Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эппин, хырӑмри ачаллӑ хӗрарӑма утӑ капанӗ тӑрне хӑпартса янӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Илтмен-и, Аманикре алманчӑна вӗлерсе юман тӑрне ҫакса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашкӑр ӑна тивмен, пакша йывӑҫ тӑрне хӑпарса кайнӑ та ҫапла каланӑ:

Волк пустил, а белка ушла на дерево и оттуда сказала:

Пакшапа кашкӑр // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 25 с.

Илемлӗ хапха тӑрне ҫапла ҫырнӑ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Виҫҫӗмӗш класс» тесе алӑк тӑрне шултра саспаллисемпе ҫырнине вӑл палуба ҫине кӗрсенех асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эсӗ мӗн? — тесе ҫавӑрӑнса пӑхмасӑрах ыйтрӗ Чубук, улӑм витнӗ пӳрт тӑрне эпӗ улӑхнине курсан.

— Ты чего? — не оборачиваясь, спросил Чубук, когда я залез на соломенную крышу.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӗсенчен хӑшӗ гусарсен курткипе, хӑшӗ разводлӑ плюшевӑй френчпа, хӑшӗ татӑк аркӑллӑ енот кӗрӗкӗпе пулнӑ, е лапсӑркка ҫӳҫлӗ пуҫсем тӑрне матрос ҫӗлӗкне лартса янӑ.

кто в гусарскую куртку, кто в плюшевый с разводами френч, кто в енотовую шубу с отрезанными полами и в матросской шапочке на вихрастой голове, —

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫак кӗнекене хама кӑштах та пулин илсе ҫӳреме ирӗк парас пулсан, эпӗ пур патронсене те панӑ пулӑттӑм, чи ҫӳлӗ завод труби тӑрне хӑпарса кайнӑ пулӑттӑм пулӗ ҫав.

Кажется, все свои патроны отдал бы я, лишь бы выдали и мне такую книжечку, влез бы наверх на трубу завода!

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пуҫласа шкула кайнӑ кун та пулин кепкине пуҫ тӑрне пусса лартрӗ вӑл.

И в тот день, когда впервые пошёл в школу, он тоже нахлобучил свою кепочку.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Япаласен хакне пӗлтерекен ҫын пичке тӑрне хӑпарса тӑнӑ.

На бочке, окружённой толпой, стоял глашатай.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль хӑйӗн кепарикне пуҫ тӑрне лартрӗ, акӑ вӑл хатӗр те.

Эмиль вмиг был готов — нахлобучил свой кепарик, и всё.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Текех ҫак хутора ура ярса пусмасть ӗнтӗ вӑл, тӑвайкки тӑрне хӑпарса ҫитсен вӑл каялла ҫаврӑнчӗ те ҫапла кӑшкӑрса ячӗ:

Ноги её больше не будет на этом хуторе! Поднявшись на пригорок, она обернулась и закричала:

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тӑрӑхларах та типшӗмрех питлӗ, ҫӑра сухалне кӗскен кастарнӑ хирург, аяккинчен сӑнасан профессор пекрех курӑнаканскер, стайлӑ кӗлеткеллӗ ҫамрӑк сестра ҫине сӑмса тӑрне хӗстерсе лартнӑ куҫлӑх айӗн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Хырӑмӗ те паҫӑрах хыр тӑрне хӑпарнӑччӗ-ха, так, сначӑт, — текелесе, сӑра-эрех сӗннӗ чухнехи евӗр турткалашса тӑмарӗ Кузьма Афанасьевич, кашӑк тытса, ҫийӗнчех шӳрпене ӑса-ӑса хыпма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Учитель тивӗҫӗ, сӑн-сӑпачӗ пирки пурин пуҫӗ тӑрне те вут-хӗм, кӑвар сирпӗнтертӗр.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пуҫ кашлать… — ыратни-кашланине ҫӗлӗкпе хупласа ирттересле, пуҫӗ тӑрне пусарах лартрӗ те ӑна Кронид Евграфович, ырӑ каҫ сунса хӑварса, ӗшенчӗклӗн кӑлт! тӗкрӗ алӑка урипе.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӑтӑнчӗ те, ав, пуҫӑм тӑрне пӑтӑрмах, ҫитсе кӗтӗр те эсир ҫавӑн чухне пирӗн картишне…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

(ара, кунтах, куҫ умӗнчех, пӳртрехчӗ вӗт-ха амӑшӗн сӑнӗ-пичӗ, кӗлетки; тути ҫинчӗн вӑҫерӗннӗ юлашки сыпкӑм сывлӑшӗ те куҫкӗскине тарлаттармалӑхах ҫывӑх-ҫывӑхчӗ, чун таврашӗнчехчӗ) — халӗ, ак, кӗчӗ те, хупӑнчӗ те Дина ҫурма сӗмлӗхе тӑр-пӗччен — унӑн пуҫӗ тӑрне сасартӑк ту чӑнкӑшӗнчен кӗрлесе; ҫӗмӗрӗлсе анакан юр катрамӑсем евӗр темӗн хӑрушши те темӗн сӑмсӗрри хыттӑн-хыттӑн тӑкӑнма, кӳпкеме-кӳплетме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Урамри юпа тӑрне ҫакса янӑ электричество лампочки — хунар теме те юрӗ ӗнтӗ ӑна — шкул умне, виҫӗ чӳрече хашакне тирпейлӗн, сулхӑннӑн ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шара ҫӳлелле ҫапла хӑпартаттӑмӑр: кирпӗчсенчен кӑмака турӗҫ, унта улӑм ҫунтарнӑ хушӑра шара кӑмака тӑрне туса, юпаран ҫыхса лартрӗҫ.

В воздух шар поднимался так: из кирпичей устроили печь, там сжигалась солома, а шар привязывался к двум столбам над печью.

Хрюшка-парашютист // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех