Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унсӑр (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑр пуҫне округра вӑрҫӑ тата тыл паттӑрӗсене тав тума, уява хаклама, ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани пама май паракан тӗрлӗ акци йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/

Унсӑр пуҫне вӑл пирӗн сыхлавҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкари ял библиотеки "Пирӗн ҫемье юратушки" акцие хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766596

Унсӑр пуҫне тӗрлӗ номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсем палӑрнӑ, унта Инна «Виртуозлӑ пурнӑҫласси» номинацире Чемпион пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чемпионат ҫӗнтерӳҫи пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... ln-3764751

Аялти пайӗнче тӗрӗ ӑстисен ячӗсем пулӗҫ, унсӑр пуҫне Чӑваш наци музейӗн тата маларах асӑннӑ «Паха тӗрӗ» фирмӑн логотипӗсем те вырӑн тупӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район сӑнӗ шурӑ пир ҫине тӗрленӗ // О.АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ra ... -ine-trlen

Унсӑр пуҫне, врач тата мӗнпур медицина ӗҫченӗн профессийӗн престижне ҫӗклӗ», - пӗлтернӗ Леонид Черкесов.

Куҫарса пулӑш

Проектсем ытларах // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14250-p ... m-ytlarakh

Унсӑр пуҫне транспорт хатӗрӗн управленийӗн 78 фактне тупса палӑртнӑ, унта машина кантӑксем ҫине хупламаллисем лартнӑ, вӗсем ҫутта кӑларасси саккунлӑ требованисене тивӗҫтермеҫҫӗ.

Кроме того, выявлены 78 фактов управления транспортным средством, на котором установлены стёкла, светопропускание которых не соответствует законным требованиям.

Уфара патшалӑх автоинспекторӗсем талӑк хушшинче ҫичӗ ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3761470

Сӑмах май, «Вилӗмсӗр полк» акцин ҫӗнӗ формисене пурнӑҫа кӗртме сӗннӗ: Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗсен портречӗсене обществӑлла, харпӑр хӑйӗн, ӗҫри транспорчӗ ҫине, унсӑр пуҫне урамри медиаэкрансемпе вӗрентӳ заведенийӗсенче, социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарма.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Унсӑр пуҫне хальхи вӑхӑтра «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула тӑрӑхӗ» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула тӑрӑхне йӗркелесси» федераллӑ проекчӗпекилӗшӳллӗн Чӑваш Республикинче пурӑнакансем хӑтлӑх кӗртмелли объектсемшӗн сасӑлава хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat

Унсӑр пуҫне фельдшерсен аллинче эмелсемпе ытти кирлӗ хатӗрсем вырнаҫнӑ ятарлӑ сумка.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

2020 ҫулта культура ҫуртне шалтан юсанӑ: урайне ҫӗнӗрен сарнӑ, тӳпене юсанӑ, ҫӗнӗ сцена тунӑ, унсӑр пуҫне электричество, хутса ӑшӑтмалли тытӑмсене ҫӗнетнӗ, алӑксемпе чӳречесене улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Унсӑр пуҫне «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ» программа та ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн С.В. Захарован парнисене ҫӗнсе илессишӗн, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Н.И. Пуклакова асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусем, СССР спорт мастерне Н.Гренадерские асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. СССР спорт мастерӗсене С.С. Уливанова тата Н.А. Сейфуллина асӑнса самбо енӗпе турнирсем, Олимп чемпионӗн В.С. Соколовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн бокс енӗпе турнир йӗркелетпӗр. Унсӑр пуҫне йӗлтӗрпе чупса мала тухассишӗн Вӑрмар округӗн чемпионачӗсем, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем хушшинче «Активлӑ вӑрӑм ӗмӗр» фестивальсем, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн мини-футбол енӗпе турнир тата ытти мероприятисем те иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Унсӑр пуҫне ялсенчи культура ҫурчӗсем ҫумӗнче спортпа сывлӑх клубӗсен ӗҫне йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Унсӑр пуҫне «Спорт — пурнӑҫ норми» проект шайӗнче Раҫҫейӗпех спортӑн кивӗ объекчӗсене юсаҫҫӗ тата ҫӗнӗ объектсем хӑпартаҫҫӗ, спорт шкулӗсемпе олимп резервӗн училищисене ҫӗнӗ инвентарьпе, хатӗрсемпе, техникӑпа тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Унсӑр пуҫне, июнӗн 1-мӗшӗччен пӗчӗк хуласемпе истори поселенийӗсенче Агидельте, Дюртюлинче, Ишимбайра, Мелеузра тата Янаулта хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли 2022 ҫулхи чи лайӑх проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисен пилӗк проектне пурнӑҫласси вӗҫленет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртри 43 муниципалитетра 79 паркпа сквера ҫӗнетме пуҫланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3760977

Унсӑр пуҫне, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене те 130 гектар (108 процент) акса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уява — ӳсӗмсемпе // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %bf%d0%b5/

Анчах та вӗсен сулахай енӗ шурлӑхлӑ тӑпрара путма тытӑннӑ, унсӑр пуҫне ҫарсем хушши те пысӑк пулнӑ, тӑшман патне чупса ҫитнӗ тӗле ҫапӑҫу чӑннипе вӗҫленнӗ те ӗнтӗ.

Однако их левое крыло нападавших вязло в болотистой почве, кроме того расстояние, которое им необходимо было преодолеть было больше, и к тому времени, когда они достигли противника, сражение уже было фактически закончено.

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Ара, Тамара, Тамара пур вӗт-ха кунта тӗнчере ҫук ырри, ырри те хитри, хитри те чун варли, чун варли те унсӑр ни пурӑнма, ни сывлама ҫукки.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унсӑр пуҫне 60 кӑвакарчӑн вилли пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канашри пушарта 55-ри арҫын тата 60 кӑвакарчӑн вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38010.html

Мӑйпа кӑкӑр ҫине ҫакмалли капӑрсене хуртпуҫҫирен, тӗксӗм хӗрлӗ шултра шӑрҫаран тунӑ; унсӑр пуҫне тенкӗллӗ мӑй ҫыххисем те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Самар Кукри чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех