Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташӗсене (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вӑрмана кӗрсе кайсассӑнах старик юлташӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗ, унӑн куҫӗ ҫамрӑк йӗкӗтӗнни пек ялкӑшса илчӗ, вара хайхискер хыттӑн калаҫма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Укаслупа унӑн юлташӗсене ҫакӑ ҫеҫ ҫӑлаймастчӗ те пуль.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш халӑхӗ мӗн туни уйрӑмах Тимофей-хусахпа ун юлташӗсене кӑсӑклантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтешре темиҫе кун пурӑннӑ хыҫҫӑн Укаслу хӑй юлташӗсене малалла мӗн тӑвасси пирки канашлама пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Перфильев вӗсене улталама ӑс ҫитерчӗ: пӑлханнӑ хусахсене ҫураҫтарӑп терӗ, ҫавӑнпа ӑна та, юлташӗсене те каялла кайма ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑйӗн юлташӗсене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Янеев юлташӗсене каллех хӑй патне пухать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Пулеметчиксен пӗрремӗш номерӗ Янеев Тарас, тӗреклӗ чӑваш ачи, Сӑр шывӗ хӗрринче пулӑ тытса ӳснӗскер, шикленсе ӳкмерӗ, ытти юлташӗсене те кӗрешӗве хастарлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Е хӑйсен юлташӗсене

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Юлташӗсене явӑҫтарса магазин умӗнчи остановкӑна тасатса тӑратчӗҫ, урамсене типтерлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Юлташӗсене ялан пулӑшма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ку, ӗнтӗ «качтакине», юлташӗсене ҫеҫ мар, пӗтӗм тӗнчене те ҫилӗ хыва-хыва, сӗмленкеле-сӗмленкеле, мекӗшлеткелесе, аллипе ҫӗртен тӗренкелесе, упалене-упалене ури ҫине тӑчӗ, пӑтранчӑк, саланчӑк куҫне «качтаки» ларнӑ еннелле тӗттӗммӗн тӗллерӗ, пӗр супка тӳлек ҫилпех лӑнкӑртатакан ҫӗрӗк тивнӗ йывӑҫ пек сулӑнкаласа тӑчӗ, вара ал пӳрнисене икшеррӗн пӗр-пӗринпе пӗтӗҫтерсе ҫӑварне чиккелерӗ те пӗтӗм шалти сывлӑша хӑлтӑркка, тутӑх тивнӗ саспа вӗртерсе, шӑхӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Б…!» — кӑкӑрне самант капланса хӑпарнӑ ҫиллине вырӑссен усал сӑмахӗпе ҫӑвар тулли лаплаттарса ҫырлахтарчӗ вӑл, ӑсӗнче юлташӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне кӑкӑрӗнчен тытса силлесе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кабинӑран тухса юлташӗсене шыраса апла чӗнет, капла кӑшкӑрать, унталла утать, кунталла чупать — никам та, нимӗн те сас памасть.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, эрех тесен Америкӑри ҫӗр те икӗ хутлӑ ҫурт тӑрринчен те куҫа хупмасӑр я-я-янк! сикме хатӗрскер, пуракне те, ҫыртмаллисен пакетне те юлташӗсене тыттарса хӑварса, хурҫӑ ӑйӑрне хаваспах сиккипе поселокалла ӗрӗхтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл, ӗҫри юлташӗсене килӗсене ӑсатса ярсан, чӗпӗсен клеткисене тепӗр хут тӗрӗслесе ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Йывӑр баржӑсене тӑвалла сӗтӗрекен бурлаксен вӗрен каснӑ кӑкӑрӗсенчен чӗрӗ юн тумланине те, Емельян Пугачева та, ун юлташӗсене ҫакнӑ кимӗ тӗксӗм уйӑх ҫутинче анаталла юхса иртсе кайнине те, хӗрлӗ ялавлӑ пӗрремӗш пӑрахутсем вӑрӑммӑн кӑшкӑртса ҫӗнӗ тӗнче пуҫланни ҫинчен пӗлтернине те астӑвать пуль мӑнаҫлӑ Атӑл.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Урсэкие юлташӗсене пӗлтерме кайрӗ.

Урсэкие пошел за товарищами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Урсэкие ӗҫе майлаштарма пӗлни кашни хутрах инкек-синкеке сирсе пырать, ытти мастерскойсенче шкул начальстви вӗренекенсене тӑтӑшах урӑм-сурӑм ҫил-тӑвӑл пек тустаркалать пулсан, кунта вара Урсэкие хӑйӗн юлташӗсене ялан тенӗ пекех ҫӑлса пырать.

Организаторские способности Урсэкие каждый раз отводили беду, уберегали жестянщиков от нападок школьного начальства, которые градом валились на голову учеников других мастерских.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫак кӗнекене вӑл хӑйӗн ҫамрӑк чухнехи пурнӑҫне, кӗрешӳри юлташӗсене, вӗсен паттӑр та хӑюллӑ ӗҫӗсене аса илсе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Самсон Шляху // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с. — 3 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех