Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрӳллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрӳллӗ (тĕпĕ: хӗрӳллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виолончель сасси юлашки хут чуна туртса ыраттарса илет, вара ерипен ҫӗнӗ ҫемӗ сисӗнме пуҫлать, ҫав ҫемӗ кӑшт тӑхтасан йӑлтах скрипкӑсен ҫунса, хӗмленсе тӑракан вӗри сассипе калама ҫук хӗрӳллӗ янӑра пуҫлать, вӑл хурлӑх курнӑ пӗччен ҫын туйӑмӗ урлӑ итлекенсен туйӑмне куҫать…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кама та пулин чӗнес килнӗ чухне эпӗ Аньӑна чӗнеттӗм, кама та пулин хӗрӳллӗ сӑмахсем каланӑ чухне — вӑл сӑмахсене Аньӑна калаттӑм, юлашкинчен унӑн умӗнче тӑнӑ чухне нихҫан та ассӑн сывласа вӗчӗхместӗм, мӗншӗн тесен Аня — манпаччӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тем тӗрлӗ пархатарлӑ ӗмӗтсем ҫуралаҫҫӗ чунра, санӑн кама та пулин чӗнес килет, кама та пулин хӗрӳллӗ сӑмахсем калас килет, ҫупӑрлас килет.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Малтанхи йӗркерех сире хӗрлӗ командиртан хӗрӳллӗ салам…

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Хӗрӳллӗ тӑшмана вилесле курайман, Тӑван ҫӗршывшӑн чунне пама хатӗр, хамӑр ҫӗнтерессе хурҫӑ пек ҫирӗп ӗненнӗ, яланах малалла йыхӑрнӑ поэт.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ун чухне, анкартинчи ҫӗмӗрт тӗмӗсем шап-шурӑ ҫеҫкене ларнӑ ҫурхи хӗрӳллӗ кунхине, Малан кинеми хӑй ҫуралса ӳснӗ Автанкассине ҫула май кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пурте илтчӗр ҫамрӑксем савӑннине, туйччӑр вӗсен хӗрӳллӗ чунӗсене, пӗлччӗр вӗсен ырӑ туйӑмӗсене!

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Сире пухӑннӑшӑн малтанах Хӗрӳллӗ саламлӑ ман сӑмах.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗсенчен ман Сӑр хӗрринчи тӑван ялӑма, аттепе аннене, ҫамрӑк арӑмпа ывӑлӑма хӗрӳллӗ салам каласа ярас килет.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫак сӑртлама фашистсенчен паттӑр хӳтӗлесе виҫӗ хӗрӳллӗ комсомолец: Левенчук, Курбангалиев тата Киселев хӑйсен ҫамрӑк ӗмӗрне татрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кӑмӑл савӑк пултӑр та ӗҫлес туртӑм хӗрӳллӗ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Вӗсен хӗрӳллӗ сӑмахӗсем хутран-ситрен аслӑрах классенче вӗренекенсем шӑпӑл-шӑпӑл-шӑпӑл алӑ ҫупнипе хӗрӳленсех, янкӑслансах, хастарланса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Чӑх-чӗп ӑстисене хӗрӳллӗ салам! — кӑшкӑрчӗҫ вӗсем аллисемпе сулкаласа.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӳлек ҫанталӑк, хӗрӳллӗ вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Салтакла хӗрӳллӗ салампа Ваня».

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Эпир, Етӗрне хулинчи тата уесри коммунистсем, хамӑр уесри пӗрремӗш конференцие пухӑнса, Сире, Владимир Ильич, хӗн-хурпа асапран ҫӑлӑннисен, ҫӗр ҫинче коммунизмӑн ҫӗнӗ тӗнчине тума тытӑннисен Аслӑ ҫулпуҫне, хӗрӳллӗ саламлатпӑр… Сывӑ пултӑр ҫӗр ҫинче социализм!» — тесе ҫырнӑ ку телеграммӑра.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

«Эпир, уесри совдеппа Етӗрне хулинчи мӗнпур учрежденисенчи совет работникӗсем, Сирӗн пурнӑҫа контрреволюционерсем сӗмсӗррӗн татма тӑнине тарӑхса питлетпӗр, вырӑс пролетариачӗн ҫулпуҫӗ хаяр хӑрушлӑхран ҫӑлӑннӑшӑн чун-чӗререн хӗпӗртетпӗр, Сире хӗрӳллӗ салам яратпӑр, революцин шанчӑклӑ ывӑлӗсем Сире чунтан-чӗререн парӑнса тӑни Сире хӑвӑртрах сывалма, революциллӗ халӑх влаҫне ертсе пырас ӗҫе хӑвӑртрах тӑма вӑй хушасса шанса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Хӑйӗн хӗрӳллӗ сӑмахӗсемшӗн хӑй те вӑтаннӑ пек, Фретич шӑпланчӗ.

Словно смущенный своей горячей речью, Фретич замолчал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫамрӑк чухнехи хӗрӳллӗ туртӑма хӑвӑра кирлӗ еннелле яма пӗлес пулать…

Пафос молодости необходимо определенным образом направлять…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл ҫеҫ, Лавр Кузьмич Мухаров, пӗр-пӗччен аслӑ ҫултан аякра тӑрса юлчӗ; тулли, хӗрӳллӗ пурнӑҫ ун ҫумӗнченех экспресс пек вашлаттарса иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех