Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаш сăмах пирĕн базăра пур.
хаш (тĕпĕ: хаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, хаш! сывласа илсе, пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вара, ку лапра ҫул ҫинче тапранасси пулас ҫук тесе шухӑшласа илнӗн, лаша хаш! сывларӗ те айккинелле пӑрӑнчӗ, ҫерем ҫине кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑйӗн чипер пикипе юнашар пуҫне каҫӑртса пынӑ ман пирӗн наҫилкка ҫине чӑх куҫ ернӗ ҫын пек пырса кӗчӗ те, ҫавӑнтанпа чӗре ниепле те вырӑнне ларса пӗтеймест, — хаш! сывласа ячӗ, пуҫне лӑнк усрӗ хуп-хура куҫли.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хыҫра хаш! сывласа яни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ах, — кантӑк еннелле пуҫне пӑрам пек турӗ те хаш сывласа илчӗ, каллех хӗр куҫӗнчен тинкерчӗ амӑшӗ, — ҫуртсем ҫине пӑхса пымалла иккен ӗнтӗ манӑн…

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мӗн тата? — хаш сывласа илчӗ Степан Семенч.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Сулагаев, сӑнран тӗксӗмленнӗскер, калас-и, калас мар-и тенӗ пек самантлӑха шӑпланчӗ те хаш! сывласа илсе ирӗксӗртереххӗн хурлӑхлӑран та хурлӑхлӑ хыпар пӗлтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хӗвекле кинеми хаш! сывласа илчӗ, пуҫне кӑмӑлсӑррӑн пӑркаларӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хуйха ӳкнӗ Таранов хаш! сывласа та ӗлкӗреймерӗ — ун умне хӗрлӗ плащ тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑм пырса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав хӗрлӗ хӗреслӗ машинӑсем ҫиҫӗм пек хӑвӑрт вӑшлатса иртнӗ чух Таранов кашнинчех хаш! сывласа илчӗ, кӑкӑрне канӑҫсӑррӑн сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Нарспи Гавриловна, сӑнӗнчен самантрах тӗксӗмленнӗскер, кӑкӑрне хускатса хаш сывларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов хаш! сывласа илсе ӗшенчӗклӗн тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эп вара сан валли хулара ӗҫ шырарӑм, — хаш! сывласа илчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Юратӑвӗ мӗнле пулнӑ, курайманлӑхӗ те ҫавнашкалах», — хаш! сывларӗ Герасим Федотович, кӗпе-йӗм ҫумалли кӗпер ҫинче пӗчченех тӑрса юлнӑскер.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫапах та, — хаш! сывласа илчӗ Виссарион Игнатьевич, — Марина пирки Тамара тӗрӗсех каларӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тахҫанхине манмалла пуль, — хаш! сывларӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Самантлӑха шӑпланнӑ Глафира хаш! сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Апла мар пуль, ҫынсем урӑхларах калаҫҫӗ, — Анфиса Ксенофонтовна тутӑрне тӳрлетрӗ те хаш сывласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Иккӗшӗ те хаш! сывласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Пур ҫав, сӗре пысӑк ӗҫ пур, — хаш сывларӗ Илюш.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех