Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗкри (тĕпĕ: тӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ куҫна хупатӑн та пӗр самантра тӗлӗкри пек пулса каятӑн.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӗлӗкри пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайранхине тӗлӗкри пек ҫеҫ астӑвать Сима.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Лида вырӑнӗ патне тӗлӗкри евӗр утса пычӗ те ун ҫине йӑванса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл Ираида Васильевна темӗн каланине те, ҫынсем вырӑн тупса панине те ӑнланаймарӗ, хӑйне тӗлӗкри пек ҫеҫ туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Килӗ умне ҫитсе чарӑннӑ хӗрача хӑйне хӑрушӑ тӗлӗкри пек туйрӗ, ҫав тӗлӗкрен вӑранса чӑн-чӑн илемлӗ те ҫутӑ пурнӑҫа таврӑнасса шанчӗ, анчах кӑкӑрта чӗре сиксе тухас пек тапнинчен, аллипе час-часах ӑна тытса пӑхнинчен хӑй ҫывӑрманнине ӗненчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑйне чупса пырасран аран-аран чарса, Лена амӑшӗ патне тӗлӗкри пек пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрхенчӗклӗ сасӑпа калаҫакан хӗрарӑмӑн сӑмахӗсем ӑна тӗлӗкри пек кана илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин пуп сӑмахӗсене тӗлӗкри пек ҫеҫ илтет, ҫитменнине, вӑл ку юмаха «турӑ саккунӗн» урокӗсенче илтсе хӑлхине йӳҫӗхтернӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗрӗ сывах пурӑннине, тӑшманпа ҫапӑҫнине пӗлсен, Марья Ивановна темиҫе кун хушши тӗлӗкри пек ҫӳрерӗ, Лисук ҫырӑвне кашни палла тӑрана, госпитальри кашни салтака вулаттарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эй эсӗ, услап, ас ту, педалӗсене хуҫса ан пӑрах! — тӗлӗкри пек илтрӗ Таня.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хамӑн та ӗненессӗм килмест, темле тӗлӗкри пек туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсенчен вара: «Аҫу хӑй килес темерӗ-им вӑрмана?» — тесе ыйтсан, «атте ҫук манӑн, вӑрҫӑран таврӑнаймарӗ. Эпӗ ӑна кӑштах ҫеҫ, тӗлӗкри пек анчах астӑватӑп, анне чирлӗ», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Аннерен вунтӑватӑ ҫулта юлнӑ, аттене тӗлӗкри пек кӑна астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ӑна халь те тӗлӗкри пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Каларӑм-иҫ, эпӗ ун чухне тӗлӗкри пекчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав самантра Ахтупай тӗлӗкри пек ҫакна курса юлчӗ: Япанча ҫӳрен учӗ аманса-и е аманмасӑрах хыттӑн такӑнчӗ те ӑмӑрӗ ҫине тӗшӗрӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл темле, тӗлӗкри пек пулса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Урхамах ҫине-ҫке лартӑп Тӗлӗкри ҫав пикене!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр куҫлӑ сар пике // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 7 с.

…Тӑшман позицине вирхӗнсе пырса кӗнине Григорьев тӗлӗкри пек астӑвать.

…То, как они ворвались на вражеские позиции, Григорьеву кажется каким-то сном.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех