Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗшӗрӗлсе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анне, картлашка ҫине тӗшӗрӗлсе анса, уласа йӗрсе ячӗ…

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ку — тимӗрҫӗ Гаврила — хӑйӗн пысӑк чышкисемпе авӑн ҫапнӑ пек стражниксене илет те илет, — лешсем чӑтаймарӗҫ, тӗшӗрӗлсе анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ларма тӑрсан чӗркуҫҫййӗсем лӑнк хутланаҫҫӗ те, вӑл юр ҫине тӗшӗрӗлсе анать.

Но стоит Яндулу присесть, как колени подкашиваются, и ветер опрокидывает его на снег.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ку аннешӗн, ку ҫӗршывшӑн! — тесе, икӗ гранатине те умлӑн-хыҫлӑн пулемёт ҫинелле вӑркӑнтарчӗ те вӑл, ҫавӑнтах тӗшӗрӗлсе анса, тӑнне ҫухатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Пӗтрӗм, лекрӗм, ҫаклантӑм, ак пуҫран хаплаттараҫҫӗ тесе чупакан Ивук йывӑҫа пырса ҫапӑнать те ҫӗре тӗшӗрӗлсе анать.

Вот и все, конец, попался… сейчас как дадут по затылку, и конец… со всего маху Ивук ударяется головой о дерево и мешком падает наземь.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ай, пӗтрӗм, вилтӗм», — тесе Хӗлип те Паҫапа юнашар тӗшӗрӗлсе анать.

— Ой, держите меня, помираю! — притворно восклицает Хелип и брякается рядом с Пазей.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӑван, диван ҫине тӗшӗрӗлсе, туххӑмрах ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Хваттер алӑкӗ патне ҫитсен вӑйӗ пӗтнипе чутах тӗшӗрӗлсе ӳкмерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Ку сӑмахсене илтсен, Иванӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ вӗриленсе кайрӗ, ура вӑйӗсем пӗтсе ҫитрӗҫ, Маринепе Липа пулмасан, вӑл ҫакӑнтах михӗ ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнтах хӑй каялла тӗшӗрӗлсе анчӗ, ӑна нимӗҫ пулеметпа ҫулса тӑкнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм хӑйсен япалисем выртакан ҫӗре тухрӗ те пӑртак ҫырткаланӑ хыҫҫӑн ҫӗре тӗшӗрӗлсе анса ҫийӗнчех тарӑн ыйха путрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ унӑн тусанлӑ ҫул ҫинех тӗшӗрӗлсе анас, такама ылханса ӗсӗклесе макӑрас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй тӗллӗн тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ: хӑш вӑхӑтра тӗшӗрӗлсе анчӗ вӑл ҫерем ҫине?

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫпа пӑхма сӑнӑ хул пуҫҫи ҫийӗн айккипе иртсе кайнӑн туйӑнчӗ, анчах Иван Семенович куҫӗнчен вут тухрӗ, тӑнлавра туптавпа ҫапнӑ пек тем янӑраса кайрӗ, вӑл тӑнне ҫухатса йӗнер ҫинчен ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ…

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫурма ҫулта ура лӗнчӗрр кайрӗ те юр ҫине тӗшӗрӗлсе антӑм.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Тутар сас кӑлармасӑрах тӗшӗрӗлсе анчӗ ҫӗр ҫине.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Лешӗ мӗнле ларатчӗ, ҫавӑн пек шӑпланчӗ, тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сӳрек хӗҫне сулса янӑччӗ, пӗчӗк ҫӗҫӗ ҫурӑмне тӑрӑнсан тӗшӗрӗлсе те анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ахваниҫ ҫавӑнтах тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ура ҫине тӑма хӑтланчӗ — пултараймарӗ, карта вӗрлӗкӗнчен ҫакӑннӑскер, ҫерем ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех