Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, вӗренсе тухакансен уйӗнче, ҫавӑн пекех, культура, шкул тата спорт пурнӑҫне хастар та тухӑҫлӑ хутшӑннӑшӑн наградӑсем пачӗҫ.
Аттестат — аслӑ пурнӑҫа путевка // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... na-putevka
Ӗҫченсен тухӑҫлӑ ӗҫне нумай патшалӑх районти наградисемпе: Хисеп грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе, медальсемпе палӑртрӗҫ.
Ырӑ ӗҫ ҫулӗсем // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... 1718951736
«Хамӑр аграрисене тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав туса ӑнӑҫу сунатӑп!» - тенӗ Радий Хабиров.
Пушкӑртстанра ака ӗҫӗсем вӗҫленчӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... ch-3805225
- Шэньян делегацийӗшӗн Пушкӑртстана килсе кайни тухӑҫлӑ пулчӗ, ӗҫлӗ калаҫу хыҫҫӑн темиҫе килӗшӳ турӑмӑр.
Китай делегацийӗ Пушкӑртстанри «Алексеевский» совхоз ӗҫӗпе паллашнӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... hn-3806715
Ҫанталӑк парсан, ҫӗрӗҫченӗсем хӑйсен ӗҫне пахалӑхлӑ пурнӑҫласа пырсан тухӑҫлӑ тырпул та, тымарҫимӗҫ те, пахча-ҫимӗҫ те туса илме пур майсем те пур.
Хирсем пысӑк тухӑҫ пама шантараҫҫӗ // Илдус Миннетуллин. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d1%85%d0%b ... %ab%d3%97/
Тӳрӗ кӑмӑлпа тата тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Наталия Ивановнана Пушкӑрт Республикинчи Ял хуҫалӑх министерствин икӗ Хисеплӗ грамотипе, Пишпӳлек район администрацин Тав ҫырӑвӗсемпе наградӑланӑ.
Пысӑк сӗт сезонӗ пырать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... at-3815534
Аса илтеретпӗр, «Тивӗҫлӗ тата тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗ шайӗнче «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Пушкӑртстан вӑрлӑх экспортне тӑватӑ хут ӳстернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-3812887
Радий Хабиров сотрудниксене тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, малашне те ӑнӑҫу суннӑ.
Пелепейри сӗт комбиначӗ 2024 ҫулта ҫемҫе сыр туса кӑларассине хута ярӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ar-3811891
Учительсемпе шкул сотрудникӗсем хӑйсем тӑрӑшни СВОна хутшӑнакансене ҫар задачисене тухӑҫлӑ пурнӑҫлама тата ҫӗнтерӳ тума пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Пишпӳлекри 3-мӗш вӑтам шкул коллективӗ маскировка сеткисем ҫыхать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3806210
Ҫакӑ шӑпах вӗсен вӑхӑтра тӳрӗ кӑмӑлпа тата пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫне пула пур ҫӗрте те тӗрлӗ пандемисене, эпидемисене тата вирус чирӗсене сарма памассине, сурансене, тӗрлӗ чир-чӗрсене сиплессине витӗм кӳрет.
Вӑхӑтра укол тумалла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... la-3808395
Ҫав ҫулах тухӑҫлӑ та хастар вӑй хунӑшӑн Тутарстан АССРӗн выставка комитечӗн Тав хутне тивӗҫет.
Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn
Вӗсемпе пирӗн округри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем те тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ.
Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh
«Ҫӗр улми тухӑҫлӑ пултӑр тесе ӑна вӑхӑтра апатлантаратпӑр, шӑрӑхра шӑваратпӑр тата ытти те. Техники ҫӗнӗ пирӗн, хуҫалӑхри ӗҫченсем те шанчӑклӑ ҫынсем, ҫавӑнпа ӗҫре ӑнӑҫу пуласса шанатӑп», — терӗ Геннадий Николаевич.
Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh
Халь ҫанталӑк хӗвеллӗ те ӑшӑ тӑнӑ май, ҫӗр ӗҫченӗсем те кашни кунпа тухӑҫлӑ усӑ курса уй-хиртен кӗмеҫҫӗ те темелле.
Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh
Куравра ҫамрӑксен политикине тата ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парассине халалланӑ наци тӗллевӗсен кунӗ те тухӑҫлӑ иртнӗ.
«Раҫҫей» куравра // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %80%d0%b0/
Пушкӑртстанпа тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен Канаш ларӑвӗнче Узбекистанри хӑш-пӗр облаҫсен ертӳҫисем каласа панӑ.
Радий Хабиров Раҫҫей тата Узбекистан регионӗсен Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... nn-3788345
Обществӑлла хуҫалӑхри мӗнпур отрасльсене ҫирӗп те пысӑк тухӑҫлӑ аталантарса пынӑ.Добился устойчивого и высокоэффективного развития всех отраслей общественного хозяйства.
Андреев Евтихий Андреевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BD%D ... 0%B8%D1%87
Пирӗн республикӑра кӑнтӑр енчи районсем суханпа мӗн ӗлӗкрен тухӑҫлӑ ӗҫленӗ.
Севок сухан лартма тухнӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d1%81%d0 ... 85%d0%bda/
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫырла тухӑҫлӑ пулнӑ тата шултра вӗсем.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Аслӑ хӗрарӑм эсӗ, пирӗн пурӑнмалла хамӑрӑн ҫӗр ҫинче, ӑна пуянлатмалла, тухӑҫлӑ ӗҫре кӑмӑла ҫӗклемелле.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.