Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтӑлас (тĕпĕ: хӑтӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халтан кайиччен хӗнесе пӗтернӗскер, вӑл хӑйне ҫапнинчен хӑтӑлас тесе пачах та тӑрӑшмарӗ, пуҫне аялалла мӗнле уснӑ — ҫаплипех пӗр хускалмасӑр ҫакӑнса тӑчӗ.

Истязаемый висел вниз головой без движения, не делая даже попытки уклониться от ударов.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасем пӗри те пӗри, тарӑхнӑ старик хӑйсене мӗн те пулин тӑвасран хӑтӑлас тесе, ӑҫта кирлӗ унта тарса пытанаҫҫӗ.

Ребята разбегались кто куда, лишь бы спрятаться от его гнева.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пурпӗрех ыррӑн хӑтӑлас ҫук!..

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Ӑраскал пехилленӗ телейрен хӑтӑлас ҫук», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман сӑра ӗҫтермелле! — ташӑ пуҫарасран хӑтӑлас шутпа каларӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑянамӗ вӗрентнипе хаяр курӑкӗ те нумай ҫирӗ ӗнтӗ Эрнепи унтан хӑтӑлас тесе, хире тухса хӗвеле хирӗҫ виҫӗ хутчен ҫаврӑнса хаяр укҫи те ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан, вӗсенчен, сухӑр пек ҫыпӑҫаканскерсенчен, часрах хӑтӑлас шутпа пулас, ӑнлантарса пачӗ:

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тарса хӑтӑлас текенсем нумай ҫут тӗнчере, анчах темшӗн каялла килеҫҫӗ-ҫке вӗсем.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ушкӑн пӑтрашӑнса кайрӗ, чылайӑшӗсем тарса хӑтӑлас тесе лашисене аяккалла хӑваларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫинук, йывӑр шухӑшсенчен хӑтӑлас тесе, каравсене шывра чӳхеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Тӑшман ытла хаяр тет, Епле унтан хӑтӑлас?

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӑл, амӑшӗнчен часрах хӑтӑлас тесе пулас, арӑмӗ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Тем пек тӑрӑшсан та тихана шывран кӑлараймарӑмӑр, ҫырмаран вӑл часах Ҫавала юхса кӗрсе кайрӗ. Хӑй те хӑтӑлас тесе тем пек тапаланчӗ, пӗчӗкскерӗн вӑйӗ ҫитеймерӗ ахӑртнех», — пӗлтерчӗ шывланнӑ куҫӗсене тутӑр вӗҫӗпе шӑлса типӗтнӗ май.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Аталанма, малалла утма чӑрмантаракан япаласенчен хӑтӑлас килӗ.

Захочется сбросить балласт, освободиться от всего, что мешает развитию и движению вперед.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа сирӗн вӑрҫӑсенчен хӑтӑлас тесен пире Хусанпа ҫапӑҫма пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн чухлӗ тӑрӑшрӑм Мускав аллинчен хӑтӑлас тесе — усси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑка хупӑрласа тӑнинчен хӑтӑлас тесе ҫӗмӗрт ҫул ҫине малтанхи тымарӗнчен виҫ аршӑн туртӑнса тухса ларнӑ иккен.

Черёмуха, чтобы её не глушила липа, перешла из-под липы на дорожку, за три аршина от прежнего корня.

Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 22–23 с.

— Эпир вӗсенчен тарса хӑтӑлас ҫук.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑҫта тарса хӑтӑлас тетӗр эсир, комуч таврашӗсем?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Трофимовский ку утран тарса хӑтӑлас ҫук, матькасси!

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех