Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрататчӗ (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ ҫулла Тимошӑсемпе пӗрле ун патӗнче вутӑ татса ҫурнӑ хыҫҫӑн татах та ҫывӑхланчӗ Маюк аппа ҫамрӑксемпе, уйрӑмах Тамарӑна хӑйӗн тӑван хӗрне юратнӑ пекех юрататчӗ, хисеплетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Час-часах Козловран тӑрӑхлама юрататчӗ Ахах.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Хӑш чух шӳт тума, кулма та юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ун пиччӗшӗ Сергей питех шухӑшламастчӗ, студенчӗсемпе вӑхӑт ирттерме ытларах юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Руководителӗ — Максимов И. С. Ундрицов репетицисене те, спектакльсене те ҫӳреме юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ӗҫлеме юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ӗҫне тумах пӗлместчӗ те вӑл палкама питӗ юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пенишора яланах мӗнпе те пулин тӗлӗнтерме юрататчӗ.

Он всегда был чудаком, этот Пенишора!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тайӑр, чӑнах та, кӗнеке вулама питӗ юрататчӗ, хальхи вырӑс писателӗсене, уйрӑмах Максим Горькие хастарланса вулатчӗ, анчах хӑй ҫырни ҫинчен шарламастчӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ах, мӗнешкел ачашшӑн, вӗри чунпа, таса туйӑмпа юрататчӗ ҫамрӑк Нина!

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Таня шкулта чухнех ташлама юрататчӗ, анчах ун чухне хӗрачасемпе кӑна ташлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапла, ӗҫе типтерлӗ, тӗплӗ тунине юрататчӗ Тимафи пичче.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӗнле юрататчӗ вӑл ӑна, мӗнле хисеплетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хан вӑл пирӗн (тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та-ха) ҫар ҫынниех марччӗ, ытларах килте ларма юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри мӑрсапа туслӑччӗ ӗлӗксенче турхан, унпа ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шавласа ларма юрататчӗ, халь вӑл та пит килсе ҫӳреми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уйрӑммӑнах пире, Ту-ҫи мӑрсисене, юрататчӗ Сафа-Гирей, тӳрех кремльти чул нӳхрепе хупса лартатчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тавлашма юрататчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Бориспа калаҫиччен епле юрататчӗ вӑл Улюкӑн пӑт путакан питне, икӗ пит ҫӑмартинчи кантӑр вӑрри пысӑкӑш тур паллисене курса епле савӑнатчӗ!

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Тата мӗнле вӗри юрататчӗ вӑл.

И как горячо любила Михабара!

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лӑпкӑ ҫынччӗ вӑл, ӗҫе тӗплӗ пӗлетчӗ, йӗркелӗхе юрататчӗ, вӗренме тӑрӑшакансене пулӑшатчӗ тет.

уж так хорош был его начальник — спокойный, знающий, любил порядок, помогал тем, кто стремился к знаниям…

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех