Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗвеланӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
хӗвеланӑҫ (тĕпĕ: хӗвеланӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карта ҫинче виҫӗ пысӑк айлӑмлӑха паллӑ тунӑ: Хӗвелтухӑҫ Европа, Хӗвеланӑҫ Сибирь тата Туран айлӑмӗсене.

На карте обозначены три большие низменности: Восточно-Европейская, Западно-Сибирская и Туранская.

ССР Союзӗн ҫӗр пичӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кунтан хӗвеланӑҫ Европӑри государствӑсене — Германие, Англие, Францие — тинӗспе каймалли чи ҫывӑх ҫул выртать.

Отсюда ближайший морской путь в страны Западной Европы: в Германию, Англию, Францию.

Тинӗс ҫинчи чикӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Центральнӑй Еврази транспорт коридорне Монголипе Хӗвеланӑҫ Китай урлӑ йӗркелесси ҫинчен калакан ыйтӑва пӑхса тухмалла тата ӑна йӗркелес тӗлӗшпе пулма пултаракан мероприятисем ҫинчен сӗнӳсем тӑратмалла», - тесе палӑртнӑ распоряженинче.

«Рассмотреть вопрос о формировании Центрально-Евразийского транспортного коридора через Монголию и Западный Китай и представить предложения о возможных мероприятиях по его формированию», — указано в распоряжении.

Путин Монголипе Китай урлӑ транспорт коридорне туса хурассине пӑхса тухма хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... hn-3477314

РФ Президенчӗ Владимир Путин правительствӑна Монголипе Хӗвеланӑҫ Китай урлӑ Центральнӑй-Еврази транспорт коридорне туса хурассине пӑхса тухма хушнӑ.

Президент РФ Владимир Путин отдал поручение правительству рассмотреть создание Центрально-Евразийского транспортного коридора через Монголию и Западный Китай.

Путин Монголипе Китай урлӑ транспорт коридорне туса хурассине пӑхса тухма хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... hn-3477314

б) пӗр ҫавракӑш тӗлне ҫӳле «Хӗвелтухӑҫ полушарийӗ», тепӗрин ҫине «Хӗвеланӑҫ полушарийӗ» тесе ҫырӑр;

б) Над одной окружностью надпишите «Восточное полушарие», над другой — «Западное полушарие».

Полушари карттисене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Европӑри тундрӑра тата Азири тундрӑн хӗвеланӑҫ енче ненецсем пурӑнаҫҫӗ.

В европейской тундре и в западной части азиатской тундры живут ненцы.

Тундра // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫил ҫанталӑка улшӑнтара-улшӑнтара тӑчӗ: хӗвеланӑҫ енчи ҫилсемпе кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи ҫилсем вӗрнӗ чух час-часах йӗпе-сапа пулатчӗ: ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи ҫилсем вӗрнӗ чух сивӗ е уяр ҫанталӑк пулатчӗ.

Ветер менял погоду: при западных и юго-западных ветрах часто выпадали осадки; при северовосточных ветрах устанавливалась сухая или холодная погода.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫил пуринчен ытла хӗвеланӑҫ енчен тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрчӗ.

Ветер дул чаще всего с запада и юго-запада.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

3. Австралирен ҫурҫӗр енне, кӑнтӑр енне, хӗвелтухӑҫ енне тата хӗвеланӑҫ енне кӑтартӑр.

3. Покажите направление из Австралии на север, на юг, на восток и на запад.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир хӗвелтухӑҫпе хӗвеланӑҫ енӗсене те кунта линипе кӑтартнине куратпӑр.

Мы увидим, что направления восток — запад также обозначены на глобусе линиями.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл аллисене аяккалла тӑсса яни тӑрӑх хӗвелтухӑҫ унтан хӑш енчи, хӗвеланӑҫ хӑш енчи курӑнать.

По направлению вытянутых в стороны рук наблюдателя видно, в какую сторону от него находится восток, в какую — запад.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Халӗ тата глобус ҫинче хӗвелтухӑҫ енӗпе хӗвеланӑҫ енне епле тупмаллине пӗлер.

Теперь посмотрим, как определять на глобусе направления на восток и на запад.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир пӗлетпӗр: ҫын ҫурҫӗр еннелле пӑхса тӑрсан, ун хыҫӗнче — кӑнтӑр, сылтӑмра — хӗвелтухӑҫ, сулахайра — хӗвеланӑҫ пулать.

Мы знаем, что если человек стоит лицом к северу, то сзади него — юг, справа — восток, слева — запад.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫакӑнта ӳкернӗ ҫӗр участокӗ ҫурҫӗр енчен кӑнтӑралла, хӗвеланӑҫ енчен хӗвелтухӑҫнелле миҫе километр пулать.

А сколько километров с севера не юг и с запада на восток имеет изображенный здесь участок земли?

Планпа географи карттине танлаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пирӗнтен ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ еннелле «Коммунар» совхоз курӑнать, унпа юнашарах — машина-трактор станцийӗ.

В северо-западном направлении виден совхоз «Коммунар», а рядом с ним — машинно-тракторная станция.

Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫырман хӗвеланӑҫ енӗ чӑнкӑ, вӑрманпа витӗннӗ.

Западный берег реки крутой, покрыт лесом.

Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӳкерчӗк ҫинче эпир шкул участокӗпе юнашар хӗвеланӑҫ енче те, хӗвелтухӑҫ енче те поселокӑн пӗчӗк ҫурчӗсем хӑйсен ҫумӗнчи сад пахчисемпе ларнине куратпӑр.

По снимку видно, что к школьному участку с запада и с востока близко подходят домики поселка с садами и огородами.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Япала пӗр-пӗр вырӑнтан ҫурҫӗр енче тӑрать пулсан, ӑна хутӑн ҫӳл енчи хӗрринелле кӑтартаҫҫӗ; кӑнтӑр енче пулсан — аялалла; хӗвелтухӑҫ енче пулсан — хутӑн сылтӑм енчи хӗрринелле; хӗвеланӑҫ енче пулсан — сулахай енчи хӗрринелле.

на север от какого-нибудь пункта — по направлению к верхнему краю листа бумаги; на юг — к нижнему; на восток — по направлению к правому краю листа; на запад — к левому.

Чертеж ҫинче енсене мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан тетрадьсене хамӑр ума тытса, ҫурҫӗр еннелле ҫаврӑнса тӑтӑмӑр та, пирӗн тетрадьсен ҫӳлти хӗррисем ҫурҫӗр енне, аялти хӗррисем — кӑнтӑр енне, сылтӑм хӗррисем — хӗвелтухӑҫ енне, сулахай хӗррисем — хӗвеланӑҫ енне пулчӗҫ.

Затем повернули наши тетради так, что верхний край был направлен на север, нижний — на юг, правый — на восток и левый — на запад.

Чертеж ҫинче енсене мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Компас тӑрӑх тӗп енсене ҫеҫ мар, вӗсен хушшисенчи енсене те тупма ҫӑмӑл, сӑмахран: ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ хушшине С-В (северо-восток) саспаллисем кӑтартаҫҫӗ, кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ хушшине Ю-В (юго-восток) саспаллисем, кӑнтӑрпа хӗвел-анӑҫ хушшине Ю-3 саспаллисем, ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫ хушшине С-3 (северо-запад) саспаллисем кӑтартаҫҫӗ.

По компасу легко найти не только главные, но и промежуточные направления: С-В (северо-восток) показывает направление между севером и востоком, Ю-В (юго-восток) — направление между югом и востоком, Ю-3 — направление на юго-запад, С-3 — направление на северо-запад.

Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех