Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халат сăмах пирĕн базăра пур.
халат (тĕпĕ: халат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурӑ халат аркине варкӑштарса малалла хӑюллӑн иртрӗ, чирлӗ арҫын кравачӗ умне пукан ҫине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Вӑл халат уртрӗ те тӳмине тӳмелесе чӑрманмарӗ, ҫара ӳтне ҫутӑлтарса алӑка уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Халат тупӑнать-и?

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Килӗр, килӗр, — шалпар халат пиҫиххине хытӑрах ҫыхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Флягӑсене вӑхӑтлӑх лартмалли нӳхреп умӗнче шур халат тӑхӑннӑ, шурӑ тутӑр ҫыхнӑ Анфиса Ксенофонтовна капан пек саркаланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кивӗрех ҫӳхе халат тӑхӑннӑ тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм, хӑйӗн кӗрнеклӗхӗпе киленнӗ пек, мӑнаҫлӑн саркаланса утаканскер, тулли шыв витрине ӗне умне лартсан малтанах шӑрӑх ҫанталӑка вӑрҫрӗ, кайран вара кӑвак куҫӗпе ман ҫине ӑшшӑн пӑхкаласа ҫырас ӗҫ пирки сӑмах хускатрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Халат айӗнче выртакан этем ҫак хушӑра хуллен йӑшӑлтатса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫи хӑй пит капмарскерех мар, пуҫне пысӑк ялккас, хӑй ҫине ҫухасӑр кӗпе тӑхӑннӑ, ун ҫинчен халат уртса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан теприн патне хырӑмӗпе шуса кайса юнланса пӗтнӗ ҫӗтӗк халат аркине чуптума тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Камсул е ҫӗнӗ халат тӑхӑннӑ, пуҫӗсенче — ялккас е кӗлӗмуҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр вара часрах унталла васкарӗ те вӗр-ҫӗнӗ хитре халат тӑхӑннӑ Савантере асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пушмаксене алӑк сыппинче хывсан, кил хуҫи, курткине, шлепкине хывса вешалкӑран ҫакрӗ, «ҫитмӗл те ҫичӗ» саплӑклӑ хӑмӑр халат тата пӗр-ик тӗлте ура пӳрнисене ҫиҫтерекен тапочка тӑхӑнчӗ, пире те урасене тӑхӑнма тапочкӑсем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тепри, ҫамрӑкраххи, хура халат тӑхӑнни, хӑйӗн кустӑрмаллӑ пӗчӗк тракторӗпе «ытамлашнӑ».

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Сулахай енчен тем ҫуйхӑрашни илтӗнсе кайрӗ, унталла куҫ ывӑтрӑм та шалпартарах хура халат тӑхӑннӑ вӑтам ҫулсенчи ҫырӑ сӑн-питлӗ хӗрарӑма асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӗрӗ хӑй ҫине ҫӳхе, шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ хура халат уртса янӑ, аллинче — эрех чӑппи тултарнӑ черкке.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Владимир Сергеевичӑн куҫӗсем ҫилӗллӗн ҫуталса илчӗҫ, кӑвак халат ҫийӗн тухса кайнӑ кӗпе ҫухавине кӗрен тӗслӗ мӑйӗ ҫине хыпаланчӑклӑн вӑрт-варт майласа хучӗ те хӑй умӗнчи каччӑна халӗ кӑна курнӑ евӗр аялтан ҫӳлелле вӑраххӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Йӗри-таврах шурӑ халат тӑхӑннӑ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Яланах тирпейлӗ те тӑп-тап ҫӳрекен Таиҫ аппа халат ҫийӗн ҫакса янӑ саппун кӗсйинчен шурӑ тутӑр кӑларса куҫӗ хӗррисене, шуранка питне сӑтӑрса илчӗ те ахлата-ахлата калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӗҫре вӗсем халат айӗнчен кивӗрех кӗпесем тӑхӑнаҫҫӗ пулсан, яла кайма е клуба тухма та запас ҫи-пуҫ тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӑртак вӑхӑт иртсен, паҫӑрхи сестра Ленӑна шурӑ халат пырса пачӗ те хӑйӗнпе пӗрле иккӗмӗш хута хӑпарма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех