Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑпӑлтарса (тĕпĕ: тӑпӑлтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑлхаран туртнипе те, пӗр чӗптӗм хӗрлӗ мӑйӑхне тӑпӑлтарса илнипе те вӑл хӑнк! та тумарӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Эпир те чӗртӗпӗр, — тетӗп эпӗ, хӑмӑла тӑпӑлтарса.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Аппа пахчаран пӗр ывӑҫ сухан тӑпӑлтарса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Урпана ҫӗр ҫумӗнчен пӗр ывӑҫ тӑпӑлтарса илсен, тымар ҫумӗнчи тӑприне ҫӑпати ҫумне шаккарӗ, шурӑ тусан пӑр! вӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лумпа эп ӑна ним мар тӑпӑлтарса кӑларап.

Я его ломом разворочу в два счета.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуп майри Марфа Ефимовна тӑпӑлтарса кӗнӗ суханпа пӗр ҫӑмарта валли те хырӑмӗнче вырӑн тупӑнатчӗ пуль, ҫиме чарчӗҫ ӑна.

Подошедшая Марфа Ефимовна собиралась найти место в своем желудке для пучка лука и крутого яйца.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сасартӑк ют ҫынсем хушшине лекнӗскер, хӑйне вӑл тымарӗ-мӗнӗпе тӑпӑлтарса кӑларса урӑх вырӑна чиксе лартнӑ ҫамрӑк йывӑҫ пек туйнӑ.

Очутившись внезапно среди чужих людей, он чувствовал себя молодым деревцем, с корнем вырванным из привычной почвы и пересаженным на новое место.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Уйра тырӑсене тӑпӑлтарса кӑлара пуҫланӑ…»

— Хлеб в поле с корнем выдирает…

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ахтупайпа Нухрат тин асӑрхарӗҫ: Северьянӑн ҫамкаран ҫӳлерех пӗр вырӑнта ҫӳҫ пачах ҫук, ӑна ывӑҫласа илсе упа тӑпӑлтарса кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑпӑлтарса пуҫтарма лекет пулӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пахча-ҫимӗҫ туса илме ҫук: шӑтнӑ-шӑтманах тӑпӑлтарса пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кайран ҫавсенченех ик-виҫӗ хут ытларах тӑпӑлтарса илӗҫ е ӗҫлеттерсе тинкене кӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗнле тӑпӑлтарса илнӗ лаша пирки юптаратӑн?

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн тесе мӑшкӑлланӑ евӗр каласа хумалла пулнӑ ӗнтӗ Пикпава, ҫухалнӑ лаша тупӑнать вӑл, уншӑн хӗпӗртемелле, анчах тӑпӑлтарса илнӗ лаша киле таврӑнасшӑн мар вара тесе.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑҫтан тупрӑр вӑл лашана эсир, камран тӑпӑлтарса илтӗр, ушкуйниксем?

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Упа ӑна малти урисемпе ҫапса ӳкересшӗн пулнӑ, хӑй ҫумне пӑчӑртанӑ, енчен енне силленӗ, анчах тӑпӑлтарса ывӑтайман.

Медведь бил его лапами, прижимал к себе, кидал из стороны в сторону, но не мог оторвать.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Качакана кайса пӑх-ха, вӗрен пӑтине тӑпӑлтарса кайман-и?..

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пакунсене штаба пырса кӗрсенех тӑпӑлтарса ывӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Е каллех офицерсен полкне куҫма шухӑшлатӑн-и? — терӗ те Эльгеев, ун шинелӗ ҫинчен погонсене тӑпӑлтарса илсе айккинелле ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ваня, тӑна кӗр! — текелесе сӗтел хушшинчен тӑпӑлтарса кӑларчӗ Урбанова.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех