Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
урлӑ (тĕпĕ: урлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкулӗ, ҫӳлти урам пуҫланнӑ ҫӗрте тӗл пулнӑ хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, сала варринче, Тӗрер юхан шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫсан аякра мар.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ванюш икӗ ҫыранӗпе те ӳсекен йӑмрасемлӗ (ял ячӗ шӑпах вӗсенчен пулса кайнӑ) Кучасси ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ та каҫса кайрӗ ӗнтӗ, час-час каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ вӑл, савнийӗ хӑйне хуса ҫитессе кӗтрӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл Атӑлтан унӑн Шексна ятла юппи тӑрӑх каять, пӗр-пӗринпе каналсемпе пӗрлештернӗ темиҫе юханшыв урлӑ каҫать, унтан Онега кӳллипе Ладога кӳлли урлӑ, Нева шывӗ тӑрӑх Фин заливне пырса кӗрет.

Он отходит от Волги по ее притоку Шексне, идет через несколько рек, соединенных каналами, через Онежское и Ладожское озера и по реке Неве в Финский залив.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Интернетра пӗр чарӑнми бӑлхар темипе «эпир - бӑлхар» тесе ятарласа тунӑ сайтсем урлӑ, темле институтсем урлӑ ҫырса лараҫҫӗ, пӗтӗм информаци хирне ҫав пропагандӑпа тултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш ҫывӑрнӑ чух тутар пӗрре те ҫывӑрмасть...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 6538682458

Пӗчӗк шыв урлӑ тата пысӑк улӑх урлӑ каҫрӑмӑр.

Перешли речку, пересекли большой луг.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫав пулӑсем тарӑн шывсем тӑрӑх та, ӑшӑх вырӑнсемпе те, чуллӑ шарлаксем урлӑ та, шыв сикки урлӑ та нумай ҫӗршер километр каяҫҫӗ; шыв хӑвӑрт юхни вӗсене кансӗрлет, вӗсем хӑйсен хуппине сӑтӑрса пӗтереҫҫӗ, аманаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем ним чӗнмесӗрех пахча карти урлӑ каҫрӗҫ те йывӑррӑн кӑштӑртатакан симӗс шерепеллӗ, тӗл-тӗл ҫил хуҫкаласа ҫатралатнӑ хӑмӑллӑ сӗлӗ ани урлӑ выртакан сукмакпа вӑрманалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славиксен хваттерӗ улӑх урлӑ, хир урлӑ хула еннелле, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Юлашки вӑхӑтра ҫынсем Интернет уҫлӑхӗ урлӑ тавар туяннӑ е сутнӑ чухне улталанни, телефон урлӑ ют ҫынсемпе калаҫса вӗсене банк карттисен вӑрттӑн кодне е ытти информацие пӗлтернипе укҫи-тенкине ҫухатни, преступниксенчен асӑрханмалли пирки час-час ҫыратпӑр пулсан та, ҫынсем ют тӗслӗхе ӑса илмесӗр ҫав-ҫавах улталанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳре тимлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bbe/

«Ҫак инкексем хушшинче ҫул урлӑ каҫакан ҫынсемпе пулса иртнӗ инкексем шутӗнче 4 ҫынни каҫхи вӑхӑтра сул урлӑ каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

Ампара хирти тырӑ бригадир урлӑ кӗрет, ампартан вара кладовщик урлӑ тухать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Аран-аран шӑвать хӑй, ӑна-кӑна нимӗне те асӑрхамасть пулмалла, чулсем урлӑ, тункатасем урлӑ упалене-упалене каҫать.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрман урлӑ каҫнӑ чух Хӑмӑр палан тӗл пултӑм, Хир-хир урлӑ килнӗ чух Шур урхамах тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ту ҫумӗпе пыракан ҫул пирӗн ҫумран иртсе кӗпер урлӑ каҫать те, Вырӑс урамӗ урлӑ тухса, анкартисенчен иртсе сӑрт ҫине хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурте офис еннелле кусакан кутамас (урлӑ хырӑм тесен те тӗрӗс пулӗ) еннелле ҫаврӑнчӗҫ те ӑна куҫӗсемпе урлӑ та пирлӗ виҫме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Каҫ пулса ҫитсен эпӗ тартӑм вара — тырӑ вырнӑ хирпе ҫырмасем урлӑ, унтер офицер куҫӗ тӗлне пулас мар тесе тартӑм… пӗччен, ҫырмасем урлӑ, тӑр-пӗччен тартӑм…

Ночью я убежал — через жнивье, через овраги, чтобы не попасться на глаза унтер-офицеру… один, через овраги, один…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эрнерен Таньӑсен эшелонӗ, Сӑр кӗперӗ урлӑ каҫса, Чӑваш республикине килсе кӗчӗ, Канаш урлӑ Шупашкара ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чун савни пурнӑҫӗ ҫинчен юлташӗ урлӑ пӗлмесен тата кам урлӑ пӗлӗн!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ав, вӑрман урлӑ, пус-пус урлӑ каҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Озеровсем, сад ҫумӗпе пырса, темле ҫырма урлӑ (вӗсем ку Чебоксарка иккенне пӗлмерӗҫ) хывнӑ тӑвӑр кӗпер урлӑ каҫса тӑвалла хӑпарчӗҫ — Атӑл ҫыранӗ хӗррине ҫитсе чарӑнчӗҫ, аяккалла тинкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех