Шырав
Шырав ĕçĕ:
Республика Правительствин тӗллевӗ – муниципалитетсен хушшинче пассажирсене илсе ҫӳрес ыйтусене муниципалитетсемпе пӗрле, хальхи хӑвӑртлӑхсене чакармасӑр, татса парасси.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Программӑн тӗп тӗллевӗ – кашни уйрӑм территорине тата пӗтӗмӗшле республикӑна аталантармалли плансен май килнӗ таран тулли ӳкерчӗкне йӗркелесси.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ӗҫ ушкӑнӗн тӗллевӗ – электросеть комплексӗн аталанӑвӗн приоритечӗсене палӑртасси, ҫавӑн пекех «Россети Волга» ПАО тата Чӑваш Ен Правительстви хушшинче ҫитес пилӗкҫуллӑх валли палӑрса хунӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пырасси пулса тӑрать.
«Россети Волга» ПАО Чӑваш Енри электросеть активӗсене консолидацилес ӗҫе хутшӑнма хатӗр // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/06/ross ... tj-aktives
«Манӑн мӗнпур ӗҫсен тӗп тӗллевӗ — яла ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасси: вырӑнти пурнӑҫа хӑтлӑлатасси, ӗҫ вырӑнӗсем тӑвасси, туристсене илӗртесси. Заозерьери малашлӑха эп ҫапла куратӑп — пекарня (шушкӑсем пулмаллах, ма тесен Устинья Роскова тӗпрен илсен шушкӑ хатӗрлесе сутнипе палӑрнӑ), темиҫе кафе, хупах, хӑна ҫурчӗ» — хӑйӗн планӗсемпе паллаштарать Алена.
«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html
Хӑйӗн «Ҫыравҫӑ пирки аллегори», «Ӳнер пирки тӗтреллӗ шухӑшсем», ҫавӑн пекех «Ӳнер тата вӑрҫӑ» статйисенче вӑл ӳнерӗн тӗллевӗ пурнӑҫпа хавхалантарасси тата ӳнер обществӑна палӑртасси пулса тӑрать тесе шутланӑ.
Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8
Марксизм-ленинизм вӗрентӗвне ӑспа чуна илнӗ совет ҫыннисен тӗллевӗ ҫутӑ, ӗмӗчӗсем ырӑ; вӗсем — ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫчен ҫынсем.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Яппунсен «ӑслӑлӑх сунарӗ» нумай тавлашу ҫуратать, кит тытассине хирӗҫ ушкӑнсем вара ӑслӑлӑх тӗллевӗсем валли кит тытма кирлех мар тесе ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫак сунарӑн чӑн тӗллевӗ — Япони ресторанӗсемпе супермаркечӗсем валли аш илесси.
Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7
Унӑн тӗп тӗллевӗ — ярӑннӑ чухне урана туллин ҫирӗплетни кирлӗ мар чухне ҫынсене хӑтлӑх кӳресси.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Халӗ чӑваш пахчисем, классӗсем хупӑнаҫҫӗ пултӑр, наци сапӑрҫисем кирлӗ мар турӗҫ, анчах литературӑн тытӑмӗ, тӗллевӗ, кирлӗлӗхӗ халех ҫухалмӗ-ха.
Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html
Ҫунакан ҫуртасен тӗллевӗ — ҫынсен чунне лӑплантарасси.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Ҫуралчӗ те вӑр-вар ҫирӗпленсе ларса пурнӑҫ телейӗн тӗп тӗллевӗ пулса тӑчӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Ара, хӑйӗн тӗллевӗ пур-ха унӑн.
54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тӑшманла ушкӑнӑн тӗллевӗ: совет патшалӑхӗн никӗсӗсене хавшатасси, совет системине аркатасси.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тӗллевӗ Индие, Китая тата Японие ҫул тупасси пулнӑ.Цель состояла в том, чтобы найти дорогу в Индию, Китай и Японию.
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
Пӗрремӗш экспедицисене купсасем йӗркеленӗ, вӗсен тӗллевӗ патшалӑх политики пулман, морж асав шӑлӗпе мамӑк тирсем тупасси пулнӑ.
Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97
Ӑсчахсен тӗллевӗ — вӗсене тӗпчесе пӗлесси.
XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
«Демографи» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗ аслӑ ӑрура пурӑнакансен активлӑ вӑрӑм ҫулӗшӗн условисем туса парасси шутланать.
Пушкӑртстанра аслӑ ӑрӑвӑн кӗрхи Вунӑкунлӑхӗ стартлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3492182
Асӑннӑ наци проекчӗн тӗп тӗллевӗ вара ялсенчи сывлӑх сыхлавне ҫирӗплетесси тата ҫӗнетесси шутланать, - каласа панӑ министр.
Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗсем уҫӑлӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-10- ... -l-3489900
Асӑннӑ акци тӗллевӗ – вӑрҫӑра пуҫне хунисене пурне те аса илесси, ҫавӑн пекех пӗр-пӗрне хисеплесси, наци культурисене хисеплесси, терроризма хирӗҫ тӑма пӗрлӗхлӗ пуласси ҫинчен пӗлтересси.
"Шурӑ тӑрнасен кунӗ" акци // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... si-3489619
ПР Сывлӑх сыхлав министерствинче проектӑн тӗп тӗллевӗ - пурӑнмалли вырӑнпа, вӗренӳ е ӗҫ вырӑнӗпе юнашар медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелесси, халӑхӑн мӗнпур ушкӑнне мӗн кирлине кура пулса пыни ҫинчен каласа панӑ.
Пушкӑртстанри Шаранти тӗп больницинче ҫӗнӗ оборудовани рентгенографисен шутне чылай ӳстерме май панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3484464