Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ураллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ураллӑ (тĕпĕ: ураллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван яланах карчӑк каланине асра тытать, ҫул ҫинче тӗл пулнӑ чи хаяр та усал тӑшмансене, ҫӗленсене ҫӗнтерсе пырать, ҫичӗ ураллӑ лашана хӑй аллине ярса илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Вара тинех ҫич ураллӑ лаша сан аллуна лекӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Ҫав хӑрушӑ вӑхӑтра сана ҫӗлен аллинчи хайхи ҫич ураллӑ шурӑ лаша пулӑшӗ, ҫӗртен туртса кӑларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

— Ҫапла-ҫапла, пирӗн патша тӗлӗкре ҫичӗ ураллӑ шур лаша курнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Пӗр каҫхине патша тӗлӗнмелле тӗлӗк тӗлленнӗ: пысӑк куҫкӗскинче ҫичӗ ураллӑ шурӑ лаша курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Ачасем, ялти вӗт-шакӑр ертӳҫи, киномеханикӑн пулӑшаканӗнче тӑрӑшакан Мичча Иллипе лав ҫинчен мотор, «сасӑ», лентӑсем хунӑ ещӗке, виҫӗ ураллӑ таканпа аппаратурӑна пушататчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑрах ураллӑ ҫеҫ пулсан та пӑрчӑкан пек сиккелесе илетӗн, таҫта васкатӑн.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Вӑл вӑрӑм ураллӑ, кӗлеткине ҫат тытакан, арки урисем хушшине кӗрсе каякан платйӗпе, ҫӳллӗ, хитре, Завьялов ҫак таранччен тӗл пулнӑ хӗрарӑмсенчен чи хитри тата чи кирлӗ марри.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ вӑл хӑйӗн платйипе хаклӑ йышши пулӑ пек те, вӑрӑм ураллӑ хитре хӗрарӑм пек те курӑнмарӗ, нумаях та пулмасть кӑна-ха Завьялова вӑл шӑп ҫавӑн пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена ӑна хирӗҫ пынӑ, ҫав вӑхӑтра уйӑха ҫак вӑрӑм ураллӑ, йӑлтӑркка пусмаран ҫӗленӗ платйӗ тӑхӑннӑ хӗрарӑм ҫине пӑхса илме май пама пӗлӗтсем те кӑштах сирӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫамрӑк турра аса илтерекен, вӑрӑм ураллӑ йӗкӗт, ансӑр плавка — пит кӗске йӗм тӑхӑннӑскер, шывран тухсан тӑхӑнмалли халатлӑ ҫинҫешке хӗрпе юнашар тӑрать.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах сӗтел, ӗне пекех тӑватӑ ураллӑ пулин те, сӗт памасть.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑйӑра шӑпӑрлансем пыл хурчӗ те, хӗрӗх ураллӑ хурт та пулса курчӗҫ, алла-аллӑн тытӑнса вӑрӑм сӑнчӑр йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%88%d3%9 ... %97%d2%ab/

Ун хыҫҫӑн тӑватӑ ураллӑ тусӗ, Мухтар чупать иккен.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Э-э, — вӑрӑм ураллӑ Георгий пӗтӗм вӑйран Дениса аякӗнчен кӗрӗслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ан кай-ха, икӗ ураллӑ кӗсруна тӑрат-ха! — кӑшкӑртӑм, района килнӗ чухне пӗр ӗҫне те пулин туса каяс тесе.

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Пуринчен малта питӗ ҫӳллӗ, вӑрӑм мӑйлӑ, кукӑртарах ҫинҫе ураллӑ, ҫӳҫне-пуҫне хӗп-хӗрлӗ сӑрласа лартнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм патлаттарса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вӑрӑм сухаллӑ, йӳле пилӗклӗ, пир шӑлаварлӑ, шур ураллӑ чӑвашсем…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чӗркуҫҫи таран шур чӑлха тӑхӑннӑ пек шурӑ сакӑл ураллӑ тимер кӑвак ӑйӑрӑн утнӑ чухне те сули кӑмп-кӑмп! тутарса пырать.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Калавсемпе халапсенче автор тӑван тавралӑха, тӑват ураллӑ туссене юратмалли ҫинчен асӑрхаттарать.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех