Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫӗнчи кӑвак беретне хывса, ҫырӑ ҫӳҫ пайӑркисене икӗ аллипе ӗнси хыҫнелле сирсе ячӗ, таса курӑк ҫине урисене хуҫлатса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тикӗтленнӗ хурсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кӗрнеклӗ кӗлеткеллӗ, ҫӳхе хура мӑйӑхлӑ, тӗксӗмрех сӑнлӑ ҫирӗп ҫын янравлӑ сасӑпа пуҫласа ячӗ сӑмахне:

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем калаҫма вӗренеҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫыр, юлташ, ҫыр, — ҫурӑмӗнчен лӑпкаса, пӳлӗмӗнчен ӑсатса ячӗ ӑна сарлака хулпуҫҫиллӗ патвар хура ҫын, юлашки вӑхӑтра канӑҫне ҫухатнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Влас Ястребов ячӗ сирӗншӗн паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Рамазан пуҫне каҫӑртсан… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Рамазан килӗнче мӗн хӑтланнине амӑшӗ те, арӑмӗ те ҫынна каламан, систермен ҫав, — тарӑхнипе пӗр харӑс ик стакан шыв ӗҫсе ячӗ маҫтӑр.

Куҫарса пулӑш

Рамазан пуҫне каҫӑртсан… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн ячӗ тата темиҫе картлашка ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Рамазан пуҫне каҫӑртсан… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ кунран-кун лайӑхланма пуҫларӗ, ирӗклӗн сывласа ячӗ тӑватӑ ҫул хушши хӗн курнӑ халӑх.

Куҫарса пулӑш

Рамазан пуҫне каҫӑртсан… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Палларӑм хайхине! — палланӑ ҫынни хӑй патне килнӗнех кӑшкӑрса ячӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Нефтяниксем яла килеҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ячӗ мӗнле?

Калаҫма пит юратман Инке Яккӑвӗ шӑлавар кӗсйинчен енчӗкне туртса кӑларчӗ те чикарккӑ пӗтӗрсе туртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтип пичче пуҫне пӑркалать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ах, Якку, ҫакӑн пек мӑшӑр тупасчӗ Ваҫука, — ассӑн сывласа ячӗ амӑшӗ, Тамарӑпа Ваҫук хапхаран тухсан.

Куҫарса пулӑш

Сабантуйра // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Анне-е-е! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, крыльца умӗнче тӑракан Татуҫ аппана курсан.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем таврӑнаҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑрман хуралҫи пурӑнакан картун тӗлне чарӑнса, йӗри-таврана ҫаврӑнса пӑхрӗ Варук, кӑкӑр тулли сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем таврӑнаҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тинех лӑпкӑн сывласа ячӗ Сӑпани, сӑнӗ ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем таврӑнаҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫавӑн чӗлӗмӗ ку, — вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмне туртса ячӗ Куҫма.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем таврӑнаҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страствуй! — вӗсем иккӗш ыталанчӗҫ, амӑшӗ макӑрса ячӗ, пӗрре ывӑлӗ ҫине, тепре самаях чипер хӗрарӑм ҫине пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем таврӑнаҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ма чӗнместӗн?! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, вилес пек хӑранӑскер.

Куҫарса пулӑш

Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫул ҫинче ывӑннӑ хыҫҫӑн мунча кӗни, мунча хыҫҫӑн черкке тытни пушшех ывӑнтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пахча вырӑнӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ унта, — Хумкка мучи чӗлӗмне хӑватлӑ тапакпа авӑрласа туртса ячӗ, енчӗкне Энтип енне тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мучипе тӗл пулни Энтип кӑмӑлне ҫӗклентерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех