Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хамӑр мӗн пултарнине пӗтӗмпех турӑмӑр эпир! — янравлӑ сассипе ӑнлантарса пама хӑтланчӗ лешӗ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Янравлӑ пулмасӑр, — ун сӑмахне ларма васкарӗ халӗ те елпӗрсе тӑракан леш ҫутам тӑлпан арҫынах.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
— Тунсӑхласа ҫитрӗм, — Лена шап-шурӑ тикӗс шӑлӗсене илемлӗн ҫутӑлтарса, янравлӑ сасӑпа кулса илчӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Уйра унта та кунта тракторӑн кӗрлесе тӑракан янравлӑ сасси илтӗнет, вӑл кӗрхи ҫӗртмене тухнӑ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Янгас сӑввисем янравлӑ, сӑнарлӑ, хитре, вӗсем шыв пек юхса вуланаҫҫӗ.
Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.
Унӑн пырӗнче ӗлӗкхи янравлӑ, илемлӗ сасӑ мар, темӗнле ют сасӑ хӑрӑлтатрӗ.
XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Илтетӗн-и, мӗнле янравлӑ саслӑ! — мухтанса каларӗ амӑшӗ, ачине алла илсе…
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Пурӑнма васкатӑп! — илтӗнчӗ янравлӑ, хаваслӑ сасӑ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Выльӑхсене ҫӗнӗлле мӗнле тӑрантарасси ҫинчен пӗр-пӗр кичем лектор каласа парас пулсан, тен, залри ҫынсем паҫӑрах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗҫ, анчах ун ҫинчен ҫак хаваслӑ та хивре хӗр янравлӑ та уҫӑ сасӑпа каланӑран пысӑк хура куҫӗпе пӗрре ӑшшӑн кулса, тепре хаяррӑн пӑхса каланӑран, вӑл залри ҫынсене хӑйӗн сӑмахне ӗнентересшӗн кӑна мар, хӑй те пӗтӗм чунтан ӗненсе каланӑран, чӗререн пӑлханса, хавхаланса каланӑран — ӑна итлеме хаваслӑ та, кӑсӑк та.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Мӗншӗн ҫапла пулса тухрӗ-ха? — янравлӑ сассипе ыйтрӗ Нагасова.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Акчуров юлташ, карбамидпа мезгана та пӑтраштармастӑп, — терӗ Нагасова янравлӑ уҫӑ сасӑпа.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑл янравлӑ сассипе хаваслӑ, кӑшт кулӑшларах калаҫнӑ чух Коля сӑнӗ ҫуталчӗ, Чукило та хӑрах хӑлхине тӑратрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Ну! — уҫӑ та янравлӑ сассипе кӑшкӑрчӗ яштака каччӑ, вӑрӑм ҫӳҫне силлентерсе, — хаваслӑрах кала хут-купӑса!
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Тӗрӗс, йысна патне савӑнма килнӗ! — терӗ те вӑл, икӗ аллине те вылятса, ҫинҫе пилӗкне авкаласа, урай варрине тухрӗ, янравлӑ сассипе юрӑ пуҫласа ячӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун хыҫҫӑнах Сахар хӑлхине путене уҫӑ та янравлӑ сассипе пӗт-пӗлтик, пӗт-пӗлтик тесе юрлани пырса кӗчӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл вара кӗрнеклӗн тӳрленсе тӑчӗ те уҫӑ, янравлӑ, ҫав хушӑрах чуна ҫупӑрласа ачашлакан илемлӗ сасӑпа вӑйӑ кӗвви пуҫласа ячӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗрсем хӑйсен уҫӑ та янравлӑ сассипе, йӗкӗтсем — ташӑпа.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗсен янравлӑ сассине илтет те Иливан, ун чунӗ хурланса килет.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Юрать Али-Акрамӑн сасси ҫинҫе те янравлӑ.
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ак итлӗр, мӗнле янравлӑ та хитре Гази сӑввисем:
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.