Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тырпул сăмах пирĕн базăра пур.
тырпул (тĕпĕ: тырпул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ йышши тырпул ҫитӗнтерекенсем миллионшар пӗрчӗрен пӗрерӗшне, хӑйсене кирлине кӑна суйласа илнӗ пек, пуҫри пин-пин шухӑшран пӗрне — тӗрӗссине! — ҫеҫ суйласа илмеллине пӗлтермест-ши ку «сарӑ кӑткӑ тӗми»?

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Штат экономики ял хуҫалӑхӗ (тырпул ӳстерессипе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси) ҫинче никӗсленнӗ.

Экономика штата основана на сельском хозяйстве (земледелии и скотоводстве).

Токантинс // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BD%D1%81

Кашни ҫулах ҫуракине кӗске вӑхӑтра ирттерсе пысӑк тухӑҫлӑ тырпул ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Мӗншӗнни паллӑ — «Красный Октябрь» ҫулсерен пысӑк тухӑҫлӑ тырпул ҫитӗнтернӗ, патшалӑх умӗнчи тивӗҫне те кашни ҫулах палӑртнинчен чылай ӳстерсе пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

— Эсир пӗлетӗр вӗт-ха ӗнтӗ, пирӗн пуян тырпул акса ӳстерекен ҫӗрсене тӑшман туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура тӑпраллӑ вырӑнсенче тырпул калама ҫук вӑйлӑ ӳсет.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нимӗн те иккӗленмелли ҫук, ку тулли витресем тырӑ акас ӗҫе ӑнӑҫлӑ ирттерессе, тухӑҫлӑ тырпул пуласса пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахальтен мар вӑл паха сортлӑ, вӑйлӑ тухӑҫлӑ тырпул, пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерме, ӳсен-тӑрана тӗрлӗ чир-чӗрпе кӗрешме хӑнӑхтарма ӑс пухать.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫӗре ҫулран ҫула лайӑхлатса пырсан кӑна тырпул тухӑҫӗ ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тырпул ӑнса пулсан сана та тӑрантӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тырпул та тухӑҫлӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тырпул та вӗт, халӗ ӗлӗкхи мар.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чашкӑрса ӳсекен курӑка ҫисе самӑрланса кайнӑ ӗнесем, кашласа ларакан тырпул

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Апла, эпир ку тислӗкпе усӑ курса питӗ тухӑҫлӑ тырпул туса илме пултаратпӑр вӗт, — тет Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав юшкӑнпа усӑ курса, ӑна таврари уйсене хывса тухсан, тырпул тухӑҫне ӳстерме пулать пек туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унта тырпул туса илме, выльӑх ӗрчетме меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Авалхи чӑваш несӗлӗсем ҫырма икӗ пуҫӗнче пурӑннӑ чухне, Месопотами теҫҫӗ-и халь, ҫакӑн пек юшкӑнлӑ ҫӗр ҫинче тырпул туса илнӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Асӑрхарӑр-и, кӗлӗре тырпул туса илни кӑна мар, чӳк туса тавӑрса пани те пур.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Уйра тырпул, вӑрманта кайӑк-кӗшӗк.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Нумай колхозниксем халиччен нихҫан та пулман вӑйлӑ тырпул тӑва пуҫларӗҫ.

Многие колхозники добились небывалых раньше урожаев.

Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирте ялхуҫалӑхӗ мӗнле ҫӗнелсе пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех