Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урана (тĕпĕ: уран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн тесен урана ҫӑмӑл, тата ӑшӑ та».

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫурри ытла пушӑ витре, урана перӗнсе, ҫӗрлехи шӑплӑхра хӑрушшӑн чӑнкӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Каплах ӗҫлесен, урана йывӑртарах килмӗ-ши, суран уҫӑлма пултармӗ-ши тесе те шухӑшлать Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Йӗпе ҫил урана тӑллать, кӗлеткене пӗкӗ пек авать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ урана хуҫса телее ҫухатрӑм, сывӑ-илемлӗ ҫынсен мӗншӗн телейлӗ пулмалла мар?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Йывӑҫ туратти, чул, савӑт-сапа катӑкӗ – урана лекекен пур япалана та шывран кӑларса ывӑтать.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

Кӗпер урлӑ каҫнӑ чух вӑл ытла вӑйлӑ силленни, шыв хӑпарнӑ вӑхӑтсенче урана атӑ тӑхӑнсан та шыв кӗни канӑҫсӑрлантаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

— Ҫапла вара урана ыраттарни маншӑн аван та пулса тухрӗ!

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Сисмерӗ те: унӑн урана чӗркенӗ обмотки сӳтӗлсе кайнӑ-мӗн, пӗр ҫӗрте кӑшт ҫеҫ чӑхланса ӳкмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Эпӗ урана улӑштартӑм.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унтан пӗчӗк ҫеҫ калӑп илсе ман урана виҫсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хайхи ҫав Якур пичче, хӑлхи хытӑ пулсан та, мана аппа урана йӗпетсе таврӑннӑшӑн вӑрҫнине тавҫӑрса илнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑш вӑхӑтра хам вырӑнтан тапса сикнине те сиссе юлаймарӑм — эпӗ пӗтӗм мехелӗмпе, урана ҫӗре тӗкӗнтертмесӗр тенӗ пек, те ӗнерхи чӗчӗ тихилле ӗрӗхетӗп, те кӑлтӑрмачла кӑлтӑр-кӑлтӑр кусатӑп малалла.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ҫапла майпа аранах манӑн туратсен юппине хӗсӗнсе ларнӑ урана ирӗке кӑларма май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Чунӑма ленчешкелентерсе, пӗр авӑк ӳт-тирӗме куҫа шартарса, ҫунтарса пӑхакан кӑнтӑр хӗвелӗпе хӗртсе, пиҫтерсе тӑтӑм, алла выляткаласа, карӑнса-тӑскаланса илтӗм, кукленҫи турӑм, вара, шыв патне ҫывхарса, урана Атӑла пусрӑм: сивӗрех те-ха…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Урана ҫӗре тӗкӗнтертмесӗр тенӗ пекех вӑшкӑртса пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Фронтовик ватӑ еннелле сулӑнсан суран, тапранса, хытах «яшланма», пусӑрхама пуҫланӑ, юлашкинчен ҫиен чир — хӑр суран — пуҫланнӑ, вара юхан урана чӗркуҫҫи таран татма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуш уйӑхӗнче юр сӑпранланма, ирӗлме пуҫласан, урана чуссӑнкки витӗр (ӑна калуш тӑхӑнтартнӑ пулин те) шыв ҫапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗншӗн-ши эс, ҫемҫе те ӑшӑскер, урана ҫӑмӑллӑх, сип парса пите хӗрететӗн-ши?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пусма картлашкисемпе улӑхнӑ пек, анчах урана ураран ирттереймесӗр, хашка-хашка, пашка-пашка, вӑштӑр-вӑштӑр, чӑш-чаш авӑнакан чӑтлӑх хӑва, ҫӳҫе вуллисемпе тураттисенчен ҫакланкаласа-туртӑнкаласа, йӑтӑнакан ҫыранӑн ҫуррине хӑпарса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк сылтӑм алӑри ҫатрака турат хӑйӗн амӑш вуллинчен чашш! чӗрӗлчӗ те кайрӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех