Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чикрӗ (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татьяна ун умне ҫитсе тӑрсан хӗвел пуҫа хытӑ пӗҫертесрен ҫыхнӑ пысӑк мар тутрине салтса алӑри пир сумкине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Накидка тӳмисене тӳмелерӗ, кӗсйине мӑлатук чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Кӑштахран патшалӑх хӑрушсӑрлӑх комитечӗн ӗҫтешӗ Вахит Муратович ҫитрӗ, икӗ хаҫат илсе чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пантей ҫырӑва хӑй касса-ҫыпӑҫтарса тунӑ конверта чикрӗ, адресне ҫырчӗ, ҫула май почта ещӗкне яма шутласа хаҫат ҫапакан патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Кашкин хӗрлӗ ҫӳҫне якатрӗ, пуклак сӑмсине, вырӑнта-ши тенӗ пек, тӗккелесе пӑхрӗ, Рамана хирӗҫ пӑхаймасӑр пуҫне чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ара… — именсе пуҫне чикрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Темиҫе сапакана татса шӑлавар кӗсйине чикрӗ те Раман, хӑй кунтан каясса чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен пакшапа пилеш кайӑкӗсем ҫине тепӗр хут ӑшшӑн пӑхса илсе, кула-кулах малалла ярӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ӑнланатӑп-ха та ӑна, — пуҫне чикрӗ Стасик, — тем пӑтрантӑмӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Вӑхӑт пулмарӗ Хурашыва пыма, — айӑпа кӗнӗн пуҫне чикрӗ Иванов.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Директор сиввӗн пӑхнипе Тарин ҫӑварне хыпнӑ пирусне тивертмесӗрех каялла кӗсйине персе чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман ӑна сумкинчи тетрадь хушшине чикрӗ те кабель сӗтӗрекен Ҫтаппана пулӑшма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дорфман хӑй сисмесӗрех лӑпчӑнса ларчӗ, мӑйне китель ҫухи ӑшне чикрӗ, васкавлӑн йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ те самантлӑха хытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сисчевленнӗ йытӑ пек, пӑлханнипе сӑрлатакан хӑлхисене аллисемпе хупласа шӑнса кайнӑ вырӑн ҫинче ахалех ҫаврӑнкаларӗ вӑл, пуҫне улӑм минтер айне чикрӗ, анчах пурте кӑлӑхах — ыйхӑ пӗр йӗрсӗр вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗнле пултарнӑ, ҫапла хӑйпӑтса илсе Малюҫ ӑна кӗсйине чикрӗ те ӗҫтӑвкомалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Елинка хута ҫӗклерӗ, Ваҫилен кофтин кӗсйине чикрӗ, каяс умӗн пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле пиҫиххине хытӑрах туртса ҫыхрӗ те пӗрчӗсене хӗвне чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вара вӑл курӑк ӑшне пуҫне чикрӗ те эрленсе макӑрма пуҫларӗ.

Он лег в траву и заплакал.

XX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унтан Павлик тепӗр аллине чикрӗ тата икӗ лямкине урисем хушшине кӗртсе ячӗ, хӑйӗн кӑкри ҫине пырса ларнӑ уҫҫине чӑнклаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑй ҫав тери тарӑхса чышкисене чӑмӑртанине пытарас тесе, Завьялов аллисене кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов укҫа илме аллине кӗсйине чикрӗ, унтан, антарнӑ кантӑк витӗр вунӑ тенкӗлӗх хут тӑсса парса, шофера: — Ме, тыт, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех