Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑпар сăмах пирĕн базăра пур.
чӑпар (тĕпĕ: чӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑрӑнасси пулмарӗ: вӗсен умӗнченех юртӑпа чупакан улма чӑпар урхамах иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вовӑпа шӑллӗсем чӳречерен пӑхрӗҫ те, пуҫне чӑпар тутӑр вырӑнне хура шаль ҫыхнӑ амӑшне курсан, тӗлӗнсех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫине икӗ аркӑллӑ хӑмӑр кӗпе, урисене ҫутӑ калуш тӑхӑннӑ, пуҫне чӑпар тутӑр ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ара ҫав, пирӗн ҫинчен мансах ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑка хӑналарӗ, — хушса хучӗ улма чӑпар утпа килни.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улма чӑпар, пуҫне ухса, Сахар хапхи умне ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫпа, хӗвел анаспа, Чӑваш Яшмин Ҫӗнӗ кас урамне хӗвелтухӑҫ енчен улма чӑпар ӑйӑр ташласа килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чӑ-ваш Яш-мин-чен апла? — терӗ те чӑвашла, пӗтӗм пӳрт чӗтремелле кулса ячӗ, унтан, тӑруках ҫаврӑнса, хӑвӑрттӑн чӳрече патне утса пычӗ, каррине уҫса: — Ку улма чӑпар ӑйӑр та Чӑваш Яшминченех-и? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улма чӑпар ӑйӑр яла ташласа пырса кӗнӗ чухне мечӗтӗн кантӑксӑр ҫаврака чӳречи тӗлӗнче пуҫне шурӑ чалма ҫыхнӑ ҫын курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрмантан вӑл улма чӑпар ӑйӑра ташлаттарса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ухӑ йӗппи пек ывтӑнса вӗҫет улма чӑпар урхамах.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара хапхине хӑех кайса уҫрӗ — улма чӑпар урхамах ҫиҫӗм пек тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петр Петрович ҫак хушӑра картишӗнче улма чӑпар урхамахӗпе айланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анкарти хыҫӗнче ҫавра кӳлӗ, Ҫавра кӳлӗ варринче сӑрлӑ юпа; Сӑрлӑ юпа тӑрринче чӑпар куккук, Куккукӗсем лараҫ пӗр вӗҫес пек, Кӳллиссм те тӑраҫ пӗр юхас пек; Эпирех тӑратпӑр пӗр каяс пек, Атте-анне тӑрать — пӗр йӗрес пек.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Учительница, шкапа уҫса, чӑпар питлӗ журнал, хут, ручкӑсем кӑларчӗ, вӗсене йӗркеллӗн сӗтел ҫине вырнаҫтарса хучӗ, вара ларса ҫырма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуп шкапран чӑпар питлӗ тӑваткал кӗнеке кӑларчӗ, ӑна уҫса, темскер ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ҫӗтӗк ҫӑм чӑлхапа пир тӑла сыртӑм, сӑхман тӑхӑнтӑм, аппан чӑпар тутрине ҫыхрӑм та урама тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗвел Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринчен хӑпарса вӑрман кати тӗлне ҫитсенех, хурӑнлӑхран кӳлӗ хӗрринчи хыр ҫине хӑйӗн чӑпар ҫунаттисемпе ҫатӑлтаттарса куккук вӗҫсе пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрлӗ берет, чӑпар кофта тӑхӑннӑ вӑл, ҫӳллӗ кӗлеллӗ туфлипе.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӑпар косынка айӗнче чылай шуралнӑ ҫӳҫ пӗрчисем унталла-кунталла сапаланса выртаҫҫӗ, калаҫнӑ чух пӗрӗнчӗк тутисем чӗтреҫҫӗ, ҫавӑнпа сӑмахӗсем те селӗппӗн илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Чӑнах, ҫавсемех: чӑпар тӗклӗ, ҫинҫешке ураллӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех