Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗртсе (тĕпĕ: хӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтарла умӗн, хӗртсе хӗвел пӑхнӑ вӑхӑтра, отряд Казанка хӗррине ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак мӗншӗн: хӗвел хӗртсе пӑхнипе улӑхри шыв типсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Курӑк, чечексем ҫинче ҫумӑр тумламӗсем ҫутӑ шӑрҫа пек курӑнаҫҫӗ, хӗртсе пӑхакан хӗвел ҫинче йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑмакасене ытлашши хӗртсе яма, вӗсен ҫывӑхӗнче хӑвӑрт тивсе илекен, ҫунакан япаласене хӑварма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Хӗвелӗ тӑчӗ пит хӗртсе: Ӳсен-тӑран ларать типсе.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл чипер юртакан лашанах вӗҫӗмсӗр хулӑпа хӗртсе пырать, пӗр ҫухрӑм хушшинче пӗр хулӑ пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак кӗрешӳре шурӑ ҫар ҫыннин ҫанни уҫӑлса кайсан Танук-нойон тимӗрпе хӗртсе лартнӑ палла палласа илчӗ, хӗҫпе ҫӗлен.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Йывӑҫа ҫулӑм ҫунтарать, тимӗре хӗртсе авать.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Улӑха ҫитсен лаши ҫинчен яшт ҫеҫ сиксе анчӗ те ӑна хулӑпа хыттӑн кӑна хӗртсе илсе йӗвенӗ-мӗнӗпех кӗтӗвелле хӑваласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗвел ирех хӗртсе пӑха пуҫларӗ, Павлушӑн тепӗр пристаньре анмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫуллахи хӗвел хӗртсе пӑхать.

Палит летнее солнце.

IV // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Марине кинеми те, вӑл каларӑшле, пӑсӑк ҫӑмартана кӑвар ҫинче хӗртсе пӗҫернӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пӑсӑк ҫӑмартана хуранпа мар, кӑвар ҫинче хӗртсе пӗҫермелле, — вӗрентнӗ пулать Маркка пичче.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл сӑмах ваклассишӗн тӗлкӗшмест, тӗтреллӗн туять: ҫак пӑтӑрмах вӑл ылтӑн пытарнӑ текен халапа хӗртсе вӑйлатасси иккӗлентермест.

Рассказывать ему не хотелось, он смутно угадывал, что это происшествие может подогреть басни о его якобы припрятанном золоте.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Мана уйӑх анлӑшӗсен хушшинче тыткӑнласа ҫупӑрланӑ ҫав кӗвӗ сыпӑкӗ халӗ хӑлха тӗлӗнчех янӑрать, ку мухтав кунӗнче, — Ката-Гур утравӗсем патӗнчи тинӗс ҫапӑҫӑвӗ хыҫҫӑн, — чаплӑн юхнӑ юрӑ пек пулчӗ, нумай ҫул иртсен ун чухне эпӗ Ахуан-Скапӑн хӗвел хӗртсе шӑратнӑ ҫыранне, ылтӑн трубасемпе кӑвак чечексен хушшине ҫӗнтерӳне ярса пуснӑччӗ.

Та музыкальная фраза, которая пленила меня среди лунных пространств, звучала теперь прямо в уши, и это было как в день славы, после морской битвы у островов Ката-Гур, когда я, много лет спустя, выходил на раскаленную набережную Ахуан-Скапа, среди золотых труб и синих цветов.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кичемленсе ҫитнӗрен пурне те хӗртсе ярас йӳтӗмпе Лаура Давенант еннелле ҫаврӑнчӗ:

Захотев от скуки стравить всех, Лаура обратилась к Давенанту:

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӑйсен карташӗнчи сарайне витме хатӗрленӗ хӑмисене ҫаклатса тухма шутлани те ӗҫе ӑнӑҫлӑ кӗреймен: материала хӑйсен ӑссӗн вырӑнсӑр салатас шута килҫурт совечӗ ырламан, пирӗншӗн тӑшманлӑ адмиралсене — Сенька Пантюшкинпа Гришка Симакова ашшӗсем пӗр хӗрхенмесӗрех хытӑ хӗртсе илнӗ.

Попытки же спереть со двора доски, предназначенные для обшивки сарая, не увенчались успехом: семейный совет не одобрил самовольного расходования материалов не по назначению, и враждебные нам адмиралы — Сенька Пантюшкин и Гришка Симаков — были беспощадно выдраны отцами.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Малашне ман патӑма текех двойкӑсем илсе килнӗ ан пул, эпӗ матросне мӗнне те пӑхса тӑмӑп, хӑлхуна пӑрса татӑп, хытӑ хӗртсе илӗп.

Ты чтобы у меня двоек больше не приносил, а то не посмотрю и на матроса — выдеру.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Чӳречене карӑпа хупласан, — мӗншӗн тесен йӑпатмасӑр йӑлкӑшса тата ӑшӑтмасӑр хӗртсе куҫа шартаракан хӗвел пайӑркисем улталаҫҫӗ ҫеҫ, — тертленсех ҫитнӗ Давенант кравать ҫине выртрӗ те ҫавӑнтах ыйха путрӗ.

Задернув занавеску окна, так как ослепляющие лучи солнца обманывали, сияя без утешения, и грели, не согревая, измученный Давенант лег на кровать, почти тотчас уснув.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

3 ҫухрӑм тӑршшӗ пуйӑссем хӑйӑр тӑрӑх хӗртсе пӑхакан хӗвел айӗнче вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ.

Составы длиной 3 км несутся по песку и под палящим солнцем.

Сахара пушхирте чукун ҫул пур: мӗнле пуйӑссем унта ҫӳреҫҫӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5983.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех