Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫук, пачах урӑхла, эсӗ ху ман шухӑша ним вырӑнне те хумастӑн, ӑна тӗрӗс мар тесе хаклама пӑхатӑн, — тата ытларах хӗрӳленсе кайрӗ Сулагаев.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Малтан тӗнчери тата хамӑр ҫӗршыври лару-тӑрӑва шӗкӗлчетчӗ, унти е кунти хӑш-пӗр пулӑмсене хаҫатри пек мар, урӑхларах хаклама пикенетчӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Сӗт-ҫу, кӑлпассипе аш-какайран хатӗрленӗ ытти продукци, пахча-ҫимӗҫ, пылпа тӗрлӗ шыв — туяниччен вӗсене тутанса хаклама пулать.
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Конкурсантсен ӗҫне хаклама 595 эксперта явӑҫтарнӑ.
Ӑсталӑх чемпионатне хутшӑнаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60769
Шкулсенче, вулавӑшсенче, культура ҫурчӗсенче Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ куравсем, тематика каҫӗсем, хӑюлӑх урокӗсем иртеҫҫӗ, вӗсем ҫӗршыва юратма тата унӑн пысӑк паттӑрлӑхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хаклама пулӑшаҫҫӗ.
Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/
Кашни ҫыннӑнах хӑйне хӑй хаклама пӗлмелле, хӑй ҫинчен шухӑшлама вӗренмелле.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Эпир, Иван Яковлев несӗлӗсем, Вӗрентекенӗмӗр ятне пысӑка хурса хисеплетпӗр, унӑн урокӗсене ҫине тӑрсах ӑша хывма, тӑван чӗлхене типтерлӗн упрама тата хаклама тӑрӑшатпӑр.
Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem
«Пиртен пӗри» киноӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Енре те хаклама пултарӗҫ.
«Пиртен пӗри» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60924
— Паҫӑр сирӗн кил картинчен пӗрӗхсе тухнӑ каччӑ та хӗрсен ҫи-пуҫне хаклама пӗлмест-ши? — тӑрӑхларах каларӗ Герасим Федотович.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Вӑл хӑйӗн хурӑнташне Вера Ахмаровӑна клуб пуҫлӑхне лартасшӑнччӗ те Санарова ӗҫне-хӗлне тӗрӗс хаклама вӑй ҫитерӗ-ши? — иккӗленчӗ Испуханов.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
— Анчах право тӗлӗшӗнчен пӑхсан, ӗҫе мӗнле ҫырнӑ, ҫапла хаклама тивет…
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
— Мӗнех, ку сочинение содержани тӗлӗшӗнчен «5» паллӑпа, йӑнӑшсен шучӗпе «4»-па хаклама пулать.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Юратнӑ ҫын вӑл е ку ыйтӑва хастар татса парӗ, ҫавна май эсир эсир ӑна ҫӗнӗлле хаклама пуҫлатӑр.
12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
«Атӑл.Тӑлмач» сайтӗнче эсир куҫарусене хаклама пултаратӑр (хаклавне пусмалла кӑна вӗт!); Common Voice сайтра чӑвашла пуплевӗшсене сасӑлама, е ыттисем сасӑланине хаклама; Google.Translate сервисра чӑвашла куҫарма, е куҫарнӑ тӗслӗхсене хаклама; «Терминсем» онлайн-канашлура чӑваш терминӗсене сӳтсе яма; «Википедин» чӑваш уйрӑмне пуянлатма тата ытти те.
Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html
Ҫук, хаклама пӗлмерӗ Митюк ашшӗ-амӑшӗн ырӑ кӑмӑлне.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
3. Ачана час-часах мухтаҫҫӗ пулсан — вӑл хаклама вӗренет.
Мария Монтессори ашшӗ-амӑшӗсем валли ҫырнӑ канашсем // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1249
Транспорт министерстви вырӑнти тӳре-шарана ҫулсене тивӗҫлӗ пӑхса тӑма чӗнсе каланӑ: «Лару-тӑрӑва тишкерме тата хаклама хӑйсен тӑтӑшах тухса ҫӳремелле».
Вӑрмар районӗнчи ҫул ҫине конькипе ярӑнма тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34300.html
Унӑн тӗслӗхӗ урлӑ ачасене туслӑха хаклама, чӗрисенче хӗрхенӳ, куляну, ӑшӑлӑх, ҫепӗҫлӗх туйӑмӗсене вӑратма ӑнтӑлать.
Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/
Ҫавӑн пекех трансляци вӑхӑтӗнчех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклама тата харпӑр хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме те май туса панӑ.
Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc
Пӗр пус укҫана хаклама пӗлмен ҫын хӑй те ҫур пус тӑмасть, теҫҫӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.