Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӳтлеме (тĕпĕ: шӳтле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӳтлеме хӑтланса пӑхрӑм та, анчах шӳт пиҫеймерӗ, кӑнттамрах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Эс чӑнласах каларӑн е шӳтлеме хӑтлантӑн?

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Лешӗ, ку питӗ хыткукарне пӗлсе, кӑштах шӳтлеме шутланӑ, сан арӑму, тӗлӗкре мана пӳремечӗ ҫитерчӗ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах тӗлӗнмелле: мана тусӑм, яланах шӳтлеме юратакан ентешӗм, тӳрех кӗтсе илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫук, шӳтлеме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Пӗвӗпе илтереймен пулсан та тутине лайӑх чухлать-ха, шельмӑ: пӑх-ха, кама тупнӑ: саррине те яштакине, — фальцетпа йӳҫлӗн-тутлӑн шӳтлеме пӑхрӗ йӑлттам хура ҫӳҫлӗ вӑтам ҫулсенчи арҫын, самайранпа бритва лезвийӗ «йӑр-йӑр касса — ҫулса пӑрахман» шӑрт сухаллӑскер, кӗпине ярханах янӑскер.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Шӳтлеме те юрататчӗ, купӑс калама та, апат пӗҫерме те.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Лешӗ вӗҫӗмсӗр калаҫма, сехечӗ-сехечӗпе шӳтлеме юратать пулсан, ку вара питех сӑмахламасть.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӑл, шӳтлеме юратаканскер, халӗ те хӗрсене кулкаласа кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Алӑсене вӗҫерт, Иван, эпӗ шӳтлеме юратмастӑп.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пурте кулма, шӳтлеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл нихӑҫан тунсӑхлама, кулянса ҫӳреме юратмасть, кирек мӗнле йывӑр самантсенче те шӳтлеме, путишле халапсем яма пултарать.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Историк пурне те шӳтленипех ирттерсе ярасшӑнччӗ, анчах, кун пек чухне шӳтлеме хӑрушӑраххине ӑнланса пулас, ҫав самантрах урӑхларах калаҫма пуҫларӗ.

Историк хотел все обратить в шутку, по, чувствуя, видимо, что шутить сейчас рискованно, тотчас же переменил топ.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пазухин хӑйӗн ҫывӑх юлташне лайӑх пӗлет: Тӑхти темӗнле йывӑр вӑхӑтра та хаваслӑ пулма, шӳтлеме, мыскара тума юратать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Эпӗ кӗҫӗр кунтах тӳнсе кайнӑ иккен; киле те каяйман, — терӗ вӑл, шӳтлеме тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тепре раскулачить тума пулать сана, — шӳтлеме хӑтланчӗ хӑна.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Михал Кондратч пирӗн питӗ маттур, чисти изобретатель, темӗн те пӗр шухӑшласа кӑларать, — шӳтлеме пуҫланӑччӗ председатель — ӑна хаяр старик пӳлчӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Эпӗ — летчик, ман йӑнӑшма юрамасть, — тетӗп хам та, шӳтлеме хӑтланса.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хаваслӑ летчик сасартӑк шӳтлеме пӑрахрӗ, пӳлӗм варринче тӑп чарӑнса тӑрса, темӗн тӑнларӗ, мана, шӑпланма хушса, паллӑ пачӗ, унтан: — Илтетӗн-и мӗн те пулин? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Хӑвӑр пӳлӗмӗре те кӑтартӑр, вӑл — секретлӑ цех мар ӗнтӗ, эпӗ те шпион мар, — терӗ каччӑ, шӳтлеме хӑтланса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех