Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫулла сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫулла (тĕпĕ: ҫулла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑҫан та пулин ӑна та ҫапла масар ҫине йӑтса килӗҫ, сивӗ шӑтӑка чикӗҫ — ҫулла пулӗ-и вӑл, шартлама сивӗ хӗл кунӗ-и — пӗрре вӑл та ӗмӗр-ӗмӗр таврӑнмасла вилсе выртӗ, пуринчен ытла пытарма тӑванӗсем ҫукки шухӑшлаттарать Укане.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫулла кун пек ир пӗр-пӗр чакак сас параканччӗ, халӗ вӗсем ялалла куҫнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫулла ӑна аякран курма та хӗн — мӗнпур енчен ват йӑмрасемпе лӑпсӑркка хурӑнсем хупӑрласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрре ҫеҫ иртмен ҫак ҫулпа Хумкка мучи — ҫуран та, лашапа та, хӗлле те, ҫулла та ҫӳресе курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫулла баржа ҫинче пурӑнатпӑр, Атӑл шӑнсан, хӗл каҫма сатуна юлӑпӑр тет.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫулла баржа ҫинче пурӑнӑпӑр, Атӑл шӑнсан, хӗл каҫма сатуна юлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Оренбург таврашӗнче хӗлле ҫатӑр сивӗ, ҫулла сывлама ҫук шӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Пӗр ҫулхине ҫулла атте вӗллесене Миккуль тете утарне кайса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Ҫулла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫулла тӑван-пӗтен, пӗлӗшсем кӗтӳ черечӗ ҫитнӗ май пурте манпа кӑсӑкланатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Тарье аппа, ватӑ ҫын, ҫулла чӳрече уҫса пӑхса ларма юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫулла театрта черетлӗ сезон вӗҫленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Инкеке пула-и, студентсен общежитийӗнче ҫулла сахал ҫын пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Пӗррехинче, ҫулла, Мишшана ҫамрӑк пӑрусем валли ҫемҫе те сӗткен ҫулҫӑллӑ ешӗл ҫӑка тураттисене касса вӑрмантан лавпа илсе килме хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ҫулла савӑк кунсемпе, хӗвел ӑшшипе илӗртет.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Амӑшӗн тӗслӗхӗпе хӗр ҫулла армути татса типӗтет, ӑна типӗ хутаҫра тытать.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗлле аслӑ уйра йӗлтӗрпе «юр касатчӗҫ», ҫулла — шыва кӗме, ҫырла-кӑмпана пӗрле сӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ачи-пӑчи унта ҫулла — шыва кӗрсе, хӗлле коньки-тӑрмалапа ярӑнса савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫулла килти ӗнесен пӑрушӗсем ҫумне тата тепӗр икӗ вӑкӑр туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑрман кӑнтӑрла та, каҫ та, хӗлле те, ҫулла та, ҫилпе те, ҫилсӗр те кашлать: савӑнать, хурланать, ахӑрма, ихӗрме те пӗлет, макӑрать те, куҫҫуль те тӑкать.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех