Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкултан (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Малтанхи урок хыҫҫӑнах шкултан тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Шкултан тин ҫех тухнӑ Венюк ун патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӗсене хуть шкултан вуттине те кӳрсех параҫҫӗ, краҫҫынӗ те пулать…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мишша шкултан килне пӑшӑрханса та васкаса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ҫавна шута илсе тата вӑл пур предметпа та чи лайӑх пӗлӳ кӑтартнине кура каччӑна, амӑшӗ йывӑр чирпе аптрама тытӑнсан, аслӑ шкултан вӗренсе тухмалли экзаменсене маларах тытма ирӗк панӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫапла шкултан пӗрле таврӑннӑ чухне Васелиса Петровна Татьянӑна:

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Карма ҫӑварсене пула юлашки икӗ ҫулта ҫеҫ аслӑ пӗлӳ илнӗ тӑватӑ специалист шкултан пӑрахса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Деканатра мана аслӑ шкултан кӑларса ярас ыйту та ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ун чухне ачасемпе шкултан таврӑнаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Ачасем паян шкултан таврӑнсан киле панӑ ӗҫсене пурнӑҫланӑ, кил-ҫуртра аслисене пулӑшса шыв кӳнӗ, выльӑх-чӗрлӗх ай сарӑмне улӑштарнӑ хыҫҫӑн каллех вӑйӑ вырӑнне, Арман ҫырми хӗррине пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Эпӗ те, шкултан таврӑннӑранпа ҫӑвара пӗр татӑк апат хуманран та пуль, шӑнса чӗтрене ертӗм.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Каҫ-каҫ вӑййа тухма, кӗр ҫитсен улаха ҫӳреме пӑрахрӗ, ӗҫре-мӗнре хӑй ҫывӑхне никама та ямарӗ, мӗн шкултан вӗренсе тухичченех хӑйне ҫапла тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Паллах, пурнӑҫне яланлӑхах ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫпе ҫыхӑнтаракансем те пур, ку енӗпе аслӑ шкултан куҫӑмсӑр вӗренсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӑвак пурҫӑн кӗпине, аслӑ шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ ятпа ашшӗпе амӑшӗ туянса панӑ ҫӳллӗ кӗлеллӗ сӑран пушмакне тӑхӑнчӗ, шурӑ тиртен ҫӗленӗ сумкине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Санюк шкултан хаваслӑн таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Пӗр кунхине шкултан таврӑнсан Тамарӑсен мӑнаккӑшӗсем патне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсем хушшинчех пирӗн шкултан вӗренсе тухнӑ Евгений Лукин та пур.

Куҫарса пулӑш

Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem

Вӑл поселокри И.Н.Никифоров ячӗллӗ 1-мӗш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑюлӑхпа палӑрнӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13453-k ... hpa-pal-rn

Шкултан вӗренсе тухса каякансене пил-пехил, ырӑ сӗнӳ пама мӗн тери пӑлхануллӑ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӗрӗс-тӗкел кӑларса яма мӗн тери савӑнӑҫлӑ, хумхануллӑ.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ӗҫ кунӗ те виҫесӗр, уроксем хыҫҫӑн — тӗрлӗ мероприяти, ачасене уяв-конкурса хатӗрленме пулӑшмалла, кабинет сӑн-сӑпачӗшӗн те учителех яваплӑ, тӗрӗслемелли тетрадьсем купипе, тепӗр урока хатӗрленмелле, пӗлӗве ӳстерес тӗллевпе вӑхӑтра курс та тухмалла, конференци итлемелле, шкултан тухсан хуҫалӑх ӗҫӗпе ӗҫлемелле, ҫав вӑхӑтрах ҫемье валли те чун ӑшшине хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех