Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗттӗмре сăмах пирĕн базăра пур.
тӗттӗмре (тĕпĕ: тӗттӗмре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн пулчӗ?! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл тӗттӗмре.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Кӗртеҫҫӗ-и, ҫук-и? — терӗ Меркури, тӗттӗмре алӑк сули ҫинче чарӑнса.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тӗттӗмре хӗр ҫинелле тинкернӗ куҫ хӑш вӑхӑтра хупӑннине те астумасть Славик.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тӗттӗмре Славик те хӗр ҫине хӑюллӑрах пӑхрӗ, анчах темӗн чухлӗ пӑхсан та унӑн пӗр кӑлтӑкне те тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫутта сӳнтерсен, Славик тӗттӗмре чӗнтӗрлӗ аркӑллӑ шурӑ сорочка вӗҫҫӗн мӗлтлетнӗ кӗлеткене лайӑхах сӑнаса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑмака умӗнче, ҫурма тӗттӗмре, Хветурапа Верук пуҫӗсем мӗкӗлтетеҫҫӗ, асламӑшӗн пекӗ пек авӑнчӑк ҫурӑмӗ сиккелет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унта, ҫурма тӗттӗмре, вӑл пӗр хушӑ кӑштӑртатрӗ-кӑштӑртатрӗ те йӑлтах улшӑнса тухрӗ; кивӗ тумтирне хывнӑ, пурҫӑн пижама тӑхӑнса янӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӗттӗмре пӗччен кӗме хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«…Турра ӗненсе пурӑнсан пурнӑҫ хытти этемшӗн хӑрушӑ мар. Ӑна ӗненсе пурӑнмасан ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ сивӗ пулать, тӗттӗм пулать», «Вырӑс халӑхӗ пит ӑслӑ халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ…», «Асра тытӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла, вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха, тесе тӑмалла мар», «Тӑван халӑхӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле», «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ», «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳр килнӗ йывӑрлӑхсенчен ан кулянӑр. Юратса тусан чи пӗчӗк ӗҫ те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать, ӳркенсен, ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять»…

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ Халал сӑмахӗсем ӗмӗрлӗх чӗрере // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81a%d0% ... %80%d0%b5/

Тӗттӗмре иккӗшӗн те куҫӗсем пысӑкланса кайнӑ пек курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Тӗттӗмре хӗрачасенчен пӗри Христина иккенне палласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

— Аня, санӑн питӳ ҫинче тӗттӗмре те хӗрлӗ тӗс вылянине куратӑп эпӗ! — пӑшӑлтатрӗ Володя, вара ӑна каллех хӑй ытамне илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Демахин ун хыҫҫӑн ыткӑннӑ, анчах тӗттӗмре хуса ҫитсе тытма май килмен…

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Тӗттӗмре хӑй турчка тимӗрӗ ҫине пусать.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн куҫӗ кушакӑнни евӗр тӗттӗмре те питӗ лайӑх курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлелле кармашнӑ яштака хыр, чӑрӑш тӑррисем тӗттӗмре пысӑк сӑнӑсем пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Упӑшки тӗттӗмре форточка уҫма тӑрать ҫеҫ, ҫав самантрах кантӑк ваннӑ сасӑ илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.

— Ҫенӗкре лампочкӑсем ҫунса кайнӑ иккен, тӗттӗмре ҫӳреме хӑрушӑ, — тет.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Хӗвел аннипе, тӗттӗмре вӑрманта хӑрушӑ тесе, курӑк татрӑм-татрӑм та пӗр пӳлӗм кӗтессине вырӑн туса Хурала хам пата чӗнсе илсе выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак ӗнтӗ лере, «качтаки» тӗттӗмре курӑнми пулнӑ тӗлте, шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑр-чӑштӑр, чӑшш-чашш тунӑ сасӑ илтӗне пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех