Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усрӗ (тĕпĕ: усра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан, каялла хӑй вырӑнне ларса, пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Герасим Федотович, вӗсене лайӑхрах сӑнас тенӗ пек, карлӑк ҫине чавсаланса пуҫне аялалла усрӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аттене хам пытарайманшӑн, ун вилтӑпри ҫине пӗр ывӑҫ тӑпра сапайманшӑн… — аллипе ҫамкине тытса пуҫне сӗтел ҫине усрӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Упӑшка мӗнле те пулин тӑрантарса усрӗ тет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Старик шӑпланчӗ, пурин ҫине те вӑйсӑр куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнчӗ те пуҫне ҫӗрелле усрӗ

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик пуҫне усрӗ те, кулянса, нимӗн чӗнмесӗр чылайччен ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуп вӑл пӑхнине чӑтаймарӗ, пуҫне усрӗ, унтан ним пулман пек ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр пуҫне ҫӗрелле усрӗ те хуллен:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каплах аван йӗркене Тытса усрӗ Шупашкар».

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑвапине шыв илсен, Хӗлӗх Хӗлипӗ хӑрушшӑн ҫухӑрса ячӗ, аллисене лӑстӑрах усрӗ: «Хам валли хам тупӑк турӑм», — шутларӗ вӑл хурлӑн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Сӑмахне хашш! татса, хӗрарӑм пуҫне салхуллӑн усрӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Тупрӑмӑр ӗнтӗ сывӑ пуҫа типӗ хуйхӑ… — Тутарла тумланнӑ тӳчкем арҫын ҫап-ҫара хыртарнӑ, тӳпеттей тӑхӑннӑ пуҫне лӗнчӗрех усрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ним ҫырткаламасӑрах ҫине-ҫинех икӗ стакан чӑп тулли тултарнӑ эрехе ҫавӑрса хучӗ, эхлетсе илчӗ, вара, чунӗ каллех тӑвӑла-тӑвӑла килнипе, чул катрамӗ пек йывӑр шухӑшсем пусарнине парӑнса, сӗлкӗшшӗн пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Александр Григорьевич сӑмахне вӗҫлерӗ те пуҫне хуйхӑллӑн усрӗ

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ула Тимӗр хӑйӗн чӗмсӗр, тӗнче уҫлӑхӗ пысӑкӑш ыйтӑвӗсен хуравне шыраса вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫе шухӑшӗпе, «кантри-ҫипписем» панн! татӑлса каясла карӑнтарса ҫивӗчлетнӗ ӑсӗ-пуҫӗпе ватайми-ҫӗмӗрейми чул ту ҫине пырса тӑрӑнчӗ, пуҫне усрӗ, варарахран тин ӑна манерлӗ ҫӗклерӗ те, куҫ тимлӗхне ҫухатса, «стрелкӑна» шухӑш урӑхрах рельс турачӗпе кӑлтӑртатса кусмалла пӑрса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пуҫне усрӗ те шухӑша кайса манӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тинех вӑл паҫӑр вӑрманти ҫулсен пӗр юппи ҫинче тӗл пулнӑ шофера аса илчӗ те аванмарланса кайса пуҫне усрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пенишора пуҫне усрӗ те тарӑн шухӑша кайнӑ пек пӗр вӑхӑт хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ, унтан майӗпенех аллисене ҫӳлелле ҫӗклеме пуҫларӗ.

Пенишора опустил голову и, постояв немного, словно в раздумье, начал медленно поднимать руки над головой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пую аллине хӑвӑрт ҫӗрелле усрӗ те пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ.

Пую быстро опустил руку и принялся шагать по комнате.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах ҫав самантрах сасартӑк темӗнле ҫӗлен пырса сӑхнӑ пек, клиент реклама тытнӑ аллине усрӗ, тепӗр аллипе сулахай куҫӗ ҫинчи монокле майлаштарчӗ.

Но клиент вдруг, точно ужаленный, опустил руку, в которой держал рекламу, быстро прилаживая другой рукой монокль в левом глазу.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех