Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗспе (тĕпĕ: тӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кун илӗм-тилӗмлех, мальен кӑн-кӑвак тӗспе хӑй тавралӑхне сӑрла пуҫласанах, ялта шавлӑ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку ҫул вилӗм нумай пулать! — ирсерен хӗвел ҫутӑ шупка тӗспе пӗвенсе пӗлӗтелле хӑпарнине курса, калаҫрӗҫ карчӑксем те.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вара вӑрӑммӑн-вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те тепӗр хут шыв ӗҫе пуҫларӗ, куркари шыв каллех хӑмпӑлчӑлана-хӑмпӑлчӑлана хӗрлӗ тӗспе пӗвенме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сарӑ тӗспе хура тӗс, пӗр-пӗрне хӗссе, хупласа, тем тесен те куҫа шартаймаҫҫӗ, гармонилеймеҫҫӗ, илемлӗх (эстетика) туйӑмне вӑратса ҫулӑмлантарсах яраймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче, алтатти тӗлнелле, кӑчкӑ папкисем тӑртаннӑ, ҫутӑ хӑмӑр тӗспе витӗннӗ кунсенче, Ула Тимӗр амӑшӗ — унӑн тӗп тӗревӗ, чи шанчӑклӑ тӳртӗшӗ — ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн кӑвакрах ҫилхийӗ те мучи сухалӗ евӗрлех шурӑ тӗспе ылмашӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Председателӗн тӗксӗм сарӑ ҫӳҫӗ хушӑран кӗмӗл тӗспе витӗннӗ, анчах та ҫӳҫӗ хулӑн пирки, сӑнаса пӑхмасан, вӑл питех курӑнмасть те.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Детальсен хӗрнӗ пружинисем кӑмака ҫӑварӗнче шупкарах сарӑ тӗспе йӑлкӑшса выртаҫҫӗ.

Раскаленные пружинки деталей бело-красной паутиной светились в зеве печки.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӳрече витӗр сӑрхӑнса кӗнӗ уйӑх ҫути дормитора темле шупкарах кӑвак тӗспе ҫутатма пуҫларӗ.

Рассеченный оконным переплетом столб лунного света, ломаясь о ярусы нар, падал в дормитор.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кивӗ, ҫӗрӗк пӳртре хӗлле питӗ сивӗ пулать, хутса ӑшӑтма ҫук, ҫулла нӳрӗк шӑрши ҫапать, пӳрт пӗренисем пӑнтӑх тӗспе витӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫывӑхри хура вӑрман та улаланнӑ: унта ӑвӑс, тирек йывӑҫӗсем ҫутӑ симӗс тӗспе витӗне пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хам тавралла кӳлӗ шывӗ хӗрлӗрех хӑмӑр тӗспе пӗвенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Инҫете кайнӑ хӗвел ҫути, кӑвар тӗслӗ пулнӑскер, пӗлӗте, вӑрманти йывӑҫсен тӑррине хӗрлӗ тӗспе пӗветрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тӳпе кӑнтӑрлахи пек янкӑр, ҫуртсем те сенкер тӗспе сӑрланнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тӑвалла пӑхсан, тӳрех, урамӑн сулахай енче, шап-шурӑ чиркӗвӗн хӗвел ҫутинче ылтӑн тӗспе курӑнакан хӗрессем курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анаталла пӑхсан, чи малтан, айлӑмра, Атӑла юхса кӗрекен шыв хӗрринче, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ илемлӗ чиркӳ курӑнса кайрӗ, таҫта аякра, сылтӑмра, ҫӳллӗ ҫыран палӑрать, сулахайра куҫпа виҫейми тӑсӑлса каякан хура хӑмӑр вӑрман хыҫӗнчен тин ҫеҫ хӑпарнӑ хӗвелӗн ылтӑн урисем ӳкнипе тӗрлӗрен тӗспе йӑлтӑртатакан мӑнаҫлӑ та хӑватлӑ; шыв таҫта ҫитиех сарӑлса каять те горизонтра ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗмӗл тӗслӗ укҫана ылтӑн тӗспе сӑрлать.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Ак куҫ умӗнчех тӑрать вӑл: хӑй сарӑ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ чакӑр, ылтӑн тӗспе ялкӑшать, куҫ харшисем — хура.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарӑ уйсем пӑчӗккӗн хура тӗспе витӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсем пушанса пыраҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Савтепи уҫланка урӑх тӗспе ҫутатса ячӗ тейӗн, Ухтиван таврари япаласене пӗрремӗш хут курнӑн алчӑраса пӑхса тӑрать.

Появление Савдеби на этой полянке словно осветило ее каким-то новым светом, и Ухтиван рассматривал все вокруг так, будто видел впервые.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех