Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗрлехи (тĕпĕ: ҫӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фабрикӑра ҫӗрлехи смена вӗҫленсе килет.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Халӗ, акӑ, ҫӗрлехи хулана анса тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Унпа усӑ курса ҫӗрлехи пӗлӗте питӗ курас килет.

Не терпелось увидеть в него ночное небо.

Ҫӑлтӑрсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/599

Ҫӗрлехи вӑрмантан татса килнӗ шӑлан чечекӗ Инессӑшӑн тата хаклӑрах пулмӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Шурча таврашӗнче», «Ҫӗрлехи ҫиҫӗм», «Пӗр хурӑн ҫеҫ пӗлет» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

Кӗске аркӑллӑ ҫанӑсӑр кӗпе тӑхӑннӑ хӗр, хулпуҫҫийӗпе чӗркуҫҫийӗ ҫара пулнӑран-и, сарӑ кӑпӑшка ҫӳҫӗ уйӑх ҫутинче ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатнӑран-и — юхан шыв тӗпӗнчен ҫӗрлехи улӑха уҫӑлма тухнӑ юмахри вутӑш пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кам вӑл ҫӗрлехи ҫын – ыйтса чӑрманмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӗрлехи чӑваш ялӗнче авалхи Грецири паллӑ философ ячӗ илтӗннӗрен хама эпӗ тӗлӗнтермӗш юмах тӗнчине лекнӗ пекех туйрӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тавралӑха ҫӗрлехи чатӑр картланӑ пулин те, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилотка тӑхӑннӑ салтак тӑван ялӗ ҫывӑхӗнче мӗн пулса иртнине витӗрех курать пек, паянхи каҫ кам ырӑ, кам усал ӗҫ тӑвать — ҫавна сисет пек, камӑн чунӗ мӗншӗн ҫуннине, кама мӗн кирлине пӗтӗмпех пӗлет пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл ҫӑлтӑрсен пуххи пулни ҫинчен хальхи вӑхӑтри кашни чӑвашах пӗлет, анчах пирӗн авалхи асаттесемпе асаннесемшӗн ҫӗрлехи тӳпери ҫав илӗртӳллӗ ҫутӑсем хур кайӑк мамӑкӗсем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӗрлехи сменӑра вара мана сирӗнпе ҫывӑхрах паллашас, сире килӗшес шухӑш ҫунатлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫӗрлехи сменӑна пилӗк вакун панӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ, кӑн-кӑвак куҫлӑ хӗрарӑм ҫӗрлехи сменӑра мана хулӑм ҫи-пуҫ тӑхӑннӑран ытлашши мӑнтӑркка пек курӑннӑ пулас — вӑл, туллирех ӳтлӗ пулин те, хӑтлӑ пӳ-силлӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Пӗрремӗш хут ӗҫе тухнӑ чух ҫӗрлехи виҫҫӗмӗш сменӑна лекрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫӗрлехи анкартине панулми шӑрши сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗрлехи тӗттӗмрех вӑхӑтпа усӑ курса, нимӗн шӑв-шав тумасӑр, малти линине ҫывхаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Чылай утрӗ, ҫӗрлехи сывлӑм ӳкнӗ вӑрман курӑкӗ унӑн урине пӗтӗмпех йӗпетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫимун арӑмӗ Урине ҫӗрлехи ҫулҫӳревҫӗсене курсан хӑрасах ӳкрӗ, упӑшки кӗҫӗр киле таврӑнманни ҫинчен пӑшӑрханса пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Аркадий, хура ӗҫ пичет ҫапнӑ ҫаврарах питлӗ каччӑ, сӗтел хушшинче чӑвашра тухса тӑракан пӗр хулӑн журнала тишкерӳллӗн вуласа лараканскер, пуҫне палт ҫӗклерӗ те ҫӗрлехи пӗлӗтсӗр каҫсенчи янкӑр тӳпе пек таса, йӗпкӗн кӑвак куҫӗпе тантӑшне ҫирӗппӗн, тӗлӗнӳллӗн тӗллерӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех