсир пысӑк пӗлтерӗшлӗ тивӗҫе пурнӑҫлатӑр – пирӗн граждансен прависемпе интересӗсене хӳтӗлетӗр, лайӑх ӗҫ условийӗсем йӗркелеме, ӗҫ укҫин тивӗҫлӗ шайне ҫирӗплетме тата пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшатӑр.

Вы выполняете важную миссию – защищаете права и интересы наших граждан, способствуете созданию лучших условий труда, установлению достойного уровня заработной платы и улучшению качества жизни.

Олег Николаев Профсоюзсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/09/07/ole ... yuzov-chuv

Вӑтам тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче вӗренме, тӗрлӗ енлӗ аталанма, сывлӑха ҫирӗплетме пӗтӗм услови пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр // «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d3%9 ... %bf%d1%83/

Шкул программине кӗртнӗ предметсене вӗреннипе пӗрлех ачасем хӑйсен тавракурӑмне библиотекӑсенче, кружоксенче куллен ӳстерсе пырӗҫ, сывлӑхне ҫирӗплетме спорт секцийӗсене ҫӳрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр // «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d3%9 ... %bf%d1%83/

Вӗсен ӗҫӗ икӗ халӑхӑн туслӑхне ҫирӗплетме чылай пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӑл ҫулсерен хӑтлӑланнӑҫемӗн хӑтлӑланса тата пурӑнма илӗртӳллӗ вырӑна ҫаврӑнса пырать – инфратытӑм аталанать, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, пурӑнмалли ҫуртсен картишӗсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ҫулсем ҫӗнелеҫҫӗ, хулара пурӑнакан кашни ҫыншӑнӑх канма тата сывлӑха ҫирӗплетме, тӗрлӗ енлӗн аталанма тата хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама паха майсем йӗркеленеҫҫӗ.

С каждым годом он становится все более уютным и привлекательным местом для жизни – развивается инфраструктура, строятся социальные объекты, благоустраиваются дворы и обновляются дороги, создаются условия для полноценного отдыха и оздоровления, развития и самореализации каждого его жителя.

Олег Николаев Хупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/20/gla ... et-s-dnyom

— Ентеш ячӗпе ҫӗкленӗ мемориал кашнинче патриотла туйӑма вӑратма тата ҫирӗплетме пулӑшма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Анчах сывлӑха ҫирӗплетме усӑ куракан тренажерсем кивелнӗ, епле пулсан та вӗсене 15 ҫул каялла вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Кунта ачасен тавра курӑмне аталантарма, сывлӑха ҫирӗплетме хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Лагерьсенче пӗр-пӗрин вӗренӳри паха опычӗпе паллашма пулать, ҫӗнӗ юлташсем тупма, туслӑха ҫирӗплетме те май пур.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Пӗтӗмпе 1300 ача хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетме кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Ку ҫӗршывсен ӗҫлӗ ҫыхӑнӑвне малалла ҫирӗплетме пулӑшать, тесе пӗлтернӗ вӑл.

Он выразил мнение, что это поспособствует дальнейшему укреплению сотрудничества стран.

Путин ЮАР президенчӗпе Рамафосапа телефонпа калаҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3378798

Ҫавна май ССР Союзӗнчи халӑхсен культурисен социализмлӑ содержанине аталантарассине тӗп вырӑна хурса, парти вӗсене малалла та пӗр-пӗрне пуянлатма тата пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшса пырӗ, вӗсен интернационализмлӑ никӗсне ҫирӗплетме, ҫапла майпа коммунизм обществинчи пӗтӗм этемлӗхӗн пулас вӑхӑтри пӗр-пӗтӗм культурине ӳссе йӗркеленме пулӑшса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех