Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑрса (тĕпĕ: уйӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗслӗхрен, виҫӗ ҫул хушшинче республика бюджетӗнчен 545 миллион тенкӗ калӑпӑшпа уйӑрса панине пула бизнес 2,3 миллиард тенкӗлӗх оборудовани туяннӑ.

Так, за три года благодаря выделенным из бюджета республики средствам в объеме 545 млн. рублей бизнесом куплено оборудования на 2,3 млрд. рублей.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӗнтӗрлӗ хашаксемлӗ, пӗтнӗк тӗслӗ стенасемлӗ авалхи йывӑҫ ҫурта Заозерье ялӗнче ытти ҫуртсенчен тӳрех уйӑрса илӗн.

Старинный деревянный терем с кружевными наличниками и стенами мятного цвета резко выделяется среди обычных деревенских домиков в селе Заозерье.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Ӑна 1988 ҫулта Гояс штачӗн ҫурҫӗр пайӗнчен уйӑрса йӗркеленӗ.

Он был выделен из северной части штата Гояс в 1988 году.

Токантинс // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BD%D1%81

Сикким ассамблейинче 32 вырӑн, вӗсенчен пӗрине Самгха буддистсен общини валли уйӑрса панӑ.

В ассамблее Сиккима 32 места, одно из которых отведено для буддистской общины — Самгха.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Колорит вӑл поэт пултарулӑхне нациллӗ тӗс парать, унӑн произведенийӗсен содержанине те, формине те ытти халӑх поэчӗсен произведенийӗсен содержанийӗпе форминчен уйӑрса илме май парать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫыраканӑн чӗри хавшак, ӑсӗ катӑк пулсан, вӑл ырӑпа усала уйӑрса илеймест пулсан — ун пек юрӑсене вӑл тупаймасть, илемне туйса илеймест.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Радиостанци валли хулари пӗр вырӑнта туса лартнӑ выльӑх пусмалли пункт ҫуртне уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Анчах ҫак уйрӑмлӑхсем совет саманинче халӑхсене пӗр-пӗринчен аяккалла уйӑрса ямарӗҫ, пӗр-пӗринпе ҫывӑхарах пулма, туслашма кӑна пулӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫавӑнпа хӑш-пӗр кӗнекесенче автор чӗлхине геройсен калаҫӑвӗнчен уйӑрса илейместӗн.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Огурсене уйӑрса кӑларасси вӑл вӑхӑтра пысӑкрах пӗрлешӳрен – огузсенчен – пулса кайнӑ, пирӗн эрӑри пӗрремӗш пинҫуллӑх варринче тесе шутлаҫҫӗ.

Выделение огуров произошло из более крупного в то время объединения - огузов, предположительно в середине первого тысячелетия н.э.

Огурсем // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D0% ... 0%B5%D0%BC

2000 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Мадхья-Прадеш штат йышӗнчен 16 района уйӑрса кӑларса йӗркеленӗ.

Образован 1 ноября 2000 г. путём выделения 16 районов из состава штата Мадхья-Прадеш.

Чхаттисгарх // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A7%D1% ... 1%80%D1%85

2000 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Мадхья-Прадешран Чхаттисгарх штата уйӑрса кӑларнӑ.

1 ноября 2000 года из Мадхья-Прадеш был выделен штат Чхаттисгарх.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Тренировкӑсем ирттерме шкулсене ҫӑмӑл та хӑтлӑ ролл-матсен комплектне уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе кун пек учреждженисене республика шучӗпе пӗршер миллин тенкӗ уйӑрса парса хавхалантарас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Пуҫтарса илнин ытларах пайне патшалӑха ӑсатнӑ, апла пулин те колхозниксене ӗҫ кунӗ пуҫне кило ҫурӑ е икӗ кило таранччен уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

«Пире уйӑрса панӑ виҫӗ эрне Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем тӗлне лекет, ҫавӑнпа та эпир ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр, вӗсене интереслӗ пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Паян та ав хӑйне уйӑрса панӑ ӗҫе ҫынпа шай туса пӗтереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сассинчен уйӑрса илеймерӗм: те мухтать, те ятлать.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартас шутпа малашне мӗнле ӗҫсем тумаллине палӑртрӗҫ: пысӑк ҫемьеллӗ салтак арӑмӗсене пулӑшасси, ҫӗнӗ заема ҫырӑнма хатӗрленесси, ялхуҫалӑх налогӗсене хӑвӑртрах тӳлесе татасси, оборона фондне малашне те укҫа-тенкӗ, ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ уйӑрса тӑрасси, ҫуракине тӗплӗн хатӗрленесси пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укань сассине тӳрех уйӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех