Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыври сăмах пирĕн базăра пур.
шыври (тĕпĕ: шыври) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑкачавӑн кӗрнеклӗ те патвар кӗлетки ӑна йӑлт курса пӗтерме памарӗ, ҫавӑнпа вӑл шыври ӳкерчӗке урӑхла, хӑй пекрех ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эй, аслӑ Шыври, сана пысӑк парне кӳрейменни вӑл пӗрре те манӑн айӑппа пулман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ, тӑванӑм, ҫав Укаслу ятлӑ турӑ ылханнӑ хӗре Шыври валли арӑм пулма, ӑна хӑй ытамӗнче килентерме, арман пӗви тытма пӗвене пӑрахас тенине манмарӑн пуль те? — Килтеш пуянӗнчен каллех ыйтрӗ Иннокентий пуп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апла, Укаслу каччи Шыври иккен!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыври те хӑйӗн пулас арӑмне кӗтсе халтан кайрӗ пуль…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эй, Шыври турӑ, сан куҫу ҫак хӗрача ҫине мар, кашкӑр ҫури ҫине пӑхать, кашкӑр ҫури сан канӑҫна татнӑ, чул татӑкӗ шыва путнӑ…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эй, Шыври турӑ, ҫак хӗрача мар, кашкӑр ҫури шыва ӳкнӗ, ҫак хӗрача мар, пысӑк чул татӑкӗ шыва ӳкнӗ…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыври ӑна хӑй ытамне илсен тем пекех савӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыври вара ӑна хӑй арӑмӗ тӑвать те пӗвене татма пӑрахать, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Э-э-э, Шыври ҫилленнӗ сана, Савантер, Шыври ҫилленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ, шыври, инкеке лекнӗ автобус ҫывӑхӗнче тапӑлтатни иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хуран тавра вупкӑн майлах, анчах кӑкӑрӗсем ҫине «хура ангел» тесе ҫырнӑ шуйттансен кӗтӗвӗ (ҫав шутра Ула Тимӗре ҫамрӑк чух куҫ пӑвса, фокус-мокус туса, кӗсье тасатнӑ чикан майрисем те) кӗшӗлтетет: пӗрисем ун айне вутӑ пӑрахса тӑраҫҫӗ, теприсем хуранта вӗрекен шыври ҫынсен ӗмӗлке пек курӑнакан чунӗсене алтӑрпа пӑтраткалаҫҫӗ, айӑн-ҫийӗн ҫавӑркалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Воспоти помилей, пирӗн пуп Данилей… — сӑхсӑхса илчӗ те, шыври кӑмрӑк татӑкне икӗ пӳрне хушшине хӗстерсе, тирӗк тавра ҫавӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыври мӗн тӑвасса пӗлместӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗ хушать те. шыври тытса чарать-и? — тӑрӑхласа илчӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ, шыври шуйттанран хӑраманскер, тухатмӑшпа тус-йышлӑ этем, ҫак сӑмаха калама пултаратӑн-и?

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта эпир шыври тӗрлӗ курӑксене ӳстеретпӗр, пулӑсем усратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Ҫав самантра мана пӗр усалӗ, шыври, ураран ярса илчӗ.

И тут меня водяной как схватит за ногу!

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шыври кимӗ тӑрӑх ҫӳренӗ пек, Михапар ҫав тери асӑрханса утма тарӑшать.

Мигабар ходит осторожно, как по качающейся на волнах лодке.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Аслӑ пихампар, сурӑх ашшӗ, картари турӑ, хирти турӑ, шыври турӑ, пире ан манӑрсам, пирӗн хута кӗрӗрсем.

Великий пихампар, отец овец, бог оград, бог полей, бог воды, не забывайте нас и заступайтесь за нас.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех