Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарса (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай хваттерлӗ пилӗк ҫуртра юрӑхсӑра тухнӑ лифтсене тӗпрен улӑштарса ҫӗнетме тӗллев лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

2023 ҫулта ҫуртсене тӗпрен юсама палӑртнӑ плана нумай хваттерлӗ тепӗр 12 ҫурта кӗртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/29/2023 ... plana-numa

Мӗтри хӑйӗн килтенех илсе тухнӑ апат-ҫимӗҫ хутаҫҫине кравать айне хучӗ, кӑштах канса ларсан, кӗпе, шӑлавар улӑштарса тӑхӑнчӗ, пушмакне тасаткаласа ҫутатрӗ, вара, вӗри апатшӑн ӑшӗ йӑшкама пуҫласан, столовӑя анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ятне-хушаматне пӗрлештерсе, кӑшт улӑштарса ҫапла чӗнеҫҫӗ иккен этеме.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн пек ҫӗкленсе, кунти тавралӑх сӑн-сӑпатне сасартӑках улӑштарса ячӗ ҫӗнӗ завод…

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сумкинчен хутпа чӗркенӗ япала кӑларчӗ те: — Кӗпе улӑштарса тӑхӑнмалла-ха манӑн, тытӑр-ха, — тесе, сумкине мана пачӗ, туфли кӗлисемпе шак-шак-шак! тутарса, картлашкасем тӑрӑх аялалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ара, чим-ха, Алиса сӑмахӗсем улӑштарса ячӗҫ-ҫке ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшакан, пурлӑхшӑн ҫеҫ хыпакан ҫынна ҫак наградӑсен тасаран таса ҫути те курӑнмасть пуль ҫав, май килнӗ пулсан, ҫак чаплӑран чаплӑ, хаклӑран хаклӑ наградӑсене те — сутса е улӑштарса — хӑйӗн пурлӑхӗ туса хуратчӗ пуль вӑл, ҫав пурлӑх ҫинчи тусана ҫӗтӗк татӑкӗпе киленсе шӑлатчӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫамрӑк предпринимательсем, пултаруллӑ ҫамрӑксем ялта пурӑнса, ялӑн сӑн-сӑпатне лайӑх енне улӑштарса пыма пулӑшсан, территорисем тата илемленӗҫ, ял пурнӑҫӗ ҫитӗнекен яш-кӗрӗме илӗртӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

Кун пирки «Чи лайӑххисем ялта» агрослетра каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ, паянхи ҫамрӑксем ялӑн сӑн-сӑпатне ырӑ енне улӑштарса пыма витӗм кӳрессине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

Ҫӗнӗ культура ҫурчӗ Юмансар сӑн-сӑпатне улӑштарса илем кӳртекен кермен пулса тӑчӗ, ҫапларах хак параҫҫӗ фольклор ушкӑнне ҫӳрекен кинемейсем.

Куҫарса пулӑш

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Тӗпрен улӑштарса ҫӗнетсе ҫырмасӑр романна тек ман пата ҫӗклесе ан кил».

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрӗссинех каланӑ иккен телефонпа калаҫнӑ чух Маринэ: хваттерне улӑштарса упӑшкипе вӑл чӑннипех кӑнтӑр енчи пӗр хулана куҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Калама ҫук анлӑ та ирӗк тӗнчен пӗр пӗчӗк вӑрттӑн кӗтессинче ҫапла икӗ ҫамрӑк чун тӳпе шупкаличчен, ҫӑлтӑрсем вӗтеличчен ларчӗҫ, ӳпӗнтернӗ пысӑк хуран пек ҫаврака тӳпе ҫӗр каҫиччен хӑйӗн вырнаҫӑвне епле улӑштарса, ҫаврӑнса пынине те асӑрхамарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Анчах та театрта ӗҫлекенсемшӗн тата театрпа ҫыхӑннӑ ҫынсемшӗн ҫак событи театра тӗпрен улӑштарса йӗркелени пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӑл, ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑннӑскер, Урпаш хӗррине илсе каякан сукмак ҫине анкартисем хыҫӗпе ҫаврӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрарӑм вӑл пӗрмаях улӑштарса тӑма перчетке мар.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗҫ вырӑнне тӗпренех улӑштарса мӗншӗн лӑпкӑн пурӑнас мар-ха?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Таҫта ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑнма ӗлкӗрнӗскер юлашки мода хушнӑ пек ҫӗлетнӗ чечеклӗ кӗпе пахалӑхне кӑтартас тенӗ пек пӳлӗмре калла-малла кумнӑ хыҫҫӑн диван ҫине Герасим Федотовичпа юнашар ларчӗ, унран ӑҫта-ӑҫта ҫитсе курни ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

…Хваттерте ҫи-пуҫ улӑштарса тӑхӑнса вунӑ сехет тӗлне редакцие ҫитсе кӗрсен унти юлташсем ман ҫине темле куларах пӑхкаланине сисрӗм, анчах вӗсем мӗншӗн ҫавӑн пек хӑтланни пирки нумаях шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ: хамӑн ӗҫ сӗтелӗ ҫинче кӑвак конверт выртнине асӑрхарӑм та ӑна вӑр-вар уҫса машинкӑпа пичетленӗ шурӑ хут татки туртса кӑлартӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн «Ҫиҫӗм» колхозри сӗт-ҫу ферминчи пӑтӑрмаха тӗпе хурса Ежеметьевпа Шанаров ячӗсене улӑштарса статья ҫыртӑм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех