Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарӑнмарӗ (тĕпĕ: чарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрӑ-хурах ҫав-ҫавах ахӑрма чарӑнмарӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кирлӗ мар, — ҫав-ҫавах макӑрма чарӑнмарӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Туканаш чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мускава аслӑ князь патне ҫырса ятӑмӑр ӗнтӗ, — чарӑнмарӗ эрленсе кайнӑ пиччӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫчен те чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Вӑрҫӑ чарӑнмарӗ, вӑл кунтан-кун вӑйланса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Анчах йӗпленме чарӑнмарӗ.

продолжал дерзить:

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫенӗк умӗнче йӗкӗт, те тӗттӗмре тата пӑртак калаҫса тӑрас тесе, те ӳкӗте кӗнипе, чарӑнма та шутланӑччӗ, халь ӗнтӗ хӗрӗ чарӑнмарӗ.

У сеней юноша или в темноте хотел бы поговорить еще немного, или уговорить, и решился бы остановиться, но теперь уже не хотела остановиться девушка.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тимӗр шавӗ Чарӑнмарӗ пурпӗрех.

Куҫарса пулӑш

Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.

Нӳрӗ шӑрш та ҫапрӗ, анчах ҫумӑр пур пӗрех ҫумарӗ, ҫил лӑскама чарӑнмарӗ.

В воздухе пахло сыростью, но желанный дождь так и не пролился, а ветер-суховей задул с еще большей силой.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Апла ҫавӑн пек тӑвӑр, — чарӑнмарӗ председатель, — Куҫма Иванча хушса хӑварӑр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шӑнса кайнӑскер, ӑна наччасах ӑшӑ пулчӗ, самай инҫе чупнӑран вӑл халтан та кайрӗ, анчах ҫапах та канма чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михалан варҫӑ умӗн ҫеҫ тунӑ ҫӗнӗ хапхи мӗн ҫӗрле пуличченех чӗриклетсе уҫӑлса хупӑнма чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫумӑр кайран та чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе юлан ут лашисем кӑпӑк кӑна пулнипе кая тӑрса юлчӗҫ, мӑрса ҫавах ниҫта та чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗттӗм пулчӗ, ҫумӑр чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— И-и, хӗрӗм, — макӑрма чарӑнмарӗ старик, — лашасӑр тӑратса хӑварчӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Апла туйсем тӑрӑх кӑна ҫӳретӗр? — йӗкӗлтеме чарӑнмарӗ улан.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шав чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Морфипе укол тунӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм хӑйне лайӑхрах туя пуҫларӗ, анчах юнлӑ кӑпӑк ҫаплипех ҫӑварӗнчен тухма чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех