Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ырхан сăмах пирĕн базăра пур.
ырхан (тĕпĕ: ырхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ҫеҫ те мар: вӗсенчен пӗри, Энтрей, лутра (1 метр та 37 сантиметр), виҫ витре кӗрекен кӑрчама пички пек мӑн хырӑмлӑ ҫын; тепри, Унтрей, мӗн ҫуралнӑранпах сухари кӑна ҫисе пурӑннӑ пек ырхан, пӗвӗпе вара — чӑн-чӑн шалча: икӗ метр та икӗ сантиметр ҫурӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Тӗпри — ырхан хушка, пичеври — пакрус тиха.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӗкленсе калаҫнипе палламан ҫыннӑн тӑрӑхларах пит-куҫӗ хӗрелсе кайрӗ, ырхан мӑйӗ ҫинчи юн тымарӗсем тулса тӑртанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑма пек лаптак та ырхан кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса, ҫӳхе туталлӑ пӗчӗк ҫӑварне кӑшт чалӑштарарах кулкаласа, палламан арҫын, хӗрӗхелле ҫитнӗскер, чӳлмек-кӳршек сентрисем умӗн иртрӗ те шӑл витӗр, хыттӑн, сӑмахсене сӗтӗрттеререх ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пруткин ырхан та вӑрӑм пит-куҫлӑ, хыткан кӗлеткеллӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӑваткӑлрах ырхан пичӗ ҫинче тинтерех пиҫме тытӑннӑ панулми тӗсӗ ҫиҫет (курортра каннин палли пек туйӑнчӗ вӑл мана), тӑртанчӑкрах куҫ хупанкисем хӑмӑр куҫӗсен хӗррине хупласа тӑраҫҫӗ, ҫӳллӗ сӑмси тӳме пек пӗчӗк мӑйӑх ҫине усӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аслӑ диспетчерӗ хӑй, кӑвак ҫӳҫлӗ вӑрӑм, ырхан арҫын, хӑрах урине пӳлӗм алӑкӗн урати ҫине пуснӑ та ҫап-ҫаврака пит-куҫлӑ арҫынпа калаҫать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамрӑкланнӑ капла Ҫтаппан, пичӗ ҫинчи йӗрсем те ытла тарӑннӑн курӑнмаҫҫӗ пек, кӗлетки те ытла ырхан мар пек капла.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑпланчӗ те ырхан пит-куҫӗ ҫинчи елпӗркке куллине сӳнтерчӗ (йӗрсем-пӗркеленчӗксем сасартӑках хускалми пулчӗҫ), ман ҫине тем чухласа илнӗн, пуҫне чалӑштарарах тинкерчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пит-куҫне йӗрсем урлӑ-пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, ырхан мӑйӗ ҫинче шӑнӑрсем карӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсем, — кино, телевидени, хӑйсем тӗллӗн вылякансем, — пурнӑҫ паракан ҫак сӗтеке ӗҫме пӑрахсанах — чӑн-чӑн искусство вырӑнне илнӗ ырхан та хӑтсӑр япаласем кӑна пулса юлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— Кам пӗлет ҫав ӗнтӗ, тен, пирӗн кил еннелле ҫаврӑнмалла мар-ши? — иккӗленсе илчӗ ҫара пуҫ ларакан ырхан чӑваш.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ун ырхан аллинче чӗтре-чӗтре илет.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗпелтен шуранка сӑнлӑ вунӑ-вуник ҫулхи ырхан та ҫав тери ҫинҫе ураллӑ хӗрача шыв йӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ырхан.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ырхан манашкӑсем ап-пана тӗл пулсан ӑна сӑмах чӗнме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Кусем ырхан мар.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Куратӑр-и, пӗрисем ырхан та хӗвелпе хуп-хура пулса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑй типӗтнӗ ҫупах пекех хӑрӑннӑ, путса ларнӑ тӗксӗм кӑвак куҫӗсем, ей-бог, мӗлт-мӗлт ҫеҫ тукалаҫҫӗ (уҫӑ вучахри хӑрӑк турат ҫунӑкӗ майлӑрах, ара), ырхан, ҫухӑнчӑк тӑрхала пичӗ шурсах кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Вунҫиччӗрех салтак гимнастерки тӑхӑннӑ ырхан каччӑ, халӗ юрланӑ пек, Рязань мадонни те ӑсатайман, юратма та ӗлкӗреймен вӑл, вӑрҫӑ ӗҫӗсӗр пуҫне нимӗнле професси те туянайман.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех