Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакпа (тĕпĕ: хак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пӗлтерӗшне эпир ҫав-ҫавах туллин палӑртма пултараймастпӑр, хӑйсен телейӗсене татса пирӗншӗн – паянхи тата пулас ӑрусемшӗн – ҫапӑҫнӑ ветерансем вара вӑл мӗнле хакпа туптаннине аван пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Унтан акӑ умлӑн-хыҫлӑн икӗ лаша вӑрласа, Пӑва леш енчи тутара ҫур хакпа сутрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑҫтан илтӗн, мӗн хакпа илтӗн?

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӗмпӗр хулинчен хаклӑ хакпа туяннӑ урхамахӗ мала тухнипе вӑл паян ҫав тери савӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта мӗн хакпа сутнине вырӑнта тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑваран е Хусантан таварсене мӗн хакпа туянса килнине ҫирӗплетекен хутсене ҫав юлташсене кӑтартмалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗншӗн тесен эпӗ Пӑвара та, Хусанта та таварсене тӗрлӗ хакпа илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Захар Петрович, калӑр-ха, халӑха чи кирлӗ таварсене — тӑвара, шӑрпӑка, краҫҫына, тикӗте, супӑне тата ыттисене те мӗн хакпа сутатӑр эсир? — сасартӑк ыйтрӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пасарта эсир ку хакпа тупаймастӑр та, — терӗ те — ӗҫӗ те пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун пек йӳнӗ хакпа туянмастӑп.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тыррине те, ҫӗр улмине те хаклӑ хакпа сутатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Стражниксем хӗнесен те, персе пӑрахатпӑр тесен те, ӗҫе тытӑнмарӗҫ: ҫур хакпа ӗҫлеместпӗр, каятпӑр, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑт, шуйттан, хӑй ҫӗрме пуян, тыррине шутсӑр йӳнӗ хакпа е ахалех выртарасшӑн, — тарӑхса калать саплӑклӑ кӗпе тӑхӑннӑ, пысӑк кивӗ ҫӑпата сырнӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Хыпар» ИҪ коммерци директорӗ Михаил Арланов хаҫат-журнал пӗлтерӗшӗ, ҫак кунсенче йӳнӗрех хакпа ҫырӑнмалли вунӑкунлӑх пынине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

Вара Яка Илле йӳнӗ хакпа тырӑ илме тытӑнать.

И Илле начнет скупать у крестьян хлеб за бесценок.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах, ҫавӑнта сутас пулсан, вӑл мӗнпур панулмине ещӗке тирпейлесе хурса та илсе кайман пулӗччӗ, вӑл ӑна икӗ хут хаклӑрах хакпа сутма ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Революциччен нумай ӗлӗкех ял ҫыннисем, улпут аллинче тӑракан хӑвана хаклӑ хак парса илсе, хӗл каҫиччен корзинка авнӑ, кайран вара ӑна Тарасов купеца ҫурма хакпа сутса янӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пиртен йӳн хакпа туянаҫҫӗ те, Хиваран илсе килнӗ кӗсле тесе хаклӑ хакпа сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ куҫман пурлӑха лайӑх хакпа туянма пултаратӑр.

Также в это время можно выгодно приобрести недвижимость.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере лайӑх хакпа куҫман пурлӑх туянма май пулӗ.

Также в это время можно выгодно приобрести недвижимость.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех