Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлашкинчен сăмах пирĕн базăра пур.
юлашкинчен (тĕпĕ: юлашкинчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен мероприятисене ытларах хамӑрӑн тӑван чӗлхепе ирттермелли ҫинчен тепӗр хут асӑнса хӑварчӗ культурӑпа социаллӑ аталану пайӗн ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Юлашкинчен пурте пӗрле палӑк умӗнче сӑн ӳкерӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

Юлашкинчен: «Ал-ура хурама туратти пек хытса лариччен ӗҫлес килет ман, — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашкинчен, сӑнчӑрне татнӑ йытӑ амилле, ирӗке тухрӗ те кайрӗ: «Халӗ эсӗ лар ачасемпе», — терӗ те пӗррехинче ӗҫе кайса вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашкинчен, тимӗр витнӗ ҫурт тӑррине пӑр тӑкӑнма пуҫланӑн, ҫӗр ҫинче мӗнле намӑс сӑмах пур, ҫавсене пурне те калама тытӑнаҫҫӗ ҫакӑскерсем.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашкинчен, сӑмахпа кӑна чунне лӑплантарайманнине кура, ҫӗҫӗллӗ ҫӳҫкемесӗ Левене: — Сана мӗн, вӑрман орангутангӗ, пуринчен те ыларах кирлӗ-им? — терӗ лавҫӑ патне майӗпен ҫывхарса пынӑ май, куҫне хӗссе, пуҫне сӗлтсе ыттисене тем паллӑ парать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашкинчен Христос, мотоцикла малти кустӑрминчен шарт! тапса, каяс еннелле ҫаврӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашкинчен ҫынсем пурте пӗрле туслӑн Тикашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи художествӑлла пултарулӑх коллективӗн концертне курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Юлашкинчен ҫакна палӑртмалла: ҫакӑн пек пысӑк мероприятисем пирӗн округра «Демографи» наци проекчӗн «Спорт — пурнӑҫ норми» федераллӑ проекчӗ шайӗнче йӗркеленсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Вӑрлӑха варӑнтарнӑ лаптӑкшӑн юлашкинчен ҫӗре витермелле ҫумӑр ҫуни шӑпах вӑхӑтлӑ пулнӑ та — асӑннӑ лаптӑкри ҫак культура шӑтма-сӑмсаланма та тытӑннӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

Юлашкинчен якобитсем «ту ҫыннисен тапӑнӑвне» пуҫарнӑ.

Наконец якобиты предприняли «атаку горцев».

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Вӑл — выльӑх комплексӗн 3-мӗш тапхӑрӗнче чи юлашкинчен ӗҫе кӗртнӗ объект.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

— Алмазов сывлӑхӗпе малашне тем пулас пулсан, Иванов, сана ятарлӑ колоние яма тивет, — тет директор юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук хаҫатри сӑнӳкерчӗк айне ҫырнине вуласа тухать кӑна, хут ҫинчи саспаллисем куҫ умӗнчех сиккелеме тытӑнаҫҫӗ, юлашкинчен вуҫех курӑнми пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук «ваш», «ваш» текелерӗ те, мӑк-мак туса, хаш туса чарӑнчӗ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эсӗ пуррипе, мӑнукӑм, — тет аслашшӗ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Юлашкинчен Ултутти инке, ҫӗр ҫырли тӗслӗ хӗремесленсе кайнӑскер, аллине тӑсса, Урине тантӑшӗ умӗнче чарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн, самай нумай ҫынна ҫухатнӑскер, экспедици юлашкинчен Техӗмлӗх утравӗсем патне ҫитнӗ.

Претерпевая лишения и теряя людей экспедиция, наконец, добралась до Островов пряностей.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Юлашкинчен уҫнӑ уҫлӑхташ вырӑнӗнче хальхи вӑхӑтра S/2019 S 1 шутланать, ун пирки 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пӗлтернӗ.

Последним открытым спутником в настоящее время считается S/2019 S 1, о существовании которого было объявлено в ноябре 2021 года.

Хӗвел системинчи уҫлӑхташсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D3%97%D ... 0%B5%D0%BC

Юлашкинчен — 2009 ҫулта.

Последний раз в 2009 году.

Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех