Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӳречисем (тĕпĕ: чӳрече) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳречисем унӑн пысӑк та ҫӳлӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лапчӑк ҫуртӑн чӳречисем мӗскӗннӗн урамалла пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Кантӑкӗсем — пӑрахут чӳречисем пек.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вӗсен чӳречисем патӗнчен иртсе кайнӑ чух, вӑл вылянипе эп кашни кунах илтетӗп.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӳрчӗ, тултан пӑхсан, виҫ-тӑват хӑлаҫлӑ кӗлет пек ҫеҫ, чӳречисем те — пӗри уй хапхи еннелле, тепри — урам еннеллескерсем — хуралҫин куҫ лакӑмӗсем, пекех хӗсӗк: краҫҫын ҫути пӗчӗк кантӑксенчен мӑчи куҫ пек кӑна курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йӗри-тавра йывӑҫ хӑма хӳмипе хупӑрланнӑ пулсан та, кантур ҫурчӗн пысӑк чӳречисем лайӑх курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫумӑрпа йӗпеннӗ ҫӑмӑл машина чӳречисем ҫӗрлехи ҫутӑра уйрӑмах кичеммӗн курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӗр хутлӑ вал, чӳречисем пысӑк та янккама.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӳрт чӳречисем, виҫҫӗшӗ урам еннелле (урамӗ урамласа та мар-ха вӑрман варринче, сӑмахӗ ҫапла), иккӗшӗ пахча енне тухаканскерсем ытлашши пысӑках та мар.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ ӑна ҫакӑншӑн питех те тав тӑватӑп, пушшех те — ҫав хваттер чӳречисем тинӗселле пӑхаҫҫӗ.

Я был очень признателен ему, тем более, что окна этой квартиры выходили на море.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Виҫҫӗмӗш хутра, юмана хирӗҫле, Галуэй вырнаҫнӑ пӳлӗмсен чӳречисем курӑнаҫҫӗ, унран сулахайра тата сылтӑмра, ҫав хутрах, Томсонпа Дигэ пӳлӗмӗсем.

В третьем этаже, против дуба, расположены окна комнат, занимаемых Галуэем, слева и справа от него, в том же этаже, помещаются Томсон и Дигэ.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тӑватӑ хутлӑ ҫак корпус тавра — шалти картиш, мӗн пур камера чӳречисем унталла тухаҫҫӗ.

Этот четырехэтажный корпус охватывал внутренний двор, куда были обращены окна всех камер.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ пӗтӗмпех хӑрӑмланса сӑррӑн курӑнакан пӗчӗкҫӗ ҫуртсем ҫине, заводсен кирпӗч стенисем ҫине, халиччен курман япаласем ҫине тӗлӗнсе пӑхкаласа пыратӑп: заводсен хура чӳречисем витӗр вут ҫулӑмӗн чӗлхисем ялтӑртаткаланисем курӑнаҫҫӗ тата шалта питӗрсе лартнӑ машинӑсем йывӑррӑн кӗмсӗртетсе кӗрлени илтӗнет.

С удивлением и любопытством поглядывал я на серые от копоти домики, на каменные стены заводов, через черные окна которых поблескивали языки яркого пламени и доносилось глухое рычание запертых машин.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Обывательсем ҫав ҫуртӑн ярах уҫса янӑ чӳречисем умӗнчен табак тӗтӗме ӑшӗнчен курӑнакан ҫынсен пичӗсене асӑрхаса иртнӗ чухне хӑвӑртрах утса пӗр квартал маларах кайсан, ҫилленсе лач! суратчӗҫ.

Обыватели, проходя мимо его распахнутых окон, через которые виднелись окутанные махорочным дымом лица, прибавляли шагу и, удалившись на квартал, злобно сплевывали:

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вун пӗр сехет ҫитейменччӗ-ха, анчах вӑл Футроз ҫуртне шыраса тупрӗ ӗнтӗ; ку — сӑрӑ чулран купаланӑ ӗлӗкхи ҫурт, чӳречисем пысӑк, алӑк — фасад варринче.

Не было еще одиннадцати часов, но он уже разыскал дом Футроза — старинное здание из серого камня, с большими окнами и входом посредине фасада.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Провинци тӗрми; унӑн тахҫанхи ҫӑри-уҫҫи; капӑррӑн кӑвакарнӑ стенисем, бойницӑна аса илтерекен чӳречисем, — ку ӑна ейкелентерет ҫеҫ: Шамполион халиччен Парижри, Лондонри, Нью-Йоркри тӗнче шайӗллӗ танатасенчен туха-туха тарнӑ; тӗслӗх ҫак тӗрмесем тасалӑхӗпе госпитальпе тан, лараканни — ниҫта кайса кӗрейменлӗхпе — вил тӑпринчен кая мар.

Провинциальная тюрьма с ее старомодными ключами, живописной плесенью стен и окнами, напоминавшими бойницы, смешила человека, ускользавшего из гигантских международных ловушек Парижа, Лондона и Нью-Йорка, — образцовых тюрем, равных чистотой госпиталю и безвыходностью — могиле.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Вокзалӑн пысӑк чӳречисем умӗнче бомба ӳксе ҫурӑлчӗ, кантӑк ванчӑкӗсем сапӑнчӗҫ.

За большими вокзальными окнами рванул разрыв, посыпались разбитые стекла.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл виҫӗ чӳречеллӗ, чӳречисем тӗреклӗ хупӑллӑ шурӑ чулҫурт тӗлӗнче лашине чарать те, урапи ҫинчен сиксе анса, сарӑ сӑрпа сӑрланӑ хапхана уҫа пуҫлать.

Остановилась около кирпичного белого дома в три окошка, с крепкими ставнями. Агриппина спрыгнула с телеги, стала отворять крашенные охрой ворота.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫав самантрах чӳречисем чӑнкӑртатрӗҫ, залра пульӑсем шӑхӑрса иртрӗҫ.

В окнах зазвенели выбитые стекла, засвистели пули.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ хамӑрӑн пӳрт чӳречисем ҫине пӑхрм та, манӑн куҫсем куҫҫульпе тулчӗҫ.

Я смотрел на знакомые ставни, и слезы подступали к глазам.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех