Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутӑрне (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Мӗншӗн тесен эпӗ чи малтан тутӑрне туртса кӑлартӑм.

– Потому что я первая взяла платок.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Настя шурӑ тутӑрне хӑвӑртрах ярса тытрӗ те ӑна ҫавӑнтах хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Настя быстрее схватила белый платок и тут же накинула его на плечи.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Мӗншӗн хӑратать мана тӗттӗм пӳрт, хам та ӑнланаймастӑп, — пальтопа хулӑн тутӑрне пӑтана ҫакнӑ май пӑлханарах калаҫрӗ Инесса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Вӑт ҫапла пулчӗ манӑн вӑл япала, — терӗ, тутӑрне каялла чиксе.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Мӗншӗн чарӑнтӑн тата, каялла каятпӑр ав, — терӗ вӑл, тутӑрне тӳрлетсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Порӑнатӑп ҫав, порӑнатӑп, — хӑна ытамӗнчен хӑтӑлса тутӑрне тӳрлеткелерӗ Малан кинеми.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Нимех те мар, — тутӑрне майлаштарса ҫыхрӗ Глафира.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унтан ҫамки ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пӗрчисене майлаштарса тутӑрне тирпейлӗн ҫыхрӗ, хӑйӗн ҫумӗнчи Хветуҫҫи инкепе тем пӑшӑлтатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Апла мар пуль, ҫынсем урӑхларах калаҫҫӗ, — Анфиса Ксенофонтовна тутӑрне тӳрлетрӗ те хаш сывласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫул ҫинчех выртать тен, — хулӑн тутӑрне тути ҫинчен сирсех каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗсен умне чӑпар тутӑрне тӳрлеткелесе Ульяна пырса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ҫимӗккассинчи Ватрас Ҫтаппанӗ тетӗн? — тутӑрне хӑлхи ҫинчен сирсе пуҫне чалӑштарчӗ анне.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ассӑн сывлакан хӗрарӑм симӗс куҫне тунсӑхлӑн хӗмлентерсе аллинчи шурӑ тутӑрне хытӑран та хытӑ вӗлкӗштерчӗ, хӑйӗн шухӑшӗнчен хӑй шикленсе тӑтӑшах аяккалла-маяккалла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Хӗрлӗ Тутӑр хӗрлӗ тутӑрне ҫыхать те ҫав кунхинех хулана ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Кивӗрех хура ӗҫ халачӗ тӑхӑннӑ, пуҫӗнчи шупка тутӑрне чалма евӗр явакласа ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Владимир Сергеевич! — хӑюсӑррӑн сӑмах хушрӗ пӗри, чечеклӗ тутӑрне ҫӳҫӗ кӑшт ҫеҫ курӑнмалла ҫыхса лартнӑскер, — манӑн материал пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑрӑм ҫырӑ ҫӳҫне хыҫалалла пуҫтарса шурӑ тутӑр айне тирпейлесе чикнӗ, тутӑрне каялла ҫавӑрса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ку тутӑрне эсех ҫыхса ҫӳре.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марине ӑна хӑйӗн тутӑрне салтса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Хӑсӑк килнипе унӑн пит-куҫӗ йӑлтах нӗрсӗрленчӗ, вӑл вара, тутӑрне тути тӗлне тытса, аяккарах пӑрӑнса тӑчӗ.

С исказившимся от подступившей тошноты лицом он отошел в сторону, поднося платок ко рту.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех