Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрса (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача-пӑча та хӑйне ҫут ҫанталӑк пӳрнинчен тӑрса юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хамӑр ав вӑкӑрсем вӗҫне тӑрса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Юрӗ-ҫке, ан кӳрен, Ямас, хамӑн шухӑшсемпе пӗччен тӑрса юлас тетӗп, пӗрех хут кунта ялта ирттернӗ ачалӑха аса илӗп.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Амӑшӗ, каллех аяккинче тӑрса, ӑна ӑшӑ сӑмахсемпе юлма ӳкӗтлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ирӗксӗрех сӑрхӑнса тухнӑ куҫҫулӗсене шӑлса, Элиме пӗр вырӑнта тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тетей мунчара пӗчченех тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Мӗн тӑвӑпӑр, эпӗ хатӗр тепӗр кун тытӑнса тӑма ялта, — вӑл хӑвӑрт ҫаврӑнса тӑрса сумккине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Санпа ятлаҫӑн та, эпир сурӑхсемсӗр, ашсӑр, ҫӑмсӑр тӑрса юлтӑмӑр, вӑл чи кирличчӗ пурнӑҫра кӑҫатӑ, ӑшӑ чӑлха валли ай-яй! тӗп турӗҫ кашкӑрсем!

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пӗлетӗн-и, ывӑлӑм, ӑна саваканни Узин пулнӑ, Алюнана вӑл вӗлернӗ теҫҫӗ, — ура ҫине тӑрса, урайне тапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тӑванӗсем ӑна ун умне ура ҫине тӑрса пырса сиввӗн кӗтсе илчӗҫ, тӑвана кӗтсе илнӗ пек мар, тӑшман вырӑнне хунӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫамрӑксем ӑна вӗҫертнине туйса илчӗ Узин, вӑрман патне ҫывхарсан, вӑл юр ҫине йӑванса анчӗ те тӑрса вӑй ҫитнӗ таран тарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узин вара хӑйӗн шухӑшӗсемпе пӗр вырӑнта тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑт эпӗ вӗсене калатӑп та, хӑть хисеплеме пӗлӗр ҫав чипер хӗрарӑмсене, упӑшкисемсӗр тӑрса юлнӑскерсене, уншӑн вӗсем айӑплӑ мар вӗт, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Юрӗ-ҫке, тӑрса юлӗ ак пӗчченех, ун чухне никама та кирлӗ пулмӗ, — ҫиллессӗн ахӑлтатса илчӗ Узин.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узин ҫиллессӗн чышкине чӑмӑртаса тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Виҫӗ ҫул ҫар хӗсметӗнче тӑрса, Узин нумаях пулмасть салтакран таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Кунта, хӑйсен тӑван Чӑваш Ене килме ҫунаҫҫӗ, кунта вара, шел пулин те, юлхавлӑн пӑхаҫҫӗ, — Атлан ура ҫине тӑрса пӳлӗм тӑрӑх утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ҫук, ун пирки калаҫу пулма та пултараймасть, упӑшка пур чухне пӗчченех тӑрса юлас килмест манӑн, — вӑт Кирее кӑкӑрӗнчен пысӑк пӳрнипе ыраттармаллах тӗртсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пилӗк сехетре тӑрса тухатпӑр та банк умӗнчи машинӑсем тӑратакан лаптӑкри юра хамӑр машина ҫине тиетпӗр те илсе тухатпӑр, — хӗрӳллӗн те ӗнентерӳллӗн каларӗ Юман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Иккӗн тӑрса юлсан, мӑшӑрӑм мана асӑрхаттарса каларӗ, малтан эс, Юман ҫынна лайӑхрах сӑна, хӑвӑн ырӑ кӑмӑлупа миҫе хутчен ӗнтӗ улталантӑн, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех