Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑннӑскер (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑтам шкул пӗтернисен ячӗпе икӗ хӗр (вӗсен шутӗнче ҫӳҫне кӗске кастарнӑ Полина та, кӗлеткине ҫӑт тытакан, майралатса, ятне ҫӗленӗ, аркине пӗркеленӗ симӗс платье тӑхӑннӑскер) тата икӗ каччӑ тухса калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӳсрен ҫӗленӗ, ҫухависене шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ чӗнтӗр тытнӑ шап-шурӑ майра кӗпи — татьянка, хӑмӑр юбка, урине йӑлтӑркка хӑмӑр туфли тӑхӑннӑскер, ҫырӑрах ҫивӗтсӗр ҫӳҫне кӗске кастарнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Учительница Агафья Павловна, тулли ӳтлӗ, ҫырӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, кӗлеткине ҫӑт ҫыпӑҫса тӑракан тӗксӗм кӑвак платье, урине хура туфли тӑхӑннӑскер, ӑшӑ кулӑпа ҫиҫкелесе, чи малтанах хӑйӗнпе паллаштарчӗ, унтан кашни ачапа уйрӑммӑн, ятран чӗнсе паллашрӗ, вӗсен тумтирне, хут-кӑранташне тӗрӗслесе тухрӗ, вӗсене парттӑ хушшинче кӗлеткене кирлӗ пек тытса ларма вӗрентрӗ, пӗлӳ пухмалли ӗҫсемпе мелсем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Килте хӑнана кайнӑ ачисене Ула Тимӗр хунямӑшӗ, чакӑр кӑвак куҫлӑ, лутака, йӑрӑ карчӑк, кӑвак чечеклӗ сарӑ сатин кӗпине пилӗк хуҫми ярса тӑхӑннӑскер, йӑм-йӑм чие ҫырли ӳкернӗ шурӑ тутӑр ҫыхнӑскер, чун-чӗрипе ҫунӑхса, чӳречерен куҫ илмесӗр тенӗ пек пӑхса кӗтсе ларнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Амӑшӗ, Кӗтерне инке, вӑтам пӳллӗ, тулли ӳтлӗ, ҫутам хӗрарӑм, чӑваш тӗриллӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, сӗтел пуҫтарма чарӑнчӗ те, ывӑлӗ ҫине таса тӳпе тӗслӗ куҫне ирӗксӗртен ҫавӑрса, хытсах кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Пуҫне татӑк кӑсӑруклӑ тӑвӑр картуз тӑхӑннӑскер, вӑл ытти вӗренекенсем пек ҫарран мар, чӗркуҫҫи таранах михӗ ҫӗлемелли пирпе чӗркесе, урине постол тӑхӑнса янӑ.

В отличие от других учеников, ходивших босиком, он был обут в постолы. Ноги его до колен были обернуты в онучи из мешковины.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Акӑ, вӑл та кунтах, ылттӑн корона тӑхӑннӑскер

А вот и он, в золотой короне…

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑлӑп тӑхӑннӑскер, вӑл лав ҫине меллӗн майлашса ларнӑ та кӗске авӑрлӑ пушшипе ҫул хӗрринчи юра ҫапкаласа пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Укаҫ текенни, урисене вӗр-ҫӗнӗ ҫӑматӑ, ҫине пӗрмечеллӗ сарӑ кӗрӗк тӑхӑннӑскер, маларах иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫывӑхра тӑракан кӗреҫе сухал, лайӑх тумтир тӑхӑннӑскер, ӑнлантарса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Фуфайка, ҫӗлӗк тата пысӑк атӑ, тӑхӑннӑскер, сӗлкӗшленнӗ ҫулпа пыракан лавсем хыҫӗнчен вӑраххӑн утрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Катя, чечеклӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑскер, мана курсанах хирӗҫ чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Касак Ваҫҫи, урисене тикӗт сӗрнӗ атӑ, ҫине шурӑ кӗпе тӑхӑннӑскер, пуп патне васкаса кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӑмӑл ыйхӑллӑ кил хуҫи, шурӑ пир кӗпе, кӑвак йӗм тӑхӑннӑскер, вырӑнӗ ҫинчен ялт! сиксе тӑнӑ, ҫанталӑк мӗнле-ши тесе, килкартине тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кио артист, илемлӗ пурҫӑн хитон тӑхӑннӑскер, пуҫне темиҫе хут авраса чалма ҫыхнӑскер, юмахри магараджа-князь пек курӑнать. йӑлтӑркка шуҫтанкӑсемпе илемлетнӗ пурҫӑн пӗркенчӗкӗ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт пек ялтӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫутӑ хӑмӑр плащпа, шурӑ панама тӑхӑннӑскер.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑтам пӳллӗ шуранка хӗрарӑм, тӑп-тӑрӑ сӑрӑ плащ тӑхӑннӑскер, вакунран тухрӗ те ачана хӑй аллине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Яка питлӗ кӑмӑллӑ арҫын, хура костюм айӗн галстукпа шур кӗпе тӑхӑннӑскер, пӗрре те япӑх шухӑшлӑ пек туйӑнмарӗ Эльгеева.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах Яким хӑйне чарайми пулнине курса, Эльгеев (Шекспир тумне тӑхӑннӑскер) ӑна лӑплантарма чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Имшеркке старик (Моисеев артист), саплӑклӑ кӗпе-йӗм тӑхӑннӑскер, сӗтел хушшинче шӑрпӑк шутласа ларать, хӑшне-пӗрне ҫӗҫӗпе ҫурмаран ҫурать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех